Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Марафон Елчĕкре

Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа январĕн 24-мĕшĕнче Улатăр районĕнче старт илнĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен «Марафон 100-летия» фестивалĕ иртнĕ эрнекун Елчĕк районне çитрĕ.

Марафонăн тĕп тĕллевĕ – пысăк уяв умĕн муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен социаллă пурнăçне тата экономика çитĕнĕвĕсене тишкересси, территорисен историйĕпе, йăли-йĕркипе, республика тата çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнă паллă çынсемпе паллаштарасси. 2020 çулхи июнĕн 24-мĕшĕччен марафон Чăваш Енри мĕн пур район, хула урлă çаврăнса Республика кунне ирттерме палăртнă Хĕрлĕ Чутай районĕнче чарăнĕ.

Марафон символне Елчĕке Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци илсе çитерчĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ тĕп мероприятие Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин представителĕсем, вăрçă тата тыл ветеранĕсем, район халăхĕ хутшăнчĕ. Рудольф Селиванов çак паллăна савăнăçлă лару-тăрура Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина панă май кÿршĕллĕ икĕ район яланах туслăхра тата килĕшÿре пурăннине, халăхсен интересĕсемпе йăли-йĕрки те пĕр евĕр пулнине палăртрĕ.

– Эпир, Елчĕксемпе Патăрьелсем, чăн та пысăк туслăхра пурăнатпăр. Çак паянхи уяв пире тата та çывăхлатать, – çирĕплетрĕ маларах каланă сăмахсене Николай Миллин.

Унтан Николай Петрович район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсене – вăрçăпа тыл ветеранĕсене тав сăмахĕ каларĕ, вĕсенчен тĕл пулăва пуçтарăннисене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медальне парса чысларĕ.

Концерт программи пуян пулчĕ. Елчĕк тата Патăрьел районĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем тата ташăçăсем сцена çинче хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне кăтартрĕç. Куракан вăрçă вăхăтĕнчи ял пурнăçĕпе вăрçă асапне, чăвашлăх аталанăвне, тăван тăрăхăн илемне палăртакан сăвă-юрăпа тĕплĕн паллашрĕ.

Чăваш патшалăх опера тата балет театрĕн артис-чĕсем – Светлана Ефремова, Василий Николаев, Валентина Смирнова, Алексей Петров сцена çине тухсан залри халăх тата та хавхаланчĕ.

Çак кун культурăпа кану центрĕнче Чăваш наци, Чăваш патшалăх художество тата Елчĕкри тăван тавралăх музейĕсем тăратнă куравсем ĕçлерĕç. Уява хутшăннисем чăваш халăхĕн алă ĕçĕсемпе – тухьясемпе, çи-пуçăн ытти хатĕрĕсемпе, тĕрлесе эрешленĕ кил-тĕрĕшри япаласемпе… кăмăлласах паллашрĕç.

Сăмах май, районта февралĕн 21-мĕшĕччен чăваш киновĕн эрни пырать. Район территорийĕнче пурăнакансем çак тапхăрта тÿлевсĕр кино «Наследие», «Киремет Кати», «Юман», «Тани Юн. Священная роща чувашского кинематографа», «Эткер», «История великого народа», «Люди-легенды. И.А.Дмитриев-Трер», «Люди-легенды. И.Бичурин», «Туса лартатăп шурă çурт», «Чувашская ласточка», «И.Яковлев çамрăксен чĕринче», «Люди-легенды. В.И.Чапаев», «Шупашкар» курма пултарĕç.

Марафон Елчĕкре пулнă хыççăн Каçал тăрăхне куçать.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Рудольф Селиванов марафон паллине Николай Миллина панă самант.



Елчек ен
19 февраля 2020
13:52
Поделиться