Кунсăр пуçне пĕлтерĕшсĕр мар тепĕр фактор та пур-ха. Эпир пурте фронтсенче салтаксем мĕнле паттăрлăх кăтартнине те, совет халăхĕ Ленинград, Мускав çывăхĕсенче окопсем чавнине те, хĕç-пăшал тата унăн пайĕсене туса кăларакан заводсенче мĕнле ĕçленине те аванах пĕлетпĕр-ха. Анчах та тылра окопсемпе блиндажсем, вăрçăра тупăсемпе пулеметсенчен персе тăма çирĕплетнĕ вырăнсем, тĕслĕхрен, Сăрпа Хусан патĕнчи оборона çирĕплетĕвĕсене туни çинчен вара сахал пĕлетпĕр. Асăннă икĕ оборона çирĕплетĕвне тума 170 пин çын ытла хутшăннине калани те çителĕклĕ ахăртнех, вĕсен тăршшĕ 300 çухрăмпа танлашать, ку вара Шупашкартан пуçласа Мускава çитмелли çулăн çурринчен кăшт çеç кĕскерех.
Каярахпа «Сăр çывăхĕнчи оборона çирĕплетĕвĕсем» ята илнĕ йăрăмĕсене тăвассипе çыхăннă ĕç-пуç 1941 çул вĕçĕнче нимĕç çарĕсем Мускав çывăхĕнче тăнă чухне пуçланнă. Чăваш АССРĕнче вăл Сăр шывĕн тăрăхĕпе Етĕрне районĕнчи Засурское ялĕнчен – Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантăк – Улатăр районĕнчи Сурски Майдан ялĕ патĕнчен иртнĕ.
Мобилизациленĕ халăх 50-шар çын пулса ĕç бригадисене пĕрлешнĕ. Кашни район çумне уйрăм лаптăк çирĕплетсе панă. Прораб участокĕсен начальникĕсем пулса Пĕтĕм Союзри Коммунистсен партийĕн Чăваш Республикинчи комитечĕн пĕрремĕш секретарĕсене тата райĕçтăвкомĕсен председателĕсене янă. Вĕсем хăйсен районĕнчен мобилизаципе килнисене ĕçлеме тивĕçлĕ майсем туса парассишĕн яваплă пулнă: çывăхри ялсенче, бараксенче вырнаçтарнă, çĕр пÿртсем тумалла пулнă. Колхозсем вара апат-çимĕçпе, фуражпа, çавăн пекех врач участокĕсене кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Етĕрнере, Çĕмĕрлере, Пăрачкавпа Улатăрта çарпа уй-хир сооруженийĕсен центрĕсене йĕркеленĕ. 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче парти обком бюровĕн тата Халăх комиссариачĕсен Канашĕн уйрăм ларăвĕн Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни район хăйĕн ĕçченĕсене кĕреçепе, киркапа, лумпа, кувалдăпа, пăчкăпа, урапасемпе, наçилккасемпе тата ытти ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле пулнă. Çавăн пекех сыхлăх йăрăмĕсене тума урапаллă 226, гусеницăллă 77 трактор тата 5 экскаватор янă.
Кунпа пĕрлех куçса çÿрекен госпиталь-изоляторсем, тухтăрсен пункчĕсене, санэпидемипе дезинфекци отрячĕсене йĕркеленĕ. Çакна валли медицина ĕçченĕсене эмелсем, сурансене çыхмалли материалсем те çителĕклех уйăрнă.
«Чăвашстройтрест» организацине пулеметран пемелли вырăнсене валли тимĕрпе бетонран 500 витĕ, артельсене валли пуртă, кĕреçе аврисем, йывăç кашăксем, мискăсем, çăпатасемпе алса тулĕ хатĕрлеме хушнă. Кунпа пĕрлех Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче шур чул кăларас, вăрмансем хатĕрлес ĕçсем пуçланнă.
