Сергей Геннадьевич республикăри аграрисем кăçал уй-хире 3 эрне маларах тухнине палăртнă. Типĕ, çиллĕ çанталăк хирсене хăвăрт типĕтнĕрен акана кĕске вăхăтра ирттермеллине аса илтернĕ.
С.Артамонов пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе районта анчах мар, республикăра та чи малтисен йышĕнче пуçăннă «Яманчурино», «АСК-Яльчики», «Эмметево» ООО-сенче пулнă май уй-хирти тата хуçалăхсенчи ытти ĕçсемпе кăмăллă юлнă.
Яманчÿрелсем кăçал техника паркне çĕнетнĕ. Çĕнĕ йышши «FEAT AGRO» комплекс акана ытти чухнехинчен кĕске вăхăтра пурнăçлама май парасса вĕсем çирĕп шанаççĕ. Хуçалăхра апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене /618 гектар/ тата нумай çул ÿсекен курăксене /491 гектар/ апатлантарас ĕç вĕçленнĕ. Планпа палăртнă 2648 гектар çĕрĕн 87 процентне сÿреленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене /пурĕ 1182 гектар/ акас ĕçе 20 процент пурнăçланă.
– «FEAT AGRO» комплекса лизинг мелĕпе туянтăмăр. Унăн хакĕ хушма оборудованисемпе пĕрле 7 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Пĕр харăсах 3 трактор ĕçне пурнăçлать çак комплекс: çĕре çемçетет тата тикĕслет, минераллă удобренипе апатлантарать, вăрлăхне акса катокласах пырать. Çавна май, паллах, ĕç вăйне тата çунтармалли-сĕрмелли материала перекетлет. Чи паха енĕ – çĕре кăпкалатнă хыççăн тÿрех вăрлăха нÿрĕк тăпра çине акма май пани. Паллă ĕнтĕ, уяр та çиллĕ çанталăкра кăпкалатнă хыççăн вăрлăха акас тапхăрта хушă пулнăран вăрлăх чылай чух типпе юлать. Çур акине 2 ака комплексĕпе анчах пурнăçланăран ĕçе нумай техника та, çын та хутшăнмасть. Тепĕр комплекс – пĕлтĕр туяннă «Agrator Disk-9000». Вăл çĕре 9 метр сарлакăш ĕçлесе хатĕрлесе пырать. Çапла вара ака ĕçне унчченхи пек 20-е яхăн мар, 6 çын пурнăçлать, – пĕлтерет «Яманчурино» ОООн ертÿçи Владимир Рахмуллин.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районти хуçалăхсенчи ака ĕçĕсемпе паллашсах тăрать. Ĕнер вăл «Рассвет» ЯХПКра та пулнă. Кунта та кăçал техника паркне çĕнетме пултарнă – пурĕ 10 миллион тенкĕлĕх техника туяннă.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: ертÿçĕсем «Яманчурино» ОООн хирĕнче.