Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Турă панă пултарулăх

Эпир çамрăк чухне каçхине кас ачисемпе урамра выртакан пĕренесем çине тухса лараттăмăр та чăваш юррисене инçете-инçете шăрантараттăмăр. Чи янăравлисен йышĕнче «Вăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр», «Куç харшисем мĕншĕн хура», «Уйрăлу»… юрăсемччĕ. Вĕсен сăмахĕсене пăхмасăр пĕлмен хĕр упраçпа яш-кĕрĕм те çукчĕ.
Çамрăксем урампа урам ăмăртмалла юрланине аса илсен паян та чуна ăшăлăх çупăрлать. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче питĕ анлă сарăлнă юрă-кĕвĕсен авторĕ кам пулнине пĕлмен эпир.
Пурнăç шăпи Елчĕк тăрăхне илсе çитерсен çак илемлĕ юрăсене çырса кĕвве хываканĕ Патреккелти халăх хорне чылай çул пултаруллăн ертсе пыракан, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов пулнине пĕлсен пĕр вăхăт тĕлĕннĕччĕ те. Чăвашра кăна мар, ун тулашĕнче те ушкăнпа янраттаракан савăк юрăсен авторĕ, мухтавлă юрăç-композитор хулара мар, тăван ялĕнчех тарăн хунав ярса пурăнать. Кам мĕнле пулĕ те, чун-чĕререн савăнса та хапăлласа йышăнатăп искусствăри талантлă çынсен пултарулăхне. Уйрăмах аллисенче тĕрлĕ инструмент вылянса кăна тăракан, пĕр самантра юрă-кĕвĕпе ыттисен пурнăçне илем кÿрекен, пурăнма хавхалантаракан çынсене ыттисен кăмăлне çĕклеме пултарнăшăн мухтаса пĕтерейместĕн. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри – Геннадий Арсентьевич. Елчĕк енĕн кăна мар, Чăваш Ен мухтавĕ вăл. Унăн ятне илтмен чăваш çуках-тăр.
71 çул каялла çурхи илемлĕ кун çут тĕнчене килнĕ ял ачин кун-çулĕ ыттисенчен пит уйрăлсах та тăман темелле. Ялти шкула чупнă. Вăтам шкула каяс вырăнне йăрă та çивĕчскер колхозра пиçĕхнĕ. Çав çулсенче Акчелти ĕçпе вăрçă ветеранĕ Мария Ястребова Патреккелĕнчи хора ертсе пынă. Вăл йыхравланипе шкул ачисем те клуба юрлама çÿренĕ. Геннадий та çав йышрах. Каярахпа, 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне, хорта юрлакансемпе пĕрле пĕрремĕш хут Шупашкара çитсе килнĕ пулас музыкант. Çапах та кун-çулне юрă-кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарасси маларах, 4-мĕш класра вĕреннĕ чухнех, пуçланнă иккен. Шăпах çав вăхăтра вăл пиччĕшĕ шăллĕ ан тыттăр тесе маччаран çакса хунă купăсне вăрттăн илсе ăна турткалама пуçланă. Чи малтанах салтак юррин кĕввине вĕреннĕ. Сăмах май каласан, халĕ хăй шкул парти хушшинчех çамрăк талантсене шырать. Ахальтен мар ачасен «Алмакай» фолькор ушкăнне йĕркеленĕ.
Колхозра тăрăшакан йĕкĕт кĕвĕ тĕнчине çывăххине курса хуçалăх ертÿçисем ăна Патăрьелĕнчи баянистсен курсне вĕренме янă. Унтан Г.Борисов халăх хорĕн баянистĕнче, районти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçинче тăрăшнă. Вăхăт çитсен салтак аттине тăхăннă. В.Чапаев ячĕллĕ дивизире службăра тăнăскер, 10 чăваш ачинчен ансамбль йĕркелесе отрядсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ун чухне хăйĕн пурнăçне хулапа çыхăнтарма та май пулнă. Ялти хор ертÿçи Мария Васильевна каччăра пысăк шанăç курса тăнăран ăна служба хыççăн тăван ялах таврăнма хистесе çырусем те çырнă. Çар тумне хывсан ăна хор шанса панă та. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнă.
