Аттепе мăнаçланатпăр
Вăрçăран хăрушши, тискерри нимĕн те çук. Ăна пула мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлнă, ял-хула арканнă. Ун çинчен эпир хаçат-журнал, илемлĕ фильмсем тăрăх, атте-анне каласа хăварнинчен çеç пĕлетпĕр. Çав тапхăра нихăçан та манма юрамасть. Вăл – пирĕн халăх историйĕ.
Манăн атте, Ипатий Афанасьевич Шашков, вăрçă пуçланнă çул 17-ре пулнă. Епчĕкри вăтам шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн, хăраман-ха вăл, Хабаровск хулинех тухса кайнă. Унти ФЗОра тимĕрçе вĕренет, пĕр предприятире ĕçлет. 1942 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăрçа мобилизацилеççĕ.
Атте ытлашши каласа та памастчĕ фронтри кун-çулĕ пирки. Икĕ пулăм çинчен чунне уçнине вара халĕ те астăватăп…
Черетлĕ атакăра фашистсене хăйсен окопĕсенчен хÿтерсе янă хыççăн пирĕннисем унта сывлăш çавăрса илме шутлаççĕ. Пăхаççĕ: окопра тĕрлĕ апат-çимĕç, сигарет. Ипатий, халĕччен çăварне табак хыпманскер, тĕтĕмлесе ярать. Юлташĕ, çурхи сывлăшпа киленсе бруствер çинче тăнăскер, кĕтмен-çĕртен килсе тухнă тăшман самолечĕн бомби айне пулать. Окоприсем вара сывах юлнă. Атте çакăн хыççăн пирус туртма пуçланă. Мĕн виличчен те пăрахмарĕ.
И.Шашковпа тепĕр салтака фашистсем çинчен информаци пĕлме задани параççĕ. Сарлака юхан шыв урлă каçма пĕренесенчен пĕчĕк сулă хатĕрленĕ хыççăн ишеве пикенеççĕ. Анчах çуррине çитсен хирĕçрен пеме пуçланă май юлташĕ тÿрех вилет. Ипатий, шыва чăмса, сулăран тĕртĕнсе пырса çыран хĕррине çитетех. Октябрь уйăхĕнчи сивĕ шыв епле ал-урине хытарса хуман-ха. Салтак палăртнине пурнăçласа пирĕн чаçсем валли кирлĕ кăтартусем парать.
Кĕçĕн сержант вăрçă çулĕпе Берлина çитет. Йывăр аманнине пăхмасăр Çĕнтерÿ хыççăн тата икĕ çул службăра тăрать: Кенигсбергра генерал адъютантĕнче.
1947 çулта тÿрех Тÿскелти «Трактор» колхозра тимĕрçĕре ĕçлеме пикенет. Сакăр çул – председательте. Вăл тăрăшнипе районта чи малтан ялти уйрăм кил-çуртсене çутă кĕртнĕ. Ипатий Афанасьевич малалла Елчĕкри çăкăр пекарнин, райпон кăлпасси цехĕн заведующийĕнче, крахмал заводĕнче тимĕрçĕре вăй хунă. Мăшăрĕпе тăватă хĕр çитĕнтернĕ.
Аттен пурнăç çулĕ кĕске пулчĕ. Вăл 1988 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Вăрçă суранĕсем канăç памастчĕç çав ăна. Эпир унăн фронтри паттăрлăхĕпе, ĕçри хастарлăхĕпе чăннипех мăнаçланатпăр. Ăна III степень Çар Мухтавĕн, Хĕрлĕ Çăлтăр, I, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
Е.ЯКОВЛЕВА.
Тÿскел ялĕ