Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕп тĕллев – чиртен упранасси

Çурхи призыв кампанийĕ малаллах пырать. Призывпа тата çарпа çыхăннă тĕрлĕ ыйту çине хуравсем илес тĕллевпе Чăваш Республикин çар комиссарĕпе А.Мокрушинпа калаçрăмăр.

– Ырă кун пултăр, Александр Александрович. Кăçалхи çурхи призывпа çыхăннă çĕнĕлĕхсем, тĕп уйрăмлăхсем пирки чарăнса тăрсамăр.

– Раççейре çурхи призыв старт илнĕренпе 2 уйăх иртрĕ. Ку призывра хальлĕхе Чăваш Енри пĕр çамрăк та çар ретне тăман-ха. Çĕршывра коронавирус чирĕ сарăлни призывпа тата çамрăксене çар чаçĕсене ярассипе çыхăннă хатĕрленÿ тата йĕркелÿ мероприятийĕсенче улшăнусем кĕртме хистерĕ. Хальхи вăхăтра призывпа çыхăннă документсене хатĕрлес ĕç малаллах пырать. Чир анлă сарăлни призыв комиссийĕсен ĕçне пуçлас тата çамрăксене çар чаçĕсене ăсатас вăхăта та улăштарчĕ. Пирĕн умра тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри халĕ – призывниксемпе çар комиссариачĕсен ĕçченĕсен хушшинче коронавирус чирĕ сарăласран упранасси. Çавна май призывниксен сывлăхне тĕрĕсленĕ тата вĕсене комисси витĕр кăларнă чух мĕн пур çар комиссариатĕнче, призыв комиссийĕ вырнаçнă çуртсенче йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ.

– Чăваш Ен çамрăкĕсене хăш çар чаçĕсене яраççĕ? Ку чухне вĕсен кăмăлне шута илеççĕ-и? Служба тивĕçне Кремль полкĕнче пурнăçлас шанăç пур-и вĕсен?

– Пирĕн çамрăксем салтак тивĕçне Раççей Федерацийĕн мĕн пур регионĕнчи çар чаçĕнче пурнăçлаççĕ. Кашнин сывлăхне тата мĕнле професси суйланине кура призыв комиссийĕсем татăклă йышăну тăваççĕ. Ку чухне çамрăкăн кăмăлне те шута илетпĕр. Кремль полкне кĕрхи призывра çар ретне тăракансене яратпăр.

– Хĕç-пăшаллă вăйсенче специалистсем кирлĕ. Чăваш Енре хăш организацинче çарпа çыхăннă специальность алла илме пулать?

– Паянхи кун яшсем Раççей ДОСААФĕн регионти уйрăмĕнче çар специальноçне илме пултараççĕ. Хальхи вăхăтра унта «С», «Д», «Е» категориллĕ транспорт хатĕрĕсен водителĕсене хатĕрлеççĕ.

– Юлашки вăхăтра çар тумне тăхăнас текен каччăсен йышĕ ÿссех пырать. Хĕç-пăшаллă вăйсен пропагандин витĕмĕ-ши ку, е çамрăксен тĕнче курăмĕ улшăнса пырать?

– Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, пысăках улшăнусем пулса иртмен. Призывпа çыхăннă плана çулсеренех тултарса пыратпăр. Кăçал та, COVID-19 кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр, тĕллеве туллин пурнăçлас шанчăк пысăк.

– Çамрăксем контракт службипе интересленни те куç кĕрет…

– Халĕ çар ретне тăраканăн призыв е контракт службине суйлама ирĕк пур. Иртнĕ çул республикăри вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ 200 ытла призывник контракт службине суйларĕ.

– Хĕç-пăшаллă вăйсенче службăра тăрас кăмăллă хĕрсем те пур. Этемлĕхĕн черчен çуррин çар ретне тăрас умĕн мĕнле тĕрĕслев витĕр тухмалла?

– Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕрсене призыв мелĕпе службăна тăратмаççĕ. Çапах та вĕсен контракт службине суйлама ирĕк пур. Кунта ÿсĕм тата пĕлÿ шайне, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пулнине шута илеççĕ.

– Пандемие пула Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă парада кăçалхи июнĕн 24-мĕшне куçарчĕç. Раççейри Астăвăм тата мухтав çулталăкĕнче парад туллин иртĕ тесе шантарма пулĕ-и?

– Республикăра эпидемиологи лару-тăрăвĕ кăткăс пулнине кура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çакăн пек йышăну турĕ: Шупашкарти территори гарнизонĕн ирĕклĕ полкĕ парада хутшăнассине пăрахăçлас.

Е.ПЕТРОВА



Елчек ен
10 июня 2020
09:38
ОПАСНО: КОРОНАВИРУС!
Поделиться