Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăçан ăса кĕрĕпĕр-ши?

Çак ыйту пурнăçра çивĕч лару-тăру е тĕрлĕрен пăтăрмах сиксе тухсан, вĕсене татса парассипе çыхăннă чухне ирĕксĕрех çуралать.

Çÿп-çап проблеми калаçусенче яланах паллă вырăнта. Халĕ хытă каяша централизациленĕ майпа илсе тухассине йĕркеленĕ пулин те, ыйту çивĕчлĕхĕ пурпĕрех юлать-ха.

Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртессине эпир хирĕçлеме пăхатпăр мар-и чылай чухне? Контейнер площадкисене туса вырнаçтарасси районта çăмăлпа пулмарĕ. «Мĕн тума кирлĕ?», «манăн мусор çук», «хаклă» тесе ытти çынсене пăлхатакан кашни ялтах тупăнчĕ. Район ертÿлĕхĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çине тăрса ĕçленин çимĕçĕ паян кашнин куçĕ умĕнче. Коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли кунашкал площадкăсем республикăри районсенче çукрах: тăпăл-тăпăл, килĕшÿллĕ. Йытă-кушак е вĕçен кайăк таврашĕ те хуçаланаймĕ вăл вырăнсенче.

Хĕрÿ сăмахçăсем ĕçĕн ăнăçлăхне кура лăпкăлăха путрĕç пулин те, «çăпан» шăтсах пĕтмен-ха. «Манăн мусор çук» текенсем çав-çавах çырма-çатрасене е автоçул хĕррисене варалаççĕ. Регион операторне пулăшушăн тÿлессине те кун йĕркине кĕртмен хăшĕ-пĕри. Хăçанччен-ши?

Çанталăк ăшă енне сулăннă май кашниех кил-çурт, пахча таврашне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тимлет. Çав вăхăтрах типнĕ курăка çунтаракансем те пур. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем тăтăшах асăрхаттарнине тепĕр хутчен аса илтеретпĕр: типнĕ курăка тивертме юрамасть! Телехыпарсенче куратпăр-çке нумай регионта вăрмансем вут-çулăм авăрне лекнине. Пин-пин гектар лаптăк пĕр преступникăн шăрпăк пĕрчине пула хуп-хура «тумтир тăхăнать». Е район историйĕнче харăсах 6-8 çурт кĕле çавăрăнни сахал пулнă-и?

Вут-çулăмăн чĕлхи вăрăм. Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест.

XXI ĕмĕрхи чума – коронавирус – пĕтĕм тĕнчене хирĕç «вăрçă» /кавычкăсăр çырсан та тĕрĕсчĕ пуль/ пуçларĕ. Хăрушă чир ачасемпе çамрăксене те пĕр шелсĕр çапса ÿкерет. Мĕншĕн? Хуравне те кашниех пĕлетпĕр: карантин йĕркине çирĕп пăхăнманнипе, ытла та çăмăлттай пулнипе. Пирĕн темшĕн, ытти чухне те çапла, пĕрлехи требованисене ăса хывасси çукрах, хамăра паттăрла тыткаласа курнăçланма тăрăшатпăр. «Ним те мар!», – тетпĕр те шăл витĕр чăрт! çеç суратпăр.

Тĕп шухăша калас тенине çакăнтан Китай пирки хускатасшăн: унта пурăнакансен çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхне çут çанталăкăн тĕрлĕ пăтăрмахĕсем /çĕр чĕтренĕвĕ, вулкансен пĕрĕхĕвĕ, тинĕс тăвăлĕ, цунами/ час-часах тĕрĕслеççĕ. Тĕрлĕ синкерлĕхе курса-туйса ÿснĕрен-ши, йĕркелĕх, пуçтарулăх енĕсем вăйлă çирĕпленнĕн туйăнать вĕсенче.

Ухань хулинчен тухнă «коронăллă» вирус пĕтĕм тĕнчене сарăлассине кам шутланă? Пирĕн пата та çитрĕ ак. Раççей Президенчĕ Владимир Путин кашни кун тенĕ пек халăха ятарлă йĕркене пăхăнмалли пирки чĕнсе калать, хушусем кăларать. Вăрăм каникул та туса пачĕ. Вырăссен «авосьне» мала хуракансем çак тапхăра питĕ «тухăçлă» ирттерчĕç: пĕчĕк мар ушкăнпа пуçтарăнса шашлăкпа сăйланчĕç, уяв каçĕсем йĕркелерĕç… Карантина хирĕçлекен çакнашкал мероприятисен тăсăмĕ паян та сайра мар.

Çав вăхăтрах Китайра, шанмалла та мар пек, пурте пĕр тĕллевлĕн, кар тăрса кĕрешнĕрен хăрушă инфекцирен хăвăрттăн хăтăлса пыраççĕ. Паян тĕнче статистикинче асăнмаççĕ те ăна. Унта пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренÿ процесĕ те пуçланнă. Сыхлăх майĕсемпе усă курассине, уйрăмах социаллă дистанцие пăхăнассине тĕпе хуни уççăн курăнать. Ăнăçлăхăн тĕп палли – кашнийĕ çирĕп дисциплинăллă пулни. Пире шăпах çакă çитмест те. Эпир явапсăрлăхпа сÿрĕклĕх кÿлленчĕкĕнчен ниепле те çăрăлса тухаймастпăр…

Çÿлерех палăртнă виçĕ шухăшăн пĕлтерĕшĕсем расна, анчах вĕсемпе çыхăннă проблемăсем пурте çивĕч. Пĕр çын пек пулса пурте харăс тăрăшсан кăна усси пулĕ. Ăса кĕмесен вара аçа çапни те майсăр.

Николай МАЛЫШКИН



Елчек ен
13 мая 2020
13:33
Поделиться