Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Спорт объекчĕсене –тÿлевсĕр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн августăн 17-мĕшĕнче алă пуснă 210-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн аслă ăрури çынсем малашне спорт объекчĕсене тÿлевсĕр çÿреме пултарĕç.

«Спорт – пурнăç норми» регион проектне тĕпе хурса малашне районти пĕтĕм физкультурăпа спорт объекчĕсенче те 55 çултан аслăрах хĕрарăмсене тата 60 çултан иртнĕ арçынсене тÿлевсĕрех йышăнĕç. Сывлăха çирĕплетессинче вĕсене инструкторсем ертсе пыма тивĕçлĕ.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре хальхи тапхăрта сывă пурнăç йĕркипе туслисен йышĕ аслă ăрурисем /хĕрарăмсем 55-79 çулхисем, арçынсем 60-79 çулхисем/ хушшинче 12,5 процентпа танлашать. Тĕллев – 2024 çул тĕлне 25 процента çитмелле.



Елчек ен
05 сентября 2020
13:36
Поделиться