Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çав кунăн чапĕ ан çухалтăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ирттернĕ тунтикунхи канашлу представительсен тĕлĕшĕнчен нихçанхинчен йышлă пулчĕ. Унта, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемсĕр пуçне, вĕренÿпе культура учрежденийĕсен тата ытти тытăмри пуçлăхсем те хутшăнчĕç.

Анлă ушкăнпа пуçтарăннин сăлтавĕ – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине тивĕçлипе йĕркелесе ирттересси. Истори пĕлтерĕшлĕ событие хатĕрленсе уявлассипе районта йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый çак ыйтупа тухса калаçрĕ те.

2020 çул Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ пулнипе паллă. Апла пулсан Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă мероприятисем тăтăш иртмелле. Тĕп тĕллев: вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисене, вĕсем 10-ăн, 446 тыл ĕçченне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла: вĕсен пурнăç условийĕсемпе, сывлăхĕпе интересленмелле… Вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче çулталăк талккăшĕпе тематикăлла конференцисемпе викторинăсем, паттăрлăх урокĕсемпе тĕл пулусем ирттермелле. Вĕсенчи куравсене час-часах тата вырăнти материалсемпе çĕнетсе тăмалла. Ку тĕлĕшпе музейсенче анлă ĕçсем йĕркелеме май пур. Анчах та, Леонард Васильевич каланă тăрăх, юлашки вăхăтра управсене экспонатсемпе пуянлатас вырăнне салатасси ытларах палăрать.

Музей авалхи япаласемпе тĕлли-паллисĕр тулса ларнă кĕтес мар, система, меслетлĕх енĕсене пăхăнса, ĕлĕкхипе çыхăннă çĕнĕ материалсемпе пуянланса пыракан пĕлтерĕшлĕ пÿлĕм. Музей патриотла воспитани центрĕ пулма кирлĕ.

Аслă уява хатĕрленесси, паллă тăвасси яваплă уйрăм çынсен е ĕç коллективĕсен кăна мар, кашнин таса тивĕçĕ. Çавна май пĕтĕм çурт – патшалăх учрежденийĕ е хуçалăх правленийĕ, почта çыхăну уйрăмĕ е лавкка – пур çĕрте те май уйăхне кĕриччен вĕр çĕнĕ тематикăлла баннерсем вырнаçтармалла.

Уявăн тĕп вырăнĕ – палăк. Ялсенчи çак объектсене çĕнетес е улăштарас пирки хаçатăн маларахри номерĕсенче те çырнăччĕ-ха. Тем тесен те, паян калайран тунă палăксен вăхăчĕ мар ĕнтĕ, решеткесене извеçпе шуратни те вырăнлах мар. Татăклă утăмсем халех тумалла. Ку тĕлĕшпе районти «Ритуал» предприяти те пулăшма хатĕр.

Кăçал Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă тĕп мероприятисем çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчех пуçланаççĕ. Эсир Елчĕкри тĕп лапамра шкул çулне çитмен учрежденисене тата шкулсен çумĕнчи ушкăнсене çÿрекенсен парад-не курма пултарăр. Тепĕр кунхине кашни ял тăрăхĕнче митингсем, «Вилĕмсĕр полк» акци иртĕ. Каçхине район центрĕнче çамрăксем факел йăтса утĕç.

Майăн 9-мĕшĕ. Пĕтĕм уявăн тĕп шăнăрĕ – «Вилĕмсĕр полк» акци. Иртнĕ çул район шайĕнче унта 2 пин ытла çын хутшăннă пулсан, кăçал йыша 5 пине çитерме палăртнă. Пурнăçланмалли тĕллев ку. Вăрçă хирĕнчен виç кĕтеслĕ çырусем кашни киле тенĕ пек çитнĕ. Хăш-пĕр çемьерен иккĕн-виççĕн кайнă фронта. Вĕсене асăнса, сума суса, пысăк мăнаçлăхпа йăтса тухасчĕ портречĕсене. Кашнийĕ хăйĕн политикăлла ăнланулăхне, кăмăл-туйăм çирĕплĕхне кăтартса. Тĕнчипех вăй илсе пыракан акцире ял хуçалăх производство предприятийĕсен, уйрăм харпăрлăх тытăмĕн ертÿçисем те пурте активлăх кăтартасса шанас килет.

Уява, яланхиллех, çамрăк армеецсен парачĕ те илем кÿрĕ. Вĕсемпе пĕрлех хальхинче афганецсен, Германи çĕрĕнче, чикĕ хуралĕнче, Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнисен 20-шер çынран тăракан ушкăнĕсем стройпа утса иртĕç. Шкул ачисем пĕр кун маларах ялсенчи уявсенче те хăйсен строй хатĕрленĕвне кăтартĕç.

Юлашки çулсенче уйрăм пуçаруçăсен хастарлăхне пула çар техникин парачĕ те уяв программинче çирĕп вырăн йышăнать. Юбилей çулталăкĕнче те çĕнни, тĕлĕнмелли чылай пулĕ. Çапах та хальлĕхе вăл вăрттăнлăхра юлтăр.

Çĕнтерÿ кунĕнчи культурăпа спорт мероприятийĕсем те çĕнĕлĕхпе уйрăлса тăмалла. Сценарисене пĕтĕмпех чăвашла, вырăнти материалсемпе усă курса хатĕрлемелле…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çулталăкри чи сумлă уявпа çыхăннă мероприятисен планне хакланă май, кашни ертÿçĕн пĕтĕм ыйтăва тулли яваплăхпа татса памаллине, пуçарулăх кăтартмаллине палăртрĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕн чапĕ ан çухалтăр тесе пурте хамăрăн тÿпене хывар.

Николай МАЛЫШКИН



Елчек ен
22 января 2020
13:13
Год памяти и славы
Поделиться