Чи малтанах пухăннисене Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен тата Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн шăпăрланĕсен янăравлă та илĕртÿллĕ юрă-ташши чĕрĕлĕхпе хавхалану кĕртрĕ.
Уява уçса командăсемпе куракансене район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Евгения Михайлова саламларĕç, фестивале йĕркелени районти хĕрарăмсене общество пурнăçĕнчи харсăрлăхне кăтартма, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма, ачасене патриот тата кăмăл-сипет воспитанийĕ пама пулăшнине, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçмалли, вĕренмелли, тупăшмалли ырă мел пулнине палăртрĕç.
Районти хĕрарăмсен канашне чылай çул Евгения Михайлова ăнăçлă та пĕлсе ертсе пырать. Çак яваплă вырăнта унччен маларах тăрăшнисем те район шайĕнчи курăмлă ĕçсемпе палăрнă. Вĕсене те уявра ăшшăн аса илчĕç, чи хастаррисем яланхиллех Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Фестивале 9 ял тăрăхĕн, район администрацийĕн, Елчĕкри вăтам шкулăн, социаллă сфера, культура ĕçченĕсемпе нумай функциллĕ центрăн ĕçченĕсен пĕрлештернĕ командисем хутшăнчĕç. Кашнийĕшĕ хăйсемпе паллаштарнă май команда ятне, девизне янраттарчĕç.
Спорт ăмăртăвĕсем пуçлансан «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн кашни залĕ хаваслă спорт хĕрÿлĕхĕпе янраса тăчĕ. Чи малтанах волейболистсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Фестиваль положенийĕ тăрăх çак вăййа кăмăллакансем маларах вырăнсенче тупăшнă. Кунта финала тухнисем малти вырăнсемшĕн кĕрешрĕç. Вăйăсем питĕ çивĕч пычĕç. Пĕрремĕш вырăна Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнсе илчĕ. Елена Портнова, Ирина Плотникова, Наталья Максимова, Алина Быкова, Татьяна Адюкова, Анна Медведева, Татьяна Пекпатрова волейболла выляма ăста пулнине çирĕплетрĕç. Тĕрлĕ професси çыннисем пĕр командăна пуçтарăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурне те сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăни пĕрлештерет.
– Волейбол вăййине аталантарас тесе çамрăксенчен тепĕр команда йĕркелес ĕмĕт пысăк, – чунне уçрĕ Елена Портнова капитан.
Аслă Елчĕксем те волейболла маçтăр выляççĕ. Вĕсем – иккĕмĕш. Елчĕк шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна тивĕçлипе йышăнчĕ.
Пысăк залтах баскетбол карçинккине мечĕк кĕртес енĕпе тупăшу пычĕ. Пĕрремĕш вырăна социаллă сферăри Алевтина Хушкина тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Ирина Смолинăпа /Курнавăш/ Татьяна Зайцева /Аслă Пăла Тимеш/.
Хĕрсем йыт пулли пек шăмпăлтатнине курма та кăмăллă. Ялтах бассейнра ишсе ÿт-пĕве чÿхентерни аван-çке. ФОК уçăлнăранпа ишме пĕлмен хĕрарăмсем те сахалланчĕç-тĕр. Ăста ишевçĕсене тĕрлĕ ăмăртусенче курса киленетпĕр. Хальхинче чи çамрăк хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Полина Шекерева /Аслă Пăла Тимеш/ тухрĕ. Иккĕмĕш – Ирина Никонова /райадминистраци/, виççĕмĕш – Елена Петрова /Елчĕк шкулĕ/. 31-40 çулсенчи хĕрарăмсенчен шывра ишессипе Наталья Арбузова /Елчĕк/, Ольга Егорова /Тăрăм/, Ирина Ванюшина /культурăпа НФЦ/ палăрчĕ. 40 çултан иртнисенчен Алина Прокопьева /Кĕçĕн Таяпа/ чи маттурри пулчĕ. Антонина Осиповăпа /социаллă сфера/ Антонина Маркова /Кĕçĕн Таяпа/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Шывра ишессипе иртнĕ эстафетăра Тăрăм ял тăрăхĕнчи пикесем вăйлине çирĕплетрĕç. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕпе Елчĕксем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
Дартс ăмăртăвĕнче чи нумай очко пухаканни Тăрăмсем пулчĕç. Вĕсем хыççăнах – Елчĕксемпе Аслă Пăла Тимешсем.
