Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Афалек Энтепене – 70 çул

Чăнах та канлĕх кирлĕ мар мана –
Ытла пăлхавлă пирĕн самана.
Ÿсен-тăраншăн те чĕреçĕм ыратсан,
Пĕр хам çинчен мĕнле шутлас-ха ман,
Çĕр чăмăрĕ вутра çунать пулсан?
Пĕлместĕп эп телей мĕнне:
Курмастăп унăн вăрттăн çул-йĕрне.
Çапах çак пурнăçăн асап-хĕнне
Чĕреçĕм витĕр кăларатăп –
Асаплă савăнăç тăватăп.

Афалек Энтепе /Олег Федорович Андреев/ 1950 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Энтепе ялĕнче çуралнă. 1973 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнчен, 1982 çулта Горькири парти аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

10 çул хушши шкулсенче ĕçленĕ, вăл шутран Энтепери вăтам шкулта директорта тăрăшнă. 1977-1991 çулсенче районти комсомол тата парти райкомĕсенче вăй хунă.

Афалек Энтепе 1973 çулта çыравçă ĕçне пикенет. Çав çулсенче районти тата республикăри хаçат-журналсенче сăвăсем пичетлет. Чи паллă сăввисем: «Хăйăра кукалет ырă ут…», «Сар çĕленле авкаланса…», «Вăхăт, вăхăт васкать, эпĕ мар!», «Çăлтăрпа танлашнă юр пĕрчи», «Çурт çÿллĕш хумсемпе карап кĕрешрĕ…», «Кунта хурăнсен пăшăлтатăвĕ çук…», «Тул çутăлать…», «Вăрах йĕркесем», «Чĕре – чарусăр, ашкăнчăк ача…» тата ытти те.

О.Андреев чăвашла сăвăсен виçĕ пухăмне – «Çулшырав» /1998 ç./, «Хутăш вăрман» /1989 ç./, «Киле таврăнни» /1991 ç./ хатĕрлесе кăларнă. «Çулшырав» сăвăсен пуххинче автор çамрăксен шухăш-туйăмне, ĕçĕсене кăтартса панă. Кĕнекере тăван ен илемне, Совет çарĕнче службăра тăракан яшсен пурнăçне сăнланă сăвăсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

«Хутăш вăрман» – Афалек Энтепен иккĕмĕш кĕнеки. Виççĕмĕш кĕнекине сăвăсемпе поэма кĕртнĕ. «Киле таврăнни» поэмăра чăн-чăн çамрăкăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ сăнарланнă.Сăвăç пирки Порфирий Афанасьев çыравçă çапла çырнă: «Тăван енĕн çутçанталăкĕ, юратупа туслăх, ырлăх тата чăнлăх, шанăçлăхпа чыслăх, атте-аннесен ĕçĕн шанчăкне çухатманни Афалек Энтепене хавхалантаракан тĕп шухăш пулса тăрать…».

Районти тĕп библиотекăна çÿрекенсем юратнă поэтăмăрăн кĕнекисене вуланă, вулаççĕ, малашне те вуласса шанатпăр. Çавăнпа та сумлă юбилей вăхăтĕнче унăн пултарулăхĕпе тепĕр хут тĕплĕнрех паллашма сĕнетпĕр.

Н.ПЕТРОВА




Елчек ен
25 сентября 2020
10:58
Поделиться