Малта пыракан участоксене, бригадăсене, звеносемпе уйрăм çынсене хавхалантарасси йĕркене кĕнĕ. Преми виçи мĕнле ĕç тунинчен тата специальноçран килнĕ, вăл 150 тенкĕрен пуçласа 1,5 пин тенкĕпе танлашнă. Сăмах май, ĕне выльăх ун чухне 2,5-3 пин тенкĕ тăнă. Прораб участокĕсенче кулленхи пурнăçра чи кирлĕ таварсене сутассине йĕркеленĕ. Мобилизациленисенчен чылайăшĕн питĕ çи-пуç та, атă-пушмак та пулман. Ĕç вăхăтĕнче уйрăмах атă-пушмак хăвăрт çĕтĕлнĕ те. Çак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе тата мобилизациленисем ыйтнипе вырăнтах пушăтпа çăпата сутассине йĕркеленĕ.
Йывăрлăхсене тата хаяр сивĕсене пăхмасăр халăхăн ĕç паттăрлăхне кура Сăр тăрăхĕнчи оборона çирĕплетĕвĕсене калама çук кĕске вăхăтра, 45 кун хушшинче туса пĕтернĕ.
Олег Николаевăн сыхлăх йăрăмĕсене тăвакансене асра тытса хăварассипе çыхăннă йышăнăвĕ çине тепĕр фактор та витĕм кÿнĕ темелле. Ăна пĕчĕк чухне аслашшĕ Сăр тăрăхĕнчи оборона çирĕплетĕвĕсене мĕнле туни çинчен сахал мар каласа панă. Унăн çывăх çынни хăй те, ÿсĕм çулне е инвалид пулнине кура фронта илсе кайман ытти арçынсемпе пĕрле ăна тăвас ĕçе хутшăннă-çке.
Ку чухне Олег Николаевăн пуçарăвĕ вăхăтлă пулнипе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕнтен килмен сăлтавсене пула асăннă сыхлăх йăрăмĕсене тума хутшăннисен шучĕ çулран-çулах чакса пырать. Вĕсенчен пĕри Кузьма Трифонов, çитес çулхи февральте вăл 90 çул тултарать.
Кузьма Трифонович Сăр тăрăхĕнчи оборона çирĕплетĕвĕсене тума хутшăннисенчен халĕ пурăнакан пĕртен-пĕр арçын тесен те йăнăш пулмĕ. Кунсăр пуçне вăл, асăннă сыхлăх йăрăмне тума хутшăннă чи çамрăк строитель пулнă.
Çамрăк ача унта лекесси мĕнле пулса тухнă-ха, вăл тапхăрта ирĕксĕр ĕçлеттернипе çыхăннă ĕçе вăрман касма, торф кăларма, сыхлăх йăрăмĕн сооруженийĕсене тума 17 çула çитнисене çеç янă-çке?
– Эпир Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăм ялĕнче пурăннă, – аса илет Кузьма Трифонович. – 1941 çулхи август уйăхĕнче аттене фронта ăсатрăмăр. Эпир вара килте анне, 15-ри аппа, эпĕ тата иккĕри шăллăм юлтăмăр. Кĕçех Леонтина аппана торф кăларнă çĕре илсе кайрĕç. Çакăн хыççăн килте асли вырăнĕнче юлтăм та.
Кузьма Трифоновича хăйĕн ÿсĕмне параймăн, хытанка, кăвак олимпийка вара пиçĕ кĕлеткине татах та палăртать. Чи пĕлтерĕшли вара, унăн астăвăмĕ лайăх пулни, пурнăçри хăш-пĕр самантсенчи вак-тĕвек пулăмсене те питĕ лайăх астăвать.
