Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Пĕрле килĕштерсе ĕçленине мĕн çиттĕр?»

Вăхăт пĕр шелсĕр васкать. Çĕнĕ çул алăкран шакканă май, хыçа юлакан тапхăра пĕтĕмлетесси, çĕнĕ тĕллевсем палăртасси йăлара. Ку йĕркерен кăçал та пăрăнас темерĕмĕр – калаçу тĕпелне район администрацийĕн пуçлăхне Леонард Левыя чĕнтĕмĕр.

– Леонард Васильевич, 2020 çул паллă событисемпе пуян пулчĕ: Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявларăмăр. Районта ку тĕлĕшпе сахал мар мероприяти иртрĕ.

– Малтанах çакна каласшăн: хальччен тунă ĕçсене района нумай çул ăнăçлă ертсе пынă, социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарассинче пысăк тÿпе хывнă Николай Петрович Миллин ячĕпе çыхăнтаратăп. Мал ĕмĕтлĕ, малашлăха «витĕр» курса тăракан, район историйĕнче тарăн йĕр хăварнă вăл. Унăн пуçарăвĕпе, тăрăшулăхĕпе пурнăçа кĕнĕ ĕçсем вуншар, çав шутра асăннă юбилейсемпе те. Вĕсем, тĕпрен илсен, онлайн мелĕпе иртрĕç. Çав вăхăтрах Лаш Таяпа, Вырăскасси, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксене тĕпрен юсарĕç, Яманчÿрелсемпе Шуршусем тата Питтĕпелсем çĕнĕ памятниксем çĕклерĕç.

Паянхи кун тĕлне районта 4 вăрçă, 319 тыл ветеранĕ, 47 салтак арăмĕ, 1851 «вăрçă ачи» пурăнать. Вĕсене тимлĕх уйăрасси ятарлă çулталăкра е Çĕнтерÿ кунĕнче кăна пулмалла мар. Ку вăл пирĕн кашнийĕн кулленхи тивĕçĕ.

2021 çул – Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхĕн çулталăкĕ. Çавна май астăвăма чĕртсе тăратасси тĕп тĕллев пулмалла, патриотла юхăма тата та вăйлатмалла.

Пурте пĕлетпĕр: автономи юбилейĕн тивлечĕпе Чăваш Енри пĕтĕм ял 100-шер пин тенкĕ укçана тивĕçрĕ. Халăх шухăш-кăмăлне шута илсе асăннă нухратпа пирĕн тăрăхра палăк-стела вырнаçтарнă, ача-пăча валли вăйă лапамĕсем тунă, территорие хăтлăлатнă çĕрте усă курнă.

– Коронавирус инфекци проблеми пирки те калаçура пăрăнса иртеймĕпĕр.

– Ку чир шÿтлемест. Çакна пирĕн районта та чирлекенсемпе вилекенсен шучĕ ÿссе пыни çирĕплетет. Инфекцие Роспотребнадзор требованийĕсене çирĕп пăхăнсан, тимлĕхпе ăнланулăха ÿстерсен çеç парăнтарма пулĕ. Çак лару-тăрура паян уйрăмах медицина ĕçченĕсене йывăр. Вĕсен, пациентсен пурнăçĕшĕн кĕрешнипе пĕрлех, хăйсен сывлăхĕ пирки те шутламалла. Шурă халатлă ĕçченсене чăтăмлăхшăн, хастарлăхшăн тав тăватăп.

– Пандемие пăхмасăр районти тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем ăнăçу çулĕнчен пăрăнмарĕç. Камсене ытларах палăртнă пулăттăр?

– Кунта пирваях канăçсăр тырпул ăстисен ĕç-хĕлне, ертÿçĕсен пултарулăхне палăртмалла. Кăçал районшăн рекордлă тухăç – 84716 тонна тĕш тырă кĕнĕ пÿлмесене. Пĕр гектартан тухнă вăтам тухăç 36,2 центнерпа танлашать. «Рассвет» ЯХПК /председателĕ Юрий Мясников/ кăтартăвĕ вара – 50,2 центнер.

«Авангард» /Николай Курчаткин/, «Сатурн» /Юрий Викентьев/, «Комбайн» /Гурий Федоров/, «Энтепе» /Андрей Васильев/ производство кооперативĕсен, Т.Г.Васильева хресчен /фермер/ хуçалăхĕн кăтартăвĕсем 40 центнертан каçнă. «АСК-Яльчики» ООО çĕр улми туса илессипе чылай çул малта пырать. Унти хастарсем ку çул «иккĕмĕш çăкăра» пĕр гектар пуçне 289,8 центнер алла илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен кăтартăвĕсем те курăмлă: январь-ноябрь уйăхĕсенче районĕпе пĕтĕмпе 30525,7 тонна сĕт, 3009,4 тонна аш-какай туса илнĕ. Уйрăм хуçалăхсенчен сĕт суса илессипе «Победăна» /Николай Головин/ çитекенни çук – 1 ĕнерен 8056 килограмм.

