Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ технологисемпе

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ юлашкинчен 2010 çулта иртнĕ. 2020 çулхи юпа уйăхĕнче палăртнă пысăк мероприяти хальхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерме май паракан проект пулса тăма тивĕçлĕ.

Çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри – ку чухне хальхи технологисемпе усă курни. Çынсем çырава Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хутшăнма, унти электронлă çырав хучĕсене тултарма пултараççĕ. Нумай функциллĕ центрсенче стационарлă çырав пункчĕсем те ĕçлеççĕ. Виççĕмĕш меслет – яланхи пекех, çыруçăсем кил тăрăх та çÿреççĕ. Вĕсем малтанхи пек хут бланксемпе килмĕç, вĕсен аллинче ятарлă планшетсемпе смартфонсем пулĕç. Çыруçăсем интернет-çырава хутшăнман пĕтĕм çын патне çитме тивĕçлĕ.

«Çыравăн пĕтĕм кăтартăвĕсене цифра мелĕпе пуçтараççĕ, вăл мĕнле иртнине пирĕн Ситуаци центрĕнче тĕрĕслесе тăраççĕ», – тесе палăртнă Росстат ертÿçи Павел Малков çак кунсенче тÿрĕ пулса иртнĕ «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕччен çулталăк» пресс-конференцире. Çĕнĕлĕхсемпе усă курнине пула çырав ирттересси чылай çăмăлланĕ, пуçтаракан информацин пахалăхĕ лайăхланĕ. Пĕтĕм кăтартăва тÿрех электронлă базăна кĕртеççĕ, çакна кура Росстат çырав пĕтĕмлетĕвĕсемпе çулталăк маларах паллаштарма пултарать. Пĕрремĕш кăтартусем 2020 çул вĕçĕнчех, малтанхи пĕтĕмлетÿсем 2021 çулхи нарăс уйăхĕнче пулĕç. Тулли кăтартусене 2021-2022 çулсенче хатĕрлесе çитермелле.

Павел Малков ирттернĕ пресс-конференци хыççăн Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсене тунă. Вăл çакна палăртса каланă: «Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче халăх çыравне хатĕрленсе çуртсен адресĕсене тĕрĕсленĕ. Регистраторсем 275,6 пин çурта тишкернĕ. Списока кĕртмен 3,7 пин çурта тупса палăртнă, ишĕлнĕ, çунса кайнă, çурт-йĕр çук лаптăксене /пурĕ 16,6 пин/ списокран кăларнă. Регистраторсем çавăн пекех урамсен ячĕсене, çуртсен тата хваттерсен номерĕсене кăтартакан паллăсем, урамсенче çутă пурри-çуккине тĕрĕсленĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх халăх йышĕ пирки тĕрĕс цифрăсене çеç мар, регионсенче, ялсемпе хуласенче пулакан социаллă пурнăçпа экономика процесĕсене те курма пулĕ.



Елчек ен
09 октября 2019
14:13
Поделиться