Пурнăçне, сывлăхне хĕрхенмен…
Вăрçă пуçлансан çĕршывăмăра хÿтĕлеме ватти-вĕтти кар тăнă, тыл ĕçченĕсем те Аслă Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартнă. Халăх пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç вирлĕн кĕрешнĕрен, тылра ырми-канми ĕçленĕрен ирсĕр фашиста тĕп тума пултарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Елчĕксем Хĕрлĕ Çарпа Тинĕс-Çар Флочĕн тĕрлĕ чаçĕсенче çапăçнă.
Ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕ ĕмĕрех чĕресенче упранать. Вĕсем пирки пирĕн пулас ăрусене те каласа кăтартмалла. Тĕмер ялĕнчи Александр Тихонович Тихонов, шыв айĕнче ишекен кимĕ морякĕ, 1918 çулта çуралнă. Маларах Мускавра ĕçленĕ, унтанах Пролетари çар комиссариачĕ ăна 1938 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче çара илнĕ. Лăпкă океан флотне кĕнĕ шыв айĕнче ишекен кимĕ отрядĕнче 1946 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕччен службăра тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче Лăпкă океанта лăпкă пулман. Япони Совет Союзĕ çине тапăнса кĕрессипе хăратса тăнă. Пĕрремĕш статьяри старшина шыв айĕнче ишекен кимĕпе тĕрлĕ походсенче пулнă, 1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 3-мĕшĕччен Японие хирĕç пынă вăрçă вăхăтĕнче çапăçакан çарта службăра тăнă. «1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
1909 çулта çуралнă Афиногент Васильевич Краснов иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Мускавра грузчикра ĕçленĕ. 1931 çулта ăна унтанах Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Службăна НКВДн 56-мĕш полкĕнче ирттернĕ, 1934 çулта тăван яла таврăннă. Çав вăхăтра унăн çуртне, пĕтĕм пурлăхне кулак çемйи тесе туртса илнĕ. Афиногент Васильевич хăй çырса хăварнă тăрăх – Пĕтĕм Союз «старости» М.И.Калинин секретариатĕнчен А.В.Краснов çар службинче тăни, унăн çемйин пĕтĕм çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк пурри çинчен Елчĕк райсовет ĕçтăвкомне виçĕ хутчен çырса пĕлтерни те районти влаçсене витĕм кÿмен. Хăй çартан таврăнсан çурт пĕренисене çеç куçарса килме ирĕк панă, ытти пурлăха малтанах аукцион туса сутса янă. Тăван яла таврăнсан вăл колхоза кĕнĕ, тракториста вĕренсе тухнă, темиçе çул унта ĕçленĕ. Каярахпа каллех Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Вăрçăн иккĕмĕш кунĕнчех ăна фронта илнĕ. Çапăçакан çарта вăрçă вĕçленичченех пулнă. 48-мĕш армин йышне кĕнĕ 17-мĕш стрелковăй дивизин 1316 стрелковăй полкĕн саперсен 122-мĕш уйрăм батальонĕнче службăра тăнă. Мускава хÿтĕлеме, Хĕрлĕ Çарăн 1941-1942 çулсенчи хĕллехи наступленине, Курск пĕккинчи çапăçусене, Белоруссие ирĕке кăларма, Кенигсберга илме хутшăннă. Çĕнтерĕве А.Краснов кĕçĕн лейтенант Берлин çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Йывăр аманнă, виçĕ хут контузи пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин I тата II степень орденĕсемпе, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн вăл нумай çул ĕне фермине ертсе пынă, колхозра ĕçленĕ. 1997 çулта вилнĕ. Унăн аслă ывăлĕ Геннадий Афиногентович Краснов Шупашкарти педагогика институтне, партин Ленинградри Аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ, учительте, партипе совет органĕсенче ĕçленĕ, ăна «Хисеп Палли» орденпа наградăланă. Хĕрĕ, Елена Афиногентовна Ишмуратова, Вăрнарти совхоз-техникумран, Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă, мĕн пенсие кайичченех Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцийĕн лаборатори заведующийĕ пулса ĕçленĕ.
Афиногент Краснов пекех Мускавра ĕçленĕ Николай Дмитриевич Солина, Николай Яковлевич Воронова, Василий Алексеевич Алексеева та çара вăрçă пуçлансан иккĕмĕш куннех Пролетари районĕн çар комиссариачĕ илнĕ. Н.Солин фронтран таврăнайман. Н.Воронов тата В.Алексеев тăван килĕсене чиперех çаврăнса çитнĕ. Николай Воронов шофера вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялта ĕçленĕ, 1994 çулта вилнĕ. В.Алексеев вăрçă чарăнсан пĕр вăхăт Мускавра ĕçлесе пурăннă, 1953 çулта тракториста вĕренсе тухнă, 1967 çулччен тракторпа ĕçленĕ, 1995 çулта çĕре кĕнĕ.
Н.АЛЕКСЕЕВ.