Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял малашлăхĕ – аталанура

Аслă Елчĕкри Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн правленийĕпе вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕ отчетлă тапхăрти производство кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе граждансен пухăвне пĕр кунра – умлă-хыçлă ирттерме калаçса татăлнă. Мĕншĕн тесен ял тăрăхĕпе ял хуçалăх предприятийĕн кулленхи ĕçĕ нумай енĕпе пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Тĕрĕссипе, яла аталантарассинче, унăн пуласлăхри шăпине татса парассинче вĕсенчен яваплăраххи урăх кам пултăр? Пухусен ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та çак шухăша уçăмлăн палăртрĕ.

Ял хуçалăх производство кооперативĕ аталану çулĕ çине тăнине экономика кăтартăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Отчетлă тапхăрти таса тупăш пайĕ, 2019 çулхипе танлаштарсан, 10 миллион тенкĕ ытларах /пурĕ 23 миллион та 659 пин тенкĕ, рентабельлĕх – 47,6 процент/ пулни – пурте пĕр чăмăра пĕрлешсе вăй хунин çимĕçĕ. Паллах, ĕç укçин шайĕ те ÿснĕ. Пĕтĕмпе туса илнĕ тупăшăн 18 процентне ĕç укçи тÿлеме уйăрнă – уйăхри вăтам шалу 24551 тенкĕпе танлашнă. Валерий Падуев председатель ĕç укçин шайне малашне тата ÿстермеллине ăнланать. Анчах малтан производство кăтартăвĕсене – выльăх-чĕрлĕх фермисенче продукци туса илессине, çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессине тивĕçлĕ шая çитермелле. Палăртнă тĕллевсем пурнăçлансан тупăшăн ытларах пайне ĕç укçи валли уйăрма пулĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра районти темиçе фермăра та, уй-хирте ĕçлеме кадрсем çитменни чи çивĕч ыйтусен шутĕнче. Паянхи çамрăксем фермăсенчи йывăр ĕç условийĕсене хирĕç, ĕç укçи те тивĕçтермест вĕсене. Аслă Елчĕк – районти чи пысăк ял, апла пулин те фермăра ĕçлеме çынсем çитмеççĕ. Çамрăксене ялта пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн кам яваплă?

Çак ыйтусене татса парасси пĕтĕмпех вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн правленийĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕ çине тиенет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев докладра хăй çак шухăша палăртрĕ.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăхне аталантарма патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ программăсем те темĕн тĕрли пур. Элита вăрлăхсемпе ял хуçалăх техники туяннă, çĕр пулăхне пуянлатма усă куракан мероприятисене пурнăçланă чухнехи тата ытти тĕрлĕрен тăкаксене саплаштарма субсиди шучĕпе укçа-тенкĕ уйăрса пани, паллах, пысăк тĕрев. Председатель палăртнă тăрăх, 2020 çулта Ленин ячĕллĕ ЯХПК бюджет укçине 12 миллион та 389 пин тенкĕ тивĕçнĕ. Тĕрлĕрен ял хуçалăх техникине 25 миллион тенке яхăнлăх туяннă. Техника туяннă чухне пулнă укçа-тенкĕ тăкакĕн 40 процентне каялла тавăрса панă. Ял хуçалăх культурисене туса илессинче ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесен техника паркне çĕнетмесĕр май çук. Çак кунсенчех тата хуçалăха çĕнĕ модификациллĕ ака комплексĕ, МТЗ 1221 йышши хăватлă трактор килсе çитмелле, 460 тонна минераллă удобрени, элита вăрлăхсем – 60 тонна кÿрсе килмелле.

Валерий Падуев отчетлă тапхăрта 2 пин тăваткал метр анлăш, çавăн чухлех – 2 пин тонна тырă вырнаçакан /5,5 миллион тенкĕлĕх/ хранилище хăпартса лартма вăй çитернипе те кăмăллă.

– Хаксем ÿссех пыраççĕ. Халĕ пулсан, çак ĕçе тума 10 миллион тенкĕ те çитмен пулнă пулĕччĕ, – терĕ вăл. Унсăр пуçне, ĕне-выльăхсене усрама кирлĕ услови туса парас, тивĕçлĕ шайри продукци туса илес тĕллевпе пăру вити те хута янă. Хуçалăх территорийĕнчи объектсене çĕнетессипе малашне пурнăçламалли ĕçсем те паллă.

…Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче халăх ырлăхĕшĕн, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшса нумай ĕç пурнăçланă. Инçене тăсăлакан кану паркĕнче пластикран тунă çĕнĕ хоккей коробки, спорт оборудованийĕсем вырнаçтарнă. Вăл «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă программăпа килĕшÿллĕн ĕçе кĕнĕ. Унсăр пуçне, иртнĕ çул икĕ хутлă пысăк шкулти пĕтĕм чÿречене улăштарнă, садикри ĕçе лайăх условире йĕркелесе пырас шутпа, шкул çуртне куçарнă, вулавăшри пÿлĕмсене юсаса çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Урамсенчи пусăсене юсаса çĕнетнĕ. Çак ĕçе Вадим Чернов предприниматель çын хистенипе мар, хăй ирĕкĕпе хутшăнса пуçарулăх кăтартнă. Нумай ачаллă пĕр çемьене, вун пĕр çамрăк çемьене тивĕçлĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма майсем туса панă. Аслă Елчĕксем масар территорине тирпейлĕ тытасси çине тахçантанпах пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлетпĕр. Хальхинче те пухăва хутшăннисем кунта илсе çитерекен 740 метр тăршшĕ çула асфальт сарас ĕçе хутшăнма – хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывма хирĕç пулманнине пурте пĕр саслăн пĕлтерчĕç. Проектпа смета документацийĕ тăрăх 3 миллион тенке тивĕçекен çак çул çинчи ĕçсене пурнăçланин 60 процентне республика хыснинчен саплаштарни мĕне тăрать! 900 пин тенкине вырăнти бюджетран уйăраççĕ, 10 процентне, е 300 пин тенкине халăхран пухмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетÿре лайăххине лайăхпа аса илчĕ. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем çинчен, йĕркелÿ ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене татса парассинчи кăлтăксем пирки те хытă каларĕ. Пĕр сăлтавĕ – палăртнă вăхăтра халăха пухăва пуçтарайманни, иккĕмĕшĕ – культура çуртне хутса ăшăтайманни. Чăннипех, сивĕ пулчĕ, çынсем шăнса ĕнтĕркерĕç. Шăннă хыççăн чире каясси те аякра мар. Тĕп специалистсем пухура ячĕшĕн тухса калаçни те – илемсĕр.

Май пулнипе усă курса Леонард Левый ял хуçалăх производствинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ Виталий Соколов механизаторпа Лариса Немцева бухгалтера тата Эдуард Райков оператора район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА



Елчек ен
12 февраля 2021
09:35
Поделиться