Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çулталăк вĕçĕ – ĕçе пĕтĕмлетмелли вăхăт

Райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен тунтикунхи канашлăвĕнче иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, çулталăк вĕçленсе пынă май, тишкермелли, пĕтĕмлетсе хак памалли ытти ыйтусем те пулчĕç, паллах.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ĕçлĕ канашлăва савăнăçлă самантран пуçларĕ. Кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче телекурав çĕнĕ меслет – цифра технологийĕ çине куçрĕ. Районта пурăнакансем хушшинче ăнлантару ĕçĕсене йĕркелессинче пуçарулăхпа палăрнă ял тăрăхĕсенчи хастар çынсене чылайăшне маларах Тав хучĕсем парса хавхалантарнăччĕ. Хальхинче районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина Раççей Федерацийĕн, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Зарема Князева Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствисен Тав çырăвĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Леонард Левый иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин хула, район муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура сÿтсе явнă ыйтусем пирки чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен пĕри – йăлара усă курнă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен регион операторĕ умĕнчи тÿлевсемпе вăхăтра татăласси. Çĕнĕ çула парăмран пуçлани, пушшех, аван мар. Квитанци тăрăх тÿлессипе Елчĕк районĕ республика шайĕпе илсен çак вăхăтченех чи лайăххисен шутĕнче пулин те, хамăр хушăра калас пулсан-и, хăшĕ-пĕрисене /юридици сăпачĕсем тата уйрăм çынсем/ çине-çинех асăрхаттарма тивет, парăмсене суд урлă шыраса илнин тĕслĕхĕсем те чылай пулнă.

– Газпа, электроэнергипе усă курнă чухне тÿленĕ пекех, çÿп-çапа турттарса тухнăшăн килекен тÿлевсемпе те вăхăтра татăлмалла, – терĕ Леонард Васильевич.

Йăлара усă курнă хытă каяша вăхăтлăха упрамалли ятарлă площадкăсене малашне пурне те контейнерсем вырнаçтармалла. Хальхи вăхăтра район центрĕнчи 13 площадкăна 26 контейнерпа тивĕçтернĕ.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче – РФ Конституцийĕн кунĕнче 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, район администрацийĕнче, ял тăрăхĕсенче пурĕ 59 çынна хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Халăха ытларах мĕн пăшăрхантарать; Йышăнăва пынă çынсем, 4 ял тăрăхĕнче, пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă пекех, çĕрлехи вăхăтра урамра çутă пулманни пирки ыйту хускатнă. Район администрацийĕнчи канашлура та çакăн пирки пуçласа сăмах тухмасть. Апла пулин те ял тăрăхĕсенче тĕттĕм вăхăтра урамсене çутă çутассине кирлĕ шайра йĕркелесе çитерейменни тепĕр хутчен уçăмлăн çирĕпленчĕ.

2020 çулта – Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ. Хатĕрленÿ тапхăрĕ – яваплă, пĕлтерĕшлĕ ĕç – пысăк тимлĕх уйăрма ыйтать. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче адреслă хуçалăха /урамсен ячĕсемпе çуртсен номерĕсене, вĕсенче пурăнакан çынсен хисепне уçăмлатасси/, картографи материалĕсене йĕркелесе çитерессипе тимлеççĕ. Çак ĕçе кĕске вăхăтра, туллин пурнăçлама ĕлкĕрмелле.

Полицин районти пайĕн ертÿçи Алексей Алексеев кăçалхи 11 уйăхри оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, преступлени тăвасси, çул-йĕр çинчи аварисен, çакна кура сусăрланакансемпе вилекен çынсен хисепĕ ÿсни епле ан шухăшлаттартăр; Çакă хавхаланса каласа кăтартмалли хыпар мар пулин те, кăçалхи çак тапхăрта районта 73 преступлени /иртнĕ çул – 66/ тунине, çул-йĕр çинчи аварисенче 16 çын сусăрланнине, 3 çын вилнине йышăнма тиветех. Унсăр пуçне, полицин районти пайĕн ертÿçи ултавçăсем шутласа кăларнă çĕнĕ «схемăсем» пирки чарăнса тăчĕ. Пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Александр Сайкин, патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Владимир Мекшеев тухса калаçни те çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн вырăнлă пулчĕ. Савăнăçлă уявсен вăхăтĕнче пиротехника хатĕрĕсемпе тĕрĕс усă курманнине е вăрăм канмалли кунсенче чун-чĕререн канас тĕллевпе снегоходпа, ун хыçне «банан» çуна çаклатса ярăнма тухакан çынсем асăрханусăр пулнине кура сусăрланнин тĕслĕхĕсем сахал пулаççĕ-и;

Леонард Левый Çĕнĕ çула хатĕрленсе район центрĕнчи учрежденисемпе предприятисен çурчĕсен фасачĕсене илем кÿрессипе уйрăмах тăрăшса вăй хуракансене ятран палăртса хавхалантарма та манмарĕ. Вĕсем: «Була» кафе /ертÿçи – Надежда Такмакова/, «Водолей» лавкка /Валерий Изратов/, газ участокĕ /Алевтина Львова/, тĕп библиотека /Светлана Сайкина/ тата ыт. те.

Светлана АРХИПОВА



Елчек ен
18 декабря 2019
15:57
Поделиться