– Пĕррехинче, хĕлле, – каласа парать вăл, – пирĕн пата районти çар комиссариатĕнчен Владельщиков хушаматлăскер килсе кĕчĕ. Анне вăл вăхăтра чирлĕ выртатчĕ. Çакна шута илмесĕрех: «Тăр! Сăр тăрăхне окоп чавма каймалла», – хушу пачĕ вăл. Эпĕ вара аннене хÿтĕлесе: «Температура пысăк пулнипе аташса выртать вăл, мĕнле каять-ха?» – тетĕп. «Мĕн тумалла-ха вара? Тăшман кĕтсе тăмасть», – ассăн сывласа хуравлать Владельщиков. Ку чухне «Тăшман кĕтмест» сăмах çаврăнăшĕ манăн пуçа хытах кĕрсе вырнаçрĕ. Хам вырăнтан сиксе тăтăм та: «Ун вырăнне эпĕ каяс мар-и?» – тетĕп. Владельщиков ман çине сăнаса пăхрĕ те: «Мĕн тума пĕлетĕн-ха эсĕ?» – тесе ыйтрĕ. «Пĕтĕмпех тума пĕлетĕп, лашапа ĕçлеме пултаратăп», – терĕм. Тепĕр кунне колхоз лашине кÿлтĕм, çикелемелли илтĕм те, çăпата сырса, сурăхран çĕленĕ кĕске кĕрĕк тăхăнса Етĕрне еннелле çул тытрăм. Манпа пĕрле çуна çинче хамăр ял бригадинчи тепĕр ултă çын пычĕç.
Кузьма Трофимович хăй çĕр чавман-ха. Анчах та унăн çакăнтан та яваплăрах ĕç, строительство ĕçĕсенче тĕп туртăм вăй шутланнă лашасене пăхасси пулнă.
– Хамăн лашапа эпĕ вăрман турттарассишĕн яваплă шутланнă, – тăсать калаçăвне малалла вăл. – Ăна тăтăшах тимлĕх уйăрмаллаччĕ: вăхăтра апатлантармаллаччĕ, ăшăрах шыв ĕçтермеллеччĕ, шартлама сивĕсенчен ашăкпа витмеллеччĕ. Вăл вăхăтра вара калама çук вăйлă сивĕсем тăратчĕç. 40 градуспах танлашатчĕç. Çĕр каçма кÿршĕллĕ ялсене каяттăмăр. Çуртсенче, мунчасенче çывăраттăмăр. Паллах, выртма пурин валли те вырăн çитместчĕ. Çавăнпа та урайне çума-çумăн выртаттăмăр.
Ун чухне мĕнле условисенче ĕçлеме тивнине Олег Николаева кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Сăр тăрăхĕнчи оборона çирĕплетĕвĕсене тума хутшăннă Елена Захарова видеоçыхăну мелĕпе те каласа панăччĕ. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 17-ре пулнă. 1941 çулхи кĕркунне ватăсемпе тата хĕрарăмсемпе пĕрле ăна та Сăр тăрăхне окопсемпе траншейăсем чавма янă.
– Эпир ун чухне туслă ĕçленĕ, – тыл ĕçченĕн сăмахĕсене Кузьма Трифонович та çирĕплетет. – Сăр патĕнчи сыхлăх йăрăмĕсене хĕрарăмсем тунă. Арçынсем сахалччĕ, ытларахăшĕ çара юрăхлă пулманнине палăртнă аслăрах ÿсĕмрисемччĕ, инвалидсемччĕ. Çавăнпа та ĕçлеме пултаракан арçынсене хакланă. Мана асатте пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. Пĕррехинче, темĕнле майпа, эпĕ пăчкă хăйрарăм. Çакă пурне те килĕшрĕ. Ара, касма çăмăлтарах-çке. Кун хыççăн вăхăтăн ытларах пайне эпĕ ал пăчкисене хăйраса ирттереттĕм. Анчах та пĕррехинче ĕç вăхăтĕнчех манăн сăмсаран юн анчĕ. Çакă çывăрса тăранманран тата ывăннăран пулнине палăртрĕç. Пĕр хĕрарăм мана пырса ыталаса макăрса янине халĕ те астăватăп-ха. Хăйĕн килте юлнă ывăлне аса илнĕ ахăртнех. Çавăн пек пурăннă тата ĕçленĕ те ĕнтĕ эпир, – чĕтренекен сассипе каларĕ те хăйĕн медалĕсене кăтартрĕ Кузьма Трифонович. Унăн вара вĕсем нумай. Уншăн чи хакли Сталин сăнне ÿкернĕ, ун çинче «Пирĕн тĕллев пĕрре. Эпир çĕнтеретпĕрех» тесе çырнă, тепĕр енче «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» тесе шăрçаланă медаль.
А.КРЯЖИНОВ