Çемьере ултă ача çитĕннĕ. Юлия виççĕмĕш ача пулнă. Шкулта лайăх вĕренсе пынă. Çавна май каникул вăхăтĕнче Яманчÿрел вăрманне лагере канма кайма та тивĕçнĕ. /Вăл вăхăтра шкулта лайăх вĕренекенсене шăпах асăннă лагере канма янă/.
Çăмăл пурнăç шыраса 1940 çулта Мальцевсен çемйи Карело-Финн ССРне тухса каять. Тÿскелти пÿртне сутса хăвараççĕ. Кам шутланă-ха каялла таврăнмалла пулать тесе;
Çĕнĕ çĕрте вĕсем хĕл каçнă. Çуркунне пахча çимĕç акса лартнă, вĕсем чиперех шăтса тухнă. Пурнăç лайăх йĕркеленсе пынă.
Анчах Тăван çĕршыв историйĕнчи чи хăрушă вăрçă мирлĕ пурнăçа пăснă, пиншер çемье шăпине тепĕр майлă çавăрнă. Вăрçă пуçланнă текен куна Юлия Макаровна паян та куççуль витĕр аса илет, кашни самантне асра тытать.
«Çĕртмен 22-мĕшĕнче аттесем çывăрма хушмарĕç. Тревога парсанах виçĕ кунлăх çимелли, тăхăнмалли илсе пуçтарăнса тухма хушрĕç. Çĕрле, 12 сехетре, тревога пулчĕ. Пысăк çемьеллисем пĕр лавпа, пĕчĕккисем икĕ киле пĕр лавпа çула тухма хушрĕç. Йĕри-тавра йĕреççĕ, ăçта каяссине пĕлмесĕр çынсем çула тухаççĕ. Паянхи кун пек астăватăп – вăрçа хирĕç каятпăр. «Урăх çулпа каймалла!» – тесе кăшкăраççĕ салтаксем. Çапла майпа виçĕ кунран вăрман ăшĕнчи пĕр поселокра чарчĕç. Унта – танксем, машинăсем çинче каскăсем тăхăннă салтаксем. Çывăхрах бомбăсем çурăлаççĕ, çĕр чĕтренет. Поселокра эпир виçĕ уйăх пурăнтăмăр. Тырă пиçсе çитрĕ. Аслисем ыраш вырма каятчĕç. Поселокра икĕ госпиталь пурччĕ.
Эпир шăллăмсемпе вăрмана хăмла çырли татма каяттăмăр. Атте çырлана аманнă салтаксене кайса паратчĕ. Çиме çукранах аттепе темиçе арçын пĕрле пуçтарăнса малтан хамăр пурăннă вырăна кайса килме шутларĕç. Тăватă кунран тин çаврăнса килчĕç. Унта япаласене пĕтĕмпех тустарса, çурса, вакласа пĕтернĕ иккен. Выльăхсенчен пĕри те çук. Çăнăх кăна тупса килчĕç арçынсем.
Çурла уйăхĕнче тепĕр хут тревога парса çула тухма хушрĕç. Шав вăрмансемпе пытăмăр. Лав çинчех анне чуста çăрса лартатчĕ. Çунса кайнă ялсенче кăмакасем çеç ларатчĕç, шăпах вĕсенче хĕрарăмсем çăкăр пĕçерсе илетчĕç. Нушаллă çулсемпе миçе çухрăм кайнă – пĕлместĕп. Бомбăсем пăрахнă чухне вăрмана кĕрсе пытанаттăмăр. Ленинград облаçне çитсен атте, ушкăнра асли пулса, лашасене вырнаçтарчĕ. Вара пире тавар турттаракан поездсемпе кам ăçта каяс тет, çавăнталла ларса кайма ирĕк пачĕç».
Çапла майпа çул çинче темиçе уйăх ирттерсе, нуши-тертне тÿссе-курса Мальцевсен çемйи тăван яла – Тÿскеле таврăнать.
Анчах малтанхи çурта сутса хăварнă, çавăнпа та пĕр çынсем патне киле кĕме тивет. Ун чухне Юлия 6-мĕш класра вĕреннĕ. Кăштахран çемье пĕчĕк пÿрт илсе унта пурăнма куçать. 1943 çулта çемье пуçне – ашшĕне вăрçа илсе каяççĕ. Анчах вăл вăрçă хирĕнчен таврăнаймасть – хыпарсăр çухални çинчен çыру çеç килет.
Вăрçă вăхăтĕнче фермăра ĕçлекенсене çăкăр панă, апла пулин те, унта ĕçлекен пулман. 7-мĕш класра вĕренекен Юлия хĕсĕк пурнăçранах вĕренме пăрахса фермăна ĕçлеме каять. Кунта пĕр улшăнмасăр 8 çул тăрăшать.
1952 çулта Юлия Ĕнел каччипе – Арсений Николаевпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Николаевсен çемйинче те ултă ача çитĕннĕ, ашшĕ вăрçăра вилнĕ. Çамрăк çемье пилĕк çул тĕп килтех пурăнать. Çак хушăра икĕ ача çуралать.
1957 çулта вĕсем уйрăлса тухса çĕнĕ çĕрте тĕпленеççĕ. Николаевсен çемйи çулран-çул йышланса пырать, тата тăватă ача кун çути курать.
Юлия Макаровна нумай çул хуçалăхра ĕçлет, пахча çимĕç бригадирĕнче тăрăшать.
Анчах пурнăç пĕр тикĕс килмест. Ĕмĕрĕнче хура-шурне пайтах курма тÿр килнĕ пулин те, шăпа икĕ ывăлĕн, аслисен, пурнăçне вăхăтсăр татать. Тăван тĕпренчĕкĕсене çухатни ватă çыннăн чĕрине амантмасăр иртмест. 2014 çулта мăшăрĕ те, хаяр вăрçă витĕр тухнăскер, 88 çула кайса ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупать.
Халĕ Юлия Макаровна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнать. 12 мăнукĕпе 12 кĕçĕн мăнукĕ вара ватă çыннăн чăн савăнăçĕ – пурнăç пĕлтерĕшĕ.
Е.ВАСИЛЬЕВА.