Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

АРХИВРА – ХАЛĂХ КУН-ÇУЛĔ

Ĕнер эпир архив кунне паллă турăмăр.

Архив  документ пухса упракан учреждени. Кунти документсен пĕлтерĕшĕ питĕ пуян. Район архивĕ 1936 çулта йĕркеленнĕ. Паянхи кун тĕлне 181 фонд шутланса тăрать, вĕсенче 21670 документ. Кунта ял хуçалăх коллективĕсен, организацисемпе предприятисен, ял канашĕсен докуменчĕсем, хуçалăх кĕнекисем, саланса кайнă хуçалăхсемпе организацисен ĕç кĕнекисем упранаççĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр ялсен, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕç кĕнекисем сыхланса юлайман.

2019 çулта районти архив 1711 ыйту йышăннă. Вĕсен шутĕнчен 1568 хурав, юридика ĕçĕсене пăхса тухма 143 копи панă.

Районта çуралса ÿснĕ, район территорийĕнче ĕçленĕ, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланнă ентешĕмĕрсем пенси çулне çывхарса пынă май почтăпа, электронлă мелпе, хăйсем килсе тата НФЦ урлă ыйтусем тăратаççĕ. Вĕсене пĕр уйăхра хурав паратпăр. Çав вăхăтрах организацисемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче паспортизаци, ĕç номенклатури мĕнле йĕркеленсе пынине тĕрĕслетпĕр.

Юлашки вăхăтра кĕнеке çыракансем, йăх-несĕл йывăçне тăвакансем те пулăшу ыйтасси нумайланчĕ. Май пур таран кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатпăр.

Г.ИВАНОВА,
район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ



Елчек ен
11 марта 2020
16:24
Поделиться