Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шăпа сăпкара сиктермен

Авăн уйăхĕ ăшă та хĕвеллĕ кунсемпе савăнтарнăран Нина аппа пахчара çÿресе кĕр илемĕпе киленчĕ. Кăçал çĕрулми, пахча çимĕçпе улма-çырла ăнса пулчĕ, вĕсене пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Халĕ пахчана сухаласси кăна юлнă. Хĕрлĕ, сарă çулçăсем майĕпен çĕр çине ÿкнине сăнанă май кил хуçи хĕрарăмĕ пÿрте кĕчĕ. Ывăлĕ ĕçре пулнăран пĕчченех вăл килте. Ирхи сывлăмпа уçăлса кĕнĕ хыççăн курăк чейĕ ĕçрĕ те яланхи йăлапа ал ĕçне ярса тытрĕ. Сакăр теçеткерен иртнине пăхмасăр тĕрлĕ япала çыхать вăл. Шалти пÿлĕмре вăл çыхнă тĕрлĕ сувенирсене диван, креслосем çине меллĕн сарса хунă. Çавăн пекех вырăн виткĕçĕсем, пĕчĕк минтерсем хăйсен вырăнне тупнă. Маçтăр ăсталанă япаласем килте кăна мар, ачисемпе тăванĕсенче те нумай. Алина кинĕ клубра ĕçленĕ чухне унăн ĕçĕсене тĕрлĕ куравсене тăратнă. Хитре çипсемпе, тĕрĕлесе çыхнă нускисене кама кăна парнелемен-ши тата ăстаçă?

– Ахаль ларсан чир-чĕр çакланма пултарать, çыхнă май вара кашни çекĕле шутламалла. Çавăнпа та пуç ахаль тăмасть. Çакă лайăх, – тет вăл аллинчен йĕпне пăрахмасăр.

Вырăскассинче тарăн тымар янă Тамара Красновăна ялта Нина ятпа лайăх пĕлеççĕ.

– Çапла, ятран пуян эпĕ. Документ тăрăх пĕр ят, ял çинче – тепре. Шăпам çапла килсе тухнă манăн, – сăмах çине сăмах хушатпăр ÿркенмен, канăçсăр чĕреллĕ ватăпа.

Шăкăл-шăкăл калаçакан ăстапа кирек мĕнле темăпа та пĕр чĕлхе тупатăн. Пурнăçăн йÿçĕлĕхĕпе пылаклăхне чылай астивнĕ Тамара Константиновна темле пулсан та хăй утса тухнă анлă кун-çула ÿпкелемест, хăйне ура çине тăратнă çынсене чун-чĕререн тав тăвать.

Çăмăл килмен унăн ăраскалĕ. Аслă Шăхальте кун çути курнăскер сакăр уйăхра тăлăха тăрса юлнă. Амăшне аçа çапса вĕлернĕ. Çавăнпа та Тамарăна малтанах аслашшĕпе асламăшĕ хăйсен хÿттине илнĕ, анчах хĕр ача пилĕк çула çитсен ватă аслашшĕ ăна лашапа лартса, тăвансем патне хăнана каятпăр тесе, инçе çула илсе тухнă. Вăл пĕлекен Аслă Пăла Тимешри аппăшĕсем патне мар, Вырăскассине илсе çитернĕ ăна çывăх çынни. Халĕччен пĕлмен, палламан çынсем патне.

– Çапла ларатăп Тур кĕтессинче. Асатте: «Лашана шăварса кĕрем-ха, хĕрĕм», – тесе картишне тухрĕ, – аса илет ачалăха Тамара Константиновна. – Кĕтрĕм, кĕтрĕм асатте пÿрте кĕрессе, кĕтсе илеймерĕм…

Çапла вара Тамара çĕнĕ çемьене юлнă. Матрена аппа Тамарăна усрава илнĕ, ăна çĕнĕ ят панă.

Ырă кăмăллă хĕрарăм тăлăха хăйĕн хÿттине илнĕ хыççăн нумай çулсем те иртмен, ывăл ача çуратнă.

– Мана ÿстернĕ анне питĕ лайăх çынччĕ, – тет вăл хăйне пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă хĕрарăма ăшшăн аса илнĕ май.