Хĕрарăмсем алă вăйĕпе урайĕнчен тĕртĕнме тепĕр арçынран та маçтăр. Культурăпа НФЦ команди пĕрремĕш, Кĕçĕн Таяпасемпе Аслă Елчĕксем виççĕмĕш призсене пайларĕç.
«Хаваслă стартра» чи мала тухнисем – Елчĕк ял тăрăхĕн пикисем. Çаврăнăçуллисен, вашаватлисен йышĕнче – район администрацийĕпе социаллă сфера чиперукĕсем.
Чăваш апат-çимĕçĕ хатĕрлес конкурса кашни команда тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ. Сĕтелсен çивиттийĕсене чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ, хăна кĕреки вара кашнийĕн пуян та тутлă апат-çимĕçпе йăтăнса ларать. Шăрттан-хуплусăр пуçне ĕне ыррине те, кĕселне те, чăкăтпа ыттти юр-варне те хатĕрленĕ. Кашнийĕ чăвашăн апат-çимĕçне мĕнле хатĕрленине каласа пачĕ. Çамрăк кинсем валли – чăн-чăн мастер-класс. Жюри членĕсене чи маçтăррисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Чи ăстисем – Елчĕк шкулĕн маттурĕсем. Иккĕмĕш вырăнта –Елчĕкпе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенчи тутлă апат янтăлакансем. Район администрацийĕпе Тăрăм ял тăрăхĕн командисем – виççĕмĕшсем.
Фестиваль яланхиллех хĕрарăмсем хăйсен юрă-ташă ăсталăхне кăтартнипе, пĕр сăмахпа каласан, сцена çине тухса халăха савăнтарма пĕлнипе вĕçленет. Чи малтанах хăнасемпе куракансене Аслă Елчĕксем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Вĕсем «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» театрализациленĕ представлени кăтартрĕç. Вăрçă кĕрлевĕ шăпланнă вăхăт.
Хĕр-салтаксем йывăçсен хÿттине канма ларнă та кăвайт чĕртнĕ, аллисене пĕçерте-пĕçерте кăвар çинче пиçнĕ çĕрулми çиеççĕ, теприсем илемлĕ юрă ĕнĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах тÿпере кайăксем илемлĕ юрăсем шăрантараççĕ. Акă, салтаксем патне почтальон çитрĕ те çырусем валеçме пуçларĕ… 5 минут хушшинче хĕр-салтаксен кану вăхăтне питĕ ĕненмелле сăнласа, каласа панăран куракансен куçĕсенчен куççулĕ те юхрĕ. Аслă Елчĕксем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Елчĕк шкулĕ, культурăпа НФЦ центрĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Палăртмасăр иртес килмест, Кĕçĕн Таяпасемпе Тÿскелсем те вăрçă вăхăтĕнчи тĕрлĕ самантсене кăтартнă ÿкерчĕксене уçăмлăн сăнларĕç. Çакă савăнтарать, конкурса культура ĕçченĕсемпе пĕрле ытти сферăра тăрăшакан е пенсие тухнă хĕрарăмсем йышлăн хутшăннă, пултарулăхĕпе Шупашкарти артистсенчен юлмаççĕ.
Фестиваль çĕнтерÿçисемпе призерĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ. 13 команда хушшинче куçса çÿрекен кубока кăçал Елчĕк ял тăрăхĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Кĕçĕн Таяпасем. Тăрăм ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Ăмăртусенче палăрнă командăсемпе уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ пикесем грамотăсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Евгения Михайлова фестивале çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнă тренерсене, оргкомитет членĕсене, спонсорсене – ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Ю.Попова, П.Дудкин, О.Мисяков, В.Изратов, Л.Григорьев, Г.Никифорова, А.Московская, Н.Воробьева уйрăм предпринимательсене, «Прогресс» акционерла хупă обществăн директорне П.Скворцова, «Акатуй», «Елчĕкри çăкăр завочĕ» ООО ертÿçисене В.Падуевпа А.Филиппова, «Промсервис» НПО АО директорне Ю.Титова, Елчĕкри БТИ ертÿçине А.Теллина, А.Воробьев адвоката, Перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмĕн ĕçченĕсене тав тăвать.
Фестивале хутшăннисемпе хăнасем пит-куçĕсенче йăлтăр кулă çиçтерсе, пĕр-пĕрне хăйне евĕрлĕ ăшăлăх парнелесе «Тепре тĕл пуличчен», – тесе сыв пуллашрĕç.
В.КИРИЛЛОВА