Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçÿ сан пархатарлă, çĕр ĕçченĕ!

Вырма ĕçĕсене, кĕрхи ытти ĕç-хĕле вĕçлесен уй-хир тата фермăсен ĕçченĕсем çулсеренех хăйсен професси уявне пухăнса пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх плансене палăртаççĕ. Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне районта октябрĕн 30-мĕшĕнче паллă турĕç. Вĕсене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Поповпа Петр Краснов, чылай çул район администрацине ертсе пынă, ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Николай Миллин, район пуçлăхĕ Вячеслав Сядуков, райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый хутшăнчĕç.

Пуçтарăннисене чи малтанах райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов кăçалхи 9 уйăхра агропромышленность комплексĕнче пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

Чăваш Республикин Правительстви ял хуçалăхне çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Ăна ăнăçлă аталантарма нумай пулăшать. Агропромышленность комплексĕнчи мĕн пур пулăшупа районта кăçал та анлăн усă курнă – 9 уйăхра Федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă патшалăх пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 112 миллион та 913 пин тенкĕпе /иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 132 процент/ танлашнă. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем производствăна йĕркелесе пырассинче тĕрлĕ кредитсемпе те анлăн усă кураççĕ – 98 миллион 145 пин те 500 тенкĕлĕх кредитпа усă курнă /145,5 процент/.

Районти çĕр ĕç культурисене туса илмелли лаптăк 40819 гектарпа танлашнă. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче – 38529 гектар. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ валли пĕр условнăй выльăх пуçне 39,1 центнер апат единици хатĕрлемелле пулсан, 55,3 центнер хатĕрленĕ.

Тĕш тырă культурисене 23514 гектар лаптăк çинче туса илнĕ /иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 105,8 процент/. Çакă Чăваш Республикинчи муниципалитетсен хушшинче чи пысăк кăтарту. Тымар çимĕç культурисем 14293 гектар çинче туса илнĕ /акăнакан пĕтĕмĕшле лаптăкăн 37 проценчĕ/.

Уй-хирте тăрăшса, ырми-канми ĕçлекенсен ĕç-хĕлне, ертÿçĕсен пултарулăхне пула тыр-пул туса илессипе пирĕн район çулсеренех малтисен йышĕнче. Кăçал 84716 тонна тĕш тырă /çакă район историйĕнчи рекорд!/ пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухнă вăтам тухăç – 36,2 центнер. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе иртнĕ ăмăртура «Авангард» ООО çĕнтернĕ. Вăл куçса çÿрекен ялава тата диплома тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче 994 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 49,2 центнерпа танлашнă.

Пĕр гектар пуçне тухăç илессипе «Рассвет» хуçалăх мала тухнă: 50,2 центнер. «Сатурн» ЯХПКра – 44,5 /665 гектар/, «Энтепе» ОООра – 44,3 /935 гектар/, «Комбайн» ЯХПКра 43,3 центнер /1305 гектар/ пулнă. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен хушшинче Т.Г.Васильева малтисен ретĕнче. Кунта тыр-пула 560 гектар çинче çитĕнтернĕ, пĕр гектар пуçне 40,3 центнер тухăç илнĕ. Сăмах май, районти 8 ял хуçалăх предприятийĕнче тата 10 хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тыр-пул туса илесси районти вăтам кăтартуран нумайрах пулнă.

Ÿсĕмĕн тĕп çăл куçĕ, паллах, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе, çĕнĕлĕхе çул парса пынинче, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçланă пархатарлă ĕçре.

Çĕр улми туса илессипе «АСК-Яльчики» чылай çул малта пырать. 240 гектар лаптăкран 1 гектар пуçне ăна 289,8 центнер пухса кĕртнĕ. Кунти çитĕнÿсем те малта пыракан технологисене ĕçе кĕртсе пынипе çыхăннă.

Пысăк тухăçлă, энергине перекетлекен хăватлă техника ĕçе ансатлатнисĕр пуçне продукци туса илессинче тухăçлăха ÿстерет. 2018 çултан пуçласа 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен инвестици кредичĕсемпе, лизингпа, хăйсен укçи-тенкипе усă курса 405 млн та 777 пин тенкĕлĕх 291 единица /кăçал октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 192 млн та 477 пин тенкĕлĕх 126 единица/ çĕнĕ ял хуçалăх техники туяннă.

Планпа палăртнă тăрăх, районта кăçал 61,7 пин тонна тĕш тырă, 1,2 пин тонна пахча çимĕç туса илмелле пулсан, плана 137,3 тата 117,5 процент пурнăçланă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе унран тивĕçлĕ продукци туса илни те хуçалăх кассине тивĕçлĕ укçа-тенкĕ кĕртет. Мĕн пур категорири хуçалăхра 8703 пуç сысна шутланать. Ĕне выльăхсен хисепĕ 6 процент ÿснĕ, 15439 пуçпа танлашнă /хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче – 10541 пуç/. «Труд» хуçалăхра вĕсене 98, «Победăра» – 70, «Энтепере» 36 пуç таран ÿстерме пултарнă. Сăвăнакан ĕнесен хисепĕ 3,8 процент ÿснĕ, 5970 пуçпа танлашнă. Кунта «Победа» ОООна, М.Ф.Гладкова тата М.А.Багаутдинова хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене ырăпа палăртмалла.