Çамрăк ертÿçĕ коллектива çĕнĕ варкăш илсе кĕрсен хор репертуара çĕнетсе районти, республикăри, çĕршыври смотр-конкурссене чылай хутшăннă. Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн 1-3-мĕш, «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивалĕсен, республикăри 1-4-мĕш телефестивальсен лауреачĕн ятне çĕнсе илнĕ. Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш фестивальте пысăк ылтăн медале тивĕçнĕ. Районти, республикăри, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕсенче хăйсен пултарулăхне тивĕçлипе кăтартса миçе диплом çĕнсе илнин шучĕ те çук. Районăн сумлă юбилейĕсенче халăха çепĕç юрăсен ытамне илсе кĕрекенсем, ăшăлăх парнелекенсем те яланах Патреккел халăх хорĕ. Унта юрлама кăмăллакан кашни çын çÿреме пултарать. Ятарлă пĕлÿ илнĕ профессионалсем çук, Турă панă сасăпа юрлакансем, Геннадий Арсентьевич пулăшăвĕпе юрра-кĕвве юратакансем.
Иртнĕ çулсенче хористсен йышĕ, паллах, пысăкчĕ. Юлашки çулсенче чакрĕ пулсан та тăтăшах хора çÿрекенсем 20 ытлан. Унта тĕрлĕ çулсенчи, тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем, тивĕçлĕ канăва тухнисем.
Г.Борисовшăн çемье яланах пĕрремĕш вырăнта. Мăшăрĕ, Валентина Васильевна, унпа яланах юнашар. Культура ĕçĕнче тимленĕскер паян та хора çÿрет. Ачисем – виçĕ пĕртăван хор витĕр тухнă. Халĕ, акă, Максим мăнукĕ кукашшĕпе юнашар ларса купăс тăсса ярсан епле хĕпĕртет музыкантăн чун-чĕри. Эльвира хĕрĕ Инстаграмра 20 пин ытла подписчик пуçтарса хăй чăн-чăн артист пулнине, Мускавра хунав ярсан та чăвашлăха мала хунине тĕнчене кăтартать. Эдуард ывăлĕ чунтан юратнă ĕçĕнче хавхалантарса пынине чун-чĕрипе туять ашшĕ.
Республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те чапа тухнă, хорта юрласа пирвайхи утăмсем тунă, халĕ чăваш эстрадинче паллă вырăн йышăнакан Полина хĕрĕшĕн савăнать ашшĕ. Çавăн пекех Алина Выйгетова, Алена Савельева, чăваш оперăпа балет театрĕн солисчĕ Алексей Петров та пĕрремĕш педагогĕн ырă ĕçне малалла тăснăран Геннадий Арсентьевичăн пит-куçĕ илемлĕ кулăпа çуталать.
Баян е микрофон тытнă Геннадий Арсентьевич ялан тус-тăванĕ хушшинче. Тăванлăха мала хуракан, икĕ питлĕхе чăтма пултарайман, халăх юратăвне пултарулăхĕпе çĕнсе илнĕ музыкант кил хушшинче ахаль лараймасть. Йывăçран касса кăларать, хăва татса килсе çатан карта ăсталать, пахчара тăрмашать. Пушă вăхăт тупăнсанах мăнукĕсемпе пулла кайса ларать те вĕсене çут çанталăк илемне курма, туйма вĕрентет.
Çÿçĕсене кĕмĕл тĕс çапсан та баян тÿмисем тунсăхлăн янăрамаççĕ музыкантăн. Ватăлма вăхăчĕ çук унăн. Халĕ ĕнтĕ халăх хорне 50 çула яхăн ертсе пыракан хормейстерăн хăй çырнă юрăсем те 50 яхăн. Малтанхи юррисем пекех кусем те халăх хушшинче анлă сарăлнă. Унăн юррисене чăваш эстрада юрăçисем кăна мар, автор хăй те, ушкăнпа та шăрантараççĕ. Тĕрлĕ уявсенче, концертсенче, Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче те тăтăшах илтетĕн вĕсене…
В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Г.Борисов.



11 июля 2020
09:17
Поделиться