Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кун йĕркине пăхăнмалла

Тĕнчере сарăлнă коронавирус Чăваш Енрен те пăрăнса иртмерĕ. Юлашки кăтартусем тăрăх республикăра çулталăк пуçланнăранпа 2105 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, 704 çынна медицина енчен сăнаса тăраççĕ, COVID-19па чирлĕ 17 çынна регистрациленĕ, пĕри сывалса тухнă. Çакăн пек лару-тăрура респираторлă вирус чирĕсен паллисене сиссен мĕн тумалла-ха?

Хальхи лару-тăрура респираторлă вирус чирĕсен паллисене туякан çыннăн килтех юлмалла, чи малтанах кĕлетке температурине виçмелле. Чир паллисем пуррине участок врачне е вырăнти фельдшера шăнкăравласа пĕлтермелле. Вĕсен тата регистратура телефон номерĕсем больница сайтĕнче пур. Çыннăн тÿрех хăй тĕллĕн больницăна тухса каймалла мар, тухтăрăн сĕнĕвне итлемелле.

Чир паллисем 3 çула çитмен ачан пулсан, врача тÿрех киле чĕнмелле. Аслă ăрури çыннăн кĕлетке температури пысăк, 39 градус патне çывхарсан васкавлă пулăшăва чĕнмелле, мĕншĕн тесен ку вăхăтра грипп чирĕ те пулма пултарать.

Вирус ан ертĕр тесен иммунитета çирĕплетмелле. Çак тапхăрта аш-какайпа пулăна ытти чухнехинчен 2-3 минут ытларах пĕçерме тăрăшмалла. С тата В ушкăнри витаминсемпе, микроэлементсемпе пуян апат-çимĕç çимелле. Тĕрĕс кун йĕркине тытса пымалла. Çавăн пекех халĕ шăл сиплеме, хăнана çÿреме, çанталăк илĕртÿллĕ тăрсан та урама уçăлмашкăн тухма вăхăт мар. Кирлĕ чухне лавккана, аптекăна, çÿп-çап тăкма маска тăхăнса тухмалла. Гигиенăна нихçанхинчен çирĕпрех пурнăçламалла. Алла супăньпе, ятарлă хутăшсемпе тăтăшах çумалла. Урамра дистанцие пăхăнмалла: çын патне 1,5-2 метртан çывăхарах пымалла мар. Район çыннисене сăлтавсăрах килтен тухма тăхтаса тăма тепĕр хут чĕнсе калас килет. Чир-чĕртен сыхланма хальхи вăхăтри чи усăллă мелсенчен пĕри – килте ларни.

Районти медицина учрежденийĕсем кашни кунах ĕçлеççĕ. Паллах, планпа палăртнă медицина тĕрĕслевĕсемпе диспансеризацие вăхăтлăха ирттерместпĕр. Паянхи куна лару-тăру лăпкă, районта коронавирус чирне тупса палăртман. Инкек килсе тухас пулсан мĕнле ĕçлемеллине палăртнă. Медицина ĕçченĕсемпе вĕренÿ семинарĕсем иртнĕ.

Хальхи вăхăтра пĕр-пĕрин пулăшăвĕпе ăнланăвĕ нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕ. Коронавирус чирĕ пĕтĕм тĕнчери медицина ĕçченĕсене пĕрлештерчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Хăрушă вируса сарăлма парас мар тесе врачсем социаллă сетьре акци пуçарса ячĕç. Пирĕн коллектив та унран аякра юлмарĕ. «Эпир кунта сирĕншĕн юлатпăр. Эсир пирĕншĕн килте юлăр», – тесе çĕршывра коронавируса сарăлма парас мар тесе йышăннă йĕркесене пăхăнма чĕнтĕмĕр. Шурă халатлисен сĕнĕвĕсене чирлесен кăна мар, сывă чухне те ăша хывасчĕ. Хăвăрăн сывлăхăра упранипе тухтăрсен ĕçне те çăмăллататăр. Самоизоляци вăхăтĕнче килте пулнинчен лайăххи нимĕн те çук.

Пур территорисенчен района таврăннă çынсем валли тата çак чирĕн эпидемиологи лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «хĕрÿ лини» ĕçлет. Унăн телефон номерĕ: 8/8352/ 26-14-14.

Н. УРКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ



08 апреля 2020
10:03
Поделиться