Вăхăтра тÿле те лăпкă пурăн
Капиталлă юсавшăн тÿлеме килĕшменнисен тĕлĕшпе патшалăх айăплав мерисене çирĕплетме пултарать.
РФ Çурт-йĕр кодексĕн 154 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсен хуçисен пурăнмалли лаптăкшăн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн палăртнă тÿлев шутне çаксем кĕреççĕ: пурăнмалли лаптăксене тытса тăни, капиталлă юсав, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕсем.
РФ Çурт-йĕр кодексĕн 155 статйин 14,1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи пÿлĕмсен хуçисен капиталлă юсав фондне капиталлă юсавшăн вăхăтра тата /е/ туллин тÿлемесен РФ Çурт-йĕр кодексĕн 155 статйин 14-мĕш пайĕпе çирĕплетнĕ йĕркепе пени – Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕн тÿлев вăхăтĕнче вăйра тăракан рефинансировани ставкин пĕрре виççĕрмĕш чухлĕ – тÿлеме тивет. Пени виçине взноса тÿлемелли кун хыççăнхи тепĕр кунран пуçласа ăна тÿленĕ кунчченхи тапхăршăн шутласа параççĕ.
Хваттерсен хуçисем нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тытса тăрассипе çыхăннă тăкаксене хăйсем çине илме тивĕç /РФ Çурт-йĕр кодексĕн 39 статйи, РФ Граждан кодексĕн 210 статйи/.
2015 çулхи авăн уйăхĕнче капиталлă юсав фончĕ взнос парăмĕсене шыраса илме пуçланă. Пурĕ 113 тавăç тăратнă. 2016 çулта суд йышăнăвĕсене пурнăçлама ыйтса 509 заявлени çырнă. Икĕ çулта пĕтĕмĕшле сумма 3 миллион ытла тенкĕпе танлашнă.
2017 çулта фонд 5 миллион ытла тенкĕлĕх 721 тавăç тăратнă. Виççĕмĕш çынсен вăйĕпе взнос парăмçисен тĕлĕшпе суд йышăнăвĕсене пурнăçлама ыйтса 3000 ытла заявлени çырнă. 2018 çулта суда 1,5 миллион ытла тенкĕлĕх 203 заявлени панă. Кăçалхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчен – 12 млн. тенкĕлĕх 1654 заявлени.
Чăваш Республикинче пĕр çулталăкра вăтамран 300-е яхăн çуртра 700 млн. – 1 миллиард тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансен капиталлă юсав тÿлевĕсен парăмĕсем 700 млн. яхăн тенке çитнĕ. Çак сумма нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсав программин çулталăкри виçипе танлашать!
Капиталлă юсав тÿлевĕсемпе вăхăтра татăлмалла. Мĕншĕн тесен çак тÿлев те çурт-йĕре тытса тăнин, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕсем пекех нумай хваттерлĕ çуртсен хуçисен тÿрĕ тивĕçĕ шутланать.