Федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн ял-хула территорийĕсене хăтлăлатма пăхнă. Елчĕк районĕнче 2019-2020 çулсенче ку тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсене те пĕтĕмлетме вăхăт.
Вĕсенчен пĕри Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи свалка пулнă вырăна рекультиваци туни. Кунти пĕтĕм ĕçе иртнĕ кунсенче ăнăçлă вĕçлеме май килнĕ. 7,7 миллион тенкĕлĕх хака тивĕçекен, пысăк яваплăх ыйтакан çак ĕçе пурнăçлас тĕлĕшри аукцион ноябрĕн 10-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Декабрĕн 16-мĕшĕнче вара ĕçе мĕнле пурнăçланине комиссипе йышăннă. «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ сăмаха çилпе вĕçтермерĕ, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарнине тепĕр хутчен уçăмлăн çирĕплетсе пачĕ.
Вăхăчĕ те васкатнă. Малтан килсе тухнă çивĕч лару-тăруран тухас тĕллевпе рабочисен кану кунĕсемпе палăртнă ĕç вăхăтне пăхмасăр вăй хума тивнĕ. Ку чухне вĕсем рекультиваци тунă чухне пурнăçлама тивĕçлĕ кашни тапхăрти ĕçе технологи йĕркипе килĕшÿллĕн туса пыма кирлине ăнланнă. Çитменнине, çанталăкĕ те самай сивĕ тăчĕ. Уçă уйра – пĕр хÿтлĕх çук вырăнта кунĕ-кунĕпе пулма, çав вăхăтрах ĕçе пахалăхлă пурнăçлама чун-чĕре çирĕплĕхĕ те кирлĕ. Коллектив пĕр чăмăрта пулни йывăрлăхсене çĕнтерме, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май панă та. Вячеслав Сядуков директор яваплă ĕçре хăйсен вăй-халне анчах мар, сывлăхне шеллемесĕр тăрăшнă çынсене ятран палăртса тав тăвать. Вĕсем: Геннадий Зайцев прораб, Алексей Чернов мастер, погрузчика ĕçлеттерекен Аркадий Щипцов, Сергей Синев грейдерист, Сергей Воробьевпа Николай Траншкин экскаваторщиксем, Сергей Чернов, Александр Борисов, Сергей Харлампьев, Александр Герасимов, Вячеслав Шадриков, Владимир Сидоров водительсем, Олег Федотов, Николай Александров, Николай Кушманов, Виталий Чернов, Ион Антонов, Алексей Агеев рабочисем.
Халĕ ту евĕрлĕ курăнса выртакан 0,88 гектар йышăнакан çак лаптăка малашлăхра тĕрлĕ курăксем ятарласа акса çитĕнтерме палăртнă, йĕри-таврари çырма-çатра таврашне вара йывăç-тĕм илем кÿрĕ.
«Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» программăпа 2021 çулта территорисене хăтлăлатма района 3828,4 пин тенкĕ уйăраççĕ.
…2019 çулта ку енĕпе пурнăçланнă тепĕр пысăк ĕç вăл – «Коммуналлă хытă каяшсемпе усă курассин комплекслă тытăмĕ регион проекчĕпе /пурĕ 7 миллион та 793 пин тенкĕлĕх/ йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессинчи çĕнĕлĕхсене алла илни. Елчĕксем ку енĕпе республикăра та чи лайăххисен шутĕнче пулнине халĕ те тăтăшах аса илеççĕ. Пуçару бюджечĕн программипе ял тăрăхĕсене уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса 128 вырăнта, кайран ял тăрăхĕсенче хăйсен вăйĕпе тата 15 контейнер площадки тунă. Вĕсене пурне те пĕр тĕслĕ хĕç тимĕртен ăсталанă. Площадкăсен калăпăшĕ стандарта тивĕçтерет, унта 2 контейнер вырнаçтарнă.
Малтанласа вĕсене район центрĕнче анчах вырнаçтарнăччĕ, халĕ вара контейнерсене кашни ял тăрăхне çитернĕ.
2024 çулччен пурнăçа кĕртме йышăннă «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă программăпа килĕшÿллĕн Аслă Елчĕкри кану паркĕнче иртнĕ çул пластикран тунă çĕнĕ хоккей коробки, спорт оборудованийĕсем вырнаçтарнă пулсан, кăçал çак ĕçĕн вĕçне тухнă. Подрядчик – «ДПМК «Яльчикское» ООО пурĕ 3816,92 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.
Елчĕкри кану паркĕ те халĕ нумай çынна илĕртет. Районта пурăнакансем анчах мар, хăнасем те аваллăха аса илтерекен музейпа кăсăкланса паллашаççĕ. Кунтах ГТО площадки вырнаçтарнă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан çынсене кашни кун кунта тĕл пулма тÿр килет.
А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн Андреев урамĕнчи спорт çуртĕнче те 8123 пин тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Шал, тул енчен те çын палламалла мар çĕнелсе улшăннă спорт керменĕнче халĕ тăтăшах ăмăртусем иртеççĕ. Район ертÿлĕхĕ кунти строительство ĕçĕсене «Партнер» ООО коллективĕ /директорĕ те хамăр ентеш – Борис Матвеев/ кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланипе кăмăллă.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
ХАКЛАВ
Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
– Патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса таçтан та таçта çитиех çÿп-çап сапаланнă свалка вырăнне «тĕп тума» пултарни, чăннипех, пысăк та кирлĕ ĕç пулса тăчĕ.
Ялсенчен аякра мар вырнаçнă свалка тăван тавралăха вараланă, çынсен сывлăхĕшĕн те хăрушă пулнă. Малашне вăл пачах урăхла, илемлĕ вырăн пулса тăмалла.
Вячеслав Сядуков ертсе пыракан «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕнчи çак объектра вăй хунă кашни çын уйрăм тав сăмахне тивĕçлĕ.