Хĕлĕн-çăвĕн вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче механизаторта вăй хурать çамрăк. Хальхи вăхăтра та кашни кун ĕçре вăл. Ăна утă-улăма вĕтетсе паха апат хатĕрлес ĕçе шанса панă.
– Мĕншĕн ĕçлес мар? Уйăхсерен алла пĕчĕк мар шалу илетĕп. Тивĕçлĕ ĕç укçи тÿленине кура кунта ĕçлеме килес кăмăллă çамрăксем нумай. Çакă та тăрăшса вăй хума хавхалантарать, – тет Олег Елисеев.