Эпĕ, Федотов Иван Дмитриевич, 1925 çулта юпа уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Тăрăм ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ял чиркĕвĕнче шыва кĕртнĕ. 1933 çулта Тăрăм ял шкулне вĕренме кайнă. Ун чухне шкул çурчĕ пулман, пачăшкă çуртĕнче вĕреннĕ. Каникул вăхăтĕнче колхозра вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Пирĕн çемье 1934 çулта колхоза кĕнĕ.
1940 çулта шкул пĕтерсен колхозра ĕçлеме пуçларăм. Йĕпреç тăрăхĕнчи Киря вăрманĕнчен лашапа вăрман турттарнă. Хĕлле Карапай Шăмăршăран колхоз арманĕ валли пĕренесемпе каштасем турттарса килеттĕмĕр. Пĕрене, кашта вăрăм пулнипе лаша çуни хыçне пĕчĕк çуна /пацанка/ кăкарнă. Трактор прицепĕ евĕр. Лав йывăр пулнипе икĕ лаша кÿлнĕ, анчах юнашар мар, пĕр-пĕрин хыççăн тăратса. Мĕншĕн тесен вăрманта йывăçсем хушшинчен 2 лашапа çуммăн иртсе кайма йывăр пулнă.
Вăрçă пуçлансан 20 кунтан Волков Михаил Федорович бригадир фронта тухса кайрĕ. Мана ун вырăнне лартрĕç. Вăйпитти арçынсем вăрçа тухса кайсан пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине куçрĕ. Ĕçе чĕнме ирхине хĕвел тухиччен кил тăрăх çÿренĕ, хĕвел ансан çеç ĕçе пĕтернĕ. Лампа çутипе мĕн ĕçленине çырса пырса ведомость тумалла. Çичĕ кунта ĕç кĕнекине çырса пымаллаччĕ. Кун каçиччен каçалăк миçе хут виçсе паман-ши;
Хĕлле йĕтемре тырă молотилкăпа та, алăпа та /тăпачпа/ çапнă. Лашапа, вăкăрпа çĕре сухаланă, алăпа вăрлăх акнă, алăпа вырнă. Ана çинче выртса юлнă пучаха çеç мар, çур ывăç улăма та пуçтарса илнĕ.
Колхозăн чи лайăх лашисене /86 пуç/ фронта ăсатрĕç. Ялтан 136 арçын вăрçа тухса кайнă, 76 çын унта пуçĕсене хунă. Фронта кайма повестка парсан 2 сехет хушшинче тухса каякансем те нумаййăн пулнă.
1942 çулхине /кĕркунне/ Улатăр районне, Иваново-Уваровка ялĕ патне, Сăр шывĕ хĕррине окопсем, дзотсем тата ытти çĕр ĕçĕсене тума ячĕç. Эпĕ унта 20 кун бригадир пулса ĕçлерĕм. Вăл çулхине питĕ сивĕ, 40-42 градус тăратчĕ.
1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче мана военкоматран повестка килсе пачĕç. Эпĕ малтан Оренбург облаçĕнчи Тоцк хулине лекрĕм. Иккĕмĕш бригадăн 52-мĕш запасри полкăн 120 мм миномет батарейинче вĕренме пуçларăм. Малтанах çĕр чавса çĕрпÿртсем турăмăр. 60-70 метр вăрăмăш çĕрпÿртре пĕр тимĕр кăмака çеç тăратчĕ. Питĕ сивĕччĕ. Икĕ хутлă нарсем çине матрас вырăнне вĕтĕ çапă сарнă. Шинельпе витĕнсе çывăрнă. Килтен парса янă алса-чăлхасене пуçтарса илчĕç. Пуçланчĕ вара пирĕн вĕренÿ. Апат çити-çитми, сивĕ, пыйтăсем ерсе ĕрчесе кайрĕç. Эрнере пĕрре пире 7 çухрăмри вăрмана çăкăр пекарни валли вутă илме яратчĕç. Иккĕн пĕр йывăç тăрăхне çĕклесе килеттĕмĕрччĕ. Чĕр тамăкчĕ ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем, вăй пĕтнипе, йăванса каятчĕç. Тухса таракансем те пулчĕç. Супăнь çисе варвиттине кайса килĕсене каялла ярасса шанакансем те тупăнчĕç. Таркăнсемпе супăнь çиекенсене пĕрле пуçтарса салтаксем умĕнчех персе вĕлерчĕç. Эпир чăтнă, вăрçа кайма хатĕрленсе вĕреннĕ.
Мана батальонти юлташла суд председательне суйларĕç. Батальон командирĕ мана хăй патне вутă касма, çурма илсе каятчĕ. Ĕç хыççăн апат çитеретчĕç. Тоцкинче эпир пĕр районтан тăваттăн пулнă: Кавалтан Александров Александр, Сăрьелтен Юнусов Кабир Кадырович, Елчĕкрен Тимофеев Валерий Германович тата эпĕ. Пĕрле пулнисенчен Тимофеев В.Г. вăрçăран таврăнайман.
Тоцкинче 1943 çулăн кăрлач уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕ вĕçлениччен пултăмăр. Вара Оренбургран офицерсем килчĕç. Çар училищине вĕренме кайма салтаксене суйласа иле пуçларĕç. Çав ушкăна эпĕ те лекрĕм. Çапла ака уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче эпĕ Оренбургри пулемет училищин курсанчĕ пулса тăтăм. Вăрçăччен хулана Чкалов хули ятне панă.
Пирĕн казармăсем Урал шывĕ хĕрринче, Европа енче пулнă. Вĕренме кĕперпе Урал урлă каçса Азине каяттăмăр. Урал питĕ хăвăрт юхать, шывĕ тăрă мар.
А.СОРОКИН.
Малалли пулать.