«Асăрханăр, ачасем!» операци
Çуллахи кану хыççăн шкул ачисем каллех парта хушшине ларĕç. Вĕсене вĕренĕве тÿрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çÿреме хăнăхма та йывăртарах.
Çакна шута илсе çуллахи каникул хыççăн республикăра кашни çулах «Асăрханăр, ачасем!» профилактика операцийĕ иртет. Раççей çулĕсем çинче çулсеренех пиншер ача вилет. Хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ – ача çул çÿремелли йĕркесене пĕлменнинче, аслисен тимсĕрлĕхĕнче. Çавăнпа та полици ĕçченĕсем водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма, çул-йĕр правилисемпе тата шкулпа кил хушшинчи маршрутпа тĕплĕн паллаштарма ыйтаççĕ.
Ачасене килте чух та пĕр самант та куçран вĕçертме юрамасть. Юлашки вăхăтра республикăра кĕçĕннисем чÿречесенчен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем нумайланнă. Çакна шута илсе чÿрече хăлăпĕ çине ятарлă блокатор вырнаçтармалла. Компьютер умĕнче чух та асăрхасах тăмалла вĕсене, хăш-пĕр сайтсене кĕрсе сиенлĕ информаципе паллашасран упрамалла.
А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