Çутăсăр, шывсăр пурнăç çук. Чирĕ те хăратать
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура калаçăва юлашки вăхăтра район администрацине çине-çинех граждансенчен килекен ыйтусенчен пуçларĕ. Вăл тÿррĕнех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пырса тивет.
– Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен халăха канăçсăрлантаракан тата калаçтарма пултаракан чи кирлĕ 3 ыйтăва чăрмавсăр татса пама пĕлмелле. Вĕсем: çутăпа, шывпа тата такăр çулпа тивĕçтересси, – терĕ Леонард Васильевич.
Çĕрлехи вăхăтра урамсенче çутă çутасси пирки калас пулсан, аякка кайма кирлĕ мар, тĕттĕм вăхăтра кашни кун е час-часах çÿреме тивекен çынсем ăçтан та ăçта çити тăсăлакан /автовокзал çывăхĕнчен пуçласа райбольница таранах/ Елчĕкри Кооперативная урамра çутă пулманнине çирĕплетсех калама пултараççĕ. Тимлĕн сăнаса пăхсан темиçе юпа çинче лампочкăсем мĕскĕннĕн – чĕпĕ куçĕ пек çутнине курма пулать-ха, анчах куçран витĕрех мар çын çакна асăрхаймĕ те. Мĕншĕн урама çутатаймаççĕ; Светильниксемпе çыхăнакан пăралуксем кивелсе юрăхсăра тухнă, иккен. Çапла вара вĕсене çĕннисемпе улăштарсан тин урамра лампочкăсем çутнине курма пултарăпăр. Хура кĕркуннехипе, куçа йĕп чиксен те курман вăхăтрипе танлаштарсан, халь çапах урама юр çути çутатать, юрать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çĕрлехи вăхăтра урамсем тăрăх ятарласа хăй утса тухнă, суйма памарĕ, Елчĕкре çутăсăр урамсем тата пур.
Шывсăр та пурнăç çук. Кÿлпуç ялĕн çыннисем пĕр эрне шывсăр ларнă. Килте пусă-тараса чавнисем аптăрамĕç те, ыттисен вара ăçта кайса кĕмелле, шывсăр мĕнле пурăнмалла? Кĕçĕн Таяпара та шыв проблеми. Аса илнĕ ял тăрăхĕсенче, Леонард Левый шухăшĕпе, башньăсене юсас ĕçе малтан тĕплĕн хатĕрленнĕ пулсан, çакăн чухлĕ чăрмав пулас çукчĕ – çынсем те нуша курман пулĕччĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ малашне палăртакан ĕçсене пурнăçлассинчи чăрмавсенчен пăрăнса иртес тĕллевпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умне конкретлă тĕллевсем лартрĕ.
Ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин çĕнĕ коронавирус инфекцине малалла сарăлма чарса лартас тĕллевпе районта куллен пурнăçласа пыракан ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ. Юлашки эрнере республикăра ковидпа чирлекенсен, вилекенсен хисепĕ те ÿснĕ: вырсарникун 11 çын, тунтикун 6 çын вилни, пушшех, сисчĕвлентерет. Районти лару-тăру та çăмăл мар. Çак вăхăтра кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Лавккара, пасарта, транспортра, халăх пухăнакан ытти вырăнта пулнă чухне çăвар-сăмсана маскăпа хупламалла, алăсене дезинфекци хатĕрĕсемпе сапса инфекци çакланасран хÿтĕленмелле, пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне дистанци тытмалла.
Чире сарăлма чарса лартас тĕллевпе тĕрлĕрен мера йышăнма тивет. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кафе-столовăйра Çĕнĕ çул корпоративĕсене, ытти учрежденире те уяв мероприятийĕсене ирттерме чарнипе те çырлахма тивет. Тепĕр тесен, халĕ ĕçкĕ-çикĕ, уяв шухăшĕ-и? Чи малти вырăнта – коронавирус кăларса тăратакан хăрушлăхран çăлăнасси.
…Çулталăк вĕçлениччен – декабрĕн 1-мĕшĕччен тĕрлĕ шайри налуксене тÿлесе татмалла. Финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина шăпах çакăн пирки чарăнса тăчĕ. Вăл юлашки икĕ эрнере ял тăрăхĕсенче пурлăх тата çĕрпе усă курнăшăн тÿлемелли налуксене тÿленин мониторингĕпе паллаштарчĕ. Тÿлевсемпе вăхăтра татăлни – халăхшăн хăйĕншĕн лайăх. Мĕншĕн тесен пухăннă çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех вырăнти бюджета каялла таврăнать. Ăна тĕллевлĕн, яла аталантарма усă курма пулать.
Капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров район территорийĕнче строительство тата юсав ĕçĕсене мĕнле йĕркеленипе паллаштарчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи çуркуннехи тата кĕркуннехи призыв ĕçне, пĕтĕмĕшле илсен, кирлĕ пек йĕркелеме пултарнипе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Апла пулин те тĕрлĕ сăлтав тупса салтак службинчен пăрăнма тăрăшакансем тупăнаççех. Леонард Левый çак ыйтăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кĕске вăхăтра татса пама хушрĕ.
Светлана АРХИПОВА