Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Васкама ыйтатпăр

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн, Конституцие тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă пĕтĕм Раççей шайĕнчи сасăлав 2020 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен пырать, кăтартусене июнĕн 25-мĕшĕнче шута илĕç.

Енчен те суйлавçă июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен сасăлав вăхăтĕнче яланлăх регистрациленнĕ вырăнта пулаймасть пулсан /вăхăтлăх урăх çĕрте пурăнать, командировкăна е ĕçлеме тухса каять/, унăн июнĕн 5-21-мĕшĕсенчи тапхăрта Елчĕк территори суйлав комиссийĕнчен, участокри суйлав комиссийĕнчен тата Елчĕкри нумай функциллĕ центртан заявлени çырса ятарлă хут илмелле. Ăна патшалăхăн пĕрлехи порталĕ урлă та илме пулать. Çак ятарлă хутпа вăл вăхăтлăх чарăннă вырăнти суйлав комиссийĕнче сасăлама пултарĕ.

Сасăлава урăх вырăнта хутшăнма ирĕк паракан документа илес енĕпе юлашки шутлă кунсем юлчĕç. Çавăнпа та граждансене вăхăтра ĕлкĕрме ыйтатпăр. Июнĕн 20-мĕшĕнче ятарлă хута 10 сехетрен пуçласа 16 сехетчен, июнĕн 21-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен параççĕ.

Елчĕк территори суйлав комиссийĕ.



Елчек ен