Ĕç тухăçлăхĕ техника паркне çĕнетсе пынинчен те нумай килет. Хуçалăхсем инвестици кредичĕсемпе, лизингпа, хăйсен укçи-тенкипе усă курса 11 уйăхра 232 миллион та 629 пин тенкĕлĕх 139 единица çĕнĕ ял хуçалăх техники туяннă.

Промышленноçа илсен, 226,3 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă е 100,5 процент. Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче тавар çаврăнăшĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан – 101,8 процент. Вĕсенче 2225 çын ĕçлет, шалу пĕлтĕрхи шайран 23 процент ÿснĕ /23531 тенкĕ/.

– Республикăри кашни муниципалитет, хула округĕ хăйĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли комплекслă программисене йышăнчĕç.

– Çапла, 2020-2025 çулсенче пирĕн районта та инфратытăм çул-йĕрĕн 31 проектне тата 7 коммерциллĕ проекта пурнăçа кĕртмелле. Пысăк пайĕ «Промсервис» АО /Юрий Титов/ никĕсĕ çинче çĕкленекен объектсем пулĕç. Елчĕкри вăтам шкулта /Лариса Васильева/ 54 млн тенкĕлĕх çĕнĕ столовăй тумалла. Ял хуçалăхĕнче 5 проекта /171,5 млн тенкĕлĕх/ ĕçе кĕртмелле. Çав шутран: «Победа» ОООра 20 млн тенкĕлĕх 200 пуç вырнаçмалăх пăру вити, А.Н.Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 8,5 млн тенкĕлĕх 100 ĕне вырăнлăх вите. «Эмметево» /Юрий Лапшин/, «Труд» /Валерий Германов/, «АСК-Яльчики» /Хасиятулла Идиатуллин/ хуçалăхсем комплекслă программăра палăртнă объектсене кăçалах вĕçлерĕç.

Районта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те ĕç кал-кал пырать. Ун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче туллин çырса кăтартнă, çавăнпа та тепĕр хутчен чарăнса тăмăпăр. Унсăр пуçне вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса тĕрлĕ социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе çулсерен пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Кăçал ял тăрăхĕсенче 34 проектпа тимленĕ: палăксене юсанă, стелăсем вырнаçтарнă, урамсенчи çулсене, масар картисемпе çурчĕсене çĕнетнĕ… Çакăн пек курăмлă ĕçсене çитес çул та пурнăçа кĕртме 29 проект пулăшĕ.

Вырăнти инфратытăма лайăх енне улăштарасси ялсенче пурăнакансенчен хăйсенчен те нумай килет. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама пулать. Пĕрле килĕштерсе ĕçленине мĕн çиттĕр?

– 2021 çулхи плансем пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Пĕрремĕшĕ – кăçал пуçăннă ĕçсене ăнăçлă вĕçлесси, иккĕмĕшĕ – калаçура çÿлерех асăннă комплекслă программăра палăртнă объектсемпе тĕллевлĕ ĕçлесси. Çавăн пекех Елчĕк-Курнавăш автоçулăн пĕр пайне асфальт сармалла, Аслă Таяпа ялĕнчи виçĕ урама /1950 метр/ çул сарассине вĕçлемелле. Елчĕк, Акчел, Элекçей Тимеш ялĕсенче тулашри çутăсене хута янипе пĕрлех, тротуарсем тумалла тата ытти те.

– Леонард Васильевич, Çĕнĕ çула ăçта кĕтсе илме шутлатăр?

– Килте, çемьепе пĕрле. Хальхи тапхăрта тус-тăвансем патне хăнана çÿрессинчен е хăнасене пухассинчен тăхтанинчен лайăххи нимĕн те çук.

– Районта пурăнакансене черетлĕ çулта мĕн суннă пулăттăр?

– Çĕнĕ çула ĕмĕт-шухăшсемпе кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çулталăк пирĕн района, кунти кашни яла ырă улшăнусем, кашни çемьене килĕшÿпе телей, ăнăçу илсе килтĕр. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх сунатăп.

Н.МАЛЫШКИН калаçнă



Елчек ен
30 декабря 2020
14:30
Поделиться