Сĕт туса илни те укçа-тенкĕллĕ пулма май парать. Кăçалхи 3 кварталта мĕн пур категорири хуçалăхра 24744,9 тонна /пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 103 процент/ туса илнĕ, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче – 16735 тонна /1,4 процент/. Ÿсĕм шайĕпе «Победа», «Труд», Ленин ячĕллĕ, «Эмметево», «Сатурн» хуçалăхсем малта тăраççĕ.

Аш-какай туса илесси пĕлтĕрхи шайра юлнă – 2347,3 тонна. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ку кăтарту 2,4 процент пысăкрах пулнă. «Комбайн» /18 процент ÿснĕ/, «Эмметево» /32 процент/, «Рассвет» /12 процент ÿснĕ/ хуçалăхсенче ку енĕпе тăрăшса ĕçленĕ.

Пĕтĕмлетсе калас пулсан, мĕн пур категорири хуçалăхра ял хуçалăх продукцине туса илессин калăпăшĕ 2 миллиард та 15 миллион тенкĕ /иртнĕ çулхипе танлаштарсан 105,4 процент/ пулнă. Ял хуçалăх продукцине туса илессин индексĕ пĕлтĕрхи 9 уйăхпа танлаштарсан 102,6 процентпа танлашнă.

Таса тупăш калăпăшĕ 207 млн та 480 пин тенкĕ /иртнĕ çулхипе танлаштарсан 133 процент/. «Победа» ОООра вăл 29 млн та 286 пин, «Комбайн» ЯХПКра – 29 млн та 253 пин, «Яманчурино» ОООра 21 млн та 780 пин тенкĕ.

Тăрăшса ĕçленине кура тивĕçлĕ ĕç укçи илме те кăмăллă. 9 уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕç укçин фончĕ 146 млн та 651 пин тенкĕпе /110 процент/, пĕр çынна тивекен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 23 пин те 581 /114 процент/ тенкĕпа танлашнă. Районти тата республикăри вăтам ĕç укçисен кăтартăвне тишкерес пулсан, «Клевер» хуçалăхра /28556 тенкĕ/, «Победăра» /26587/, «Рассветра» /26002/, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра /25578/, «Сатурнра» /25515/, «Комбайнра» /24954 тенкĕ/ вăл самай пысăк пулнă.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене извеçлесси тивĕçлĕ шайра пурнăçланнă – 3300 гектар извеç çăнăхĕ сапнă.

Ял хуçалăхне пысăк тÿпе хывакансем – унăн ырми-канми тăрăшакан ĕçченĕсем. Тивĕçлисене дипломсемпе чысланă май çакна уява хутшăннă Петр Красновпа Юрий Попов депутатсем те палăртса хăварчĕç. Петр Тремасов ял хуçалăх производствине пысăк тÿпе хывнă Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Сергей Шепинов, «Комбайн» ЯХПКри Валерий Андреев, «Нива» агрофирма» ОООри Дмитрий Паймин, «Эмметево» ОООри Венарий Захаров, «Рассвет» ЯХПКри Валерий Сергеев комбайнерсене, «Труд» ЯХПКри София Леонтьева, «Сатурн» ЯХПКри Ольга Крысова ĕне сăвакан операторсене, Тамара Васильева хресчен /фермер/ хуçалăх ертÿçине уйрăммăн палăртрĕ.

Çав вăхăтрах Петр Тремасов уй-хир ĕçĕнче, тыр-пул пухса илессинче, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче тата ытти енĕпе тивĕçлех ĕçлесе çитереймен хуçалăхсене те асăнчĕ, малашне пурнăçламалли ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ.

Ĕç çыннине чысласси – чи хавхалануллă самант. Вĕсене ертÿçĕсем кăмăлтанах саламларĕç. ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Миллин, Юрий Галкин /«АСК-Яльчики» ООО/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне, Андрей Васильев директор /«Энтепе» ООО/, Николай Гладков директор /«Нива» агрофирма» ООО/, Александр Егоров водитель /«Прогресс» АХО/, Юрий Шуваров тракторист /«Яманчурино» ООО/ «Чăваш Автономи облаçне туса хунăранпа – 100 çул» медале тивĕçрĕç. Тĕрлĕ хуçалăхри тăрăшуллă ĕçченсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Уява ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем хăйсен юрри-ташшипе илем кÿчĕç.

Елена ПЕТРОВА



Елчек ен
31 октября 2020
14:58
Поделиться