Нина ÿссе пынă май шкула чупнă. Тăрăшса вĕреннĕ вăл. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн фермăна ĕçлеме кĕнĕ. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, ĕçре ĕшеннине пăхмасăр, ферма хĕрĕсем каçхине вăййа тухнă, хĕл кунĕсенче улах ларнă. Колхозри харсăр доярка ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттур та çыпăçуллă пулнипе палăрнă. Такмак калассипе те ăна çитекенни пулман-тăр. Юрă-кĕвĕ пуçлама та хитре саслă хĕре шаннă. Вăрăм çÿçне иккĕлле çивĕтленĕ пикене Вениамин Краснов куç хывнă. Пĕринче вăйă саланнă хыççăн Нинăна хулран тытса юлса çемье çавăрма шухăш тытнине пĕлтернĕ каччă. Нумай та вăхăт иртмен, ялта Красновсен çемйи чăмăртаннă.

Туслă, килĕштерсе пурăннă çамрăк мăшăр. Тамара Константиновна пекех, Вениамин Иванович та, ĕçре хастарлăхĕпе палăрнă. Çамрăкрах чухне вĕсем тăватă çул Шупашкарта пурăннă. Кил хуçи трактор заводĕнче тăрăшнă. Каярахпа ватă амăшне пăхма тăван яла таврăннă. Ун хыççăн иккĕшĕ те колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Арçын, çамрăкран техникăна юратнăскер, автопаркра ĕçленĕ. Трактористра, гараж заведующийĕнче тăрăшнă. Шел, паянхи саманан ырлăхне, ачисен пулăшăвне, вĕсен ĕçĕсене курма тивмен Вениамин Краснова. 27 çул каялла вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Тамара Константиновна кирек мĕнле яваплă ĕç шансан та ăна тивĕçлĕ пурнăçланипе ят-сума çĕнсе илнĕ. 11 çул бригадирта пиçĕхнĕ хĕрарăм ыйхă мĕнне пĕлмен. Ир-ирех ĕçе «хăваласа» кашни колхозник çурчĕ патне пырса чÿречерен шаккасси çăмăл пулманах. Каярахпа хĕрарăмсемпе юнашар тăрса ĕçленĕ те.

– Епле çирĕпчĕ ĕлĕкхи хĕрарăмсем. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Сенĕк-кĕреçе, çава кайман аллисенчен. Çу кунĕсенче пай илсе пахча çимĕçе, тымар çимĕçе, выльăх кăшманне çум курăкран тасатнă. Кĕр мăнтăрĕпе вĕсене пуçтарса кĕртнĕ. Амăшĕсем ывăл-хĕрĕсене юнашар ĕçлеттерсе çирĕп воспитани панă, – тет ĕç ветеранĕ.

Каярахпа 11 çул «Заря» хуçалăхра поварта тăрăшнă Нина аппа. Унăн сĕтеклĕ те тутлă апатне халĕ те аса илеççĕ ватă механизаторсем.

Сĕтел кукринче паян та аллине пăсмасть кил хуçи хĕрарăмĕ. Вăл хăйсем патне пыракан кашни çынна тарават та хапăл. Капăртма пĕçерет-и е пÿремĕч – касри çынсене хăналамалăх та хатĕрлет. Туслă пĕр урамра пурăнакансем, каç сĕмĕ çапсан кăштах ял хыпарĕсене пĕлмелле тесе сак çине тухса лараççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу пырать кинемисем хушшинче. Тĕнчери, республикăри, районти хыпарсене «шĕкĕлчеççĕ». Район хаçатĕнчи статьясене сÿтсе явма та вăхăт тупаççĕ.

Ĕçпе пиçĕхнĕ, килĕшÿллĕ çемьере пилĕк ача ÿссе çитĕннĕ. Владимир, Валерий Шупашкарта хунав янă. Валентинăпа Эдуард ялтах тĕпленнĕ, тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Тĕп килте амăшĕпе пĕрле Сергей пурăнать. Вăл хуçалăхри ăста механизаторсенчен пĕри.

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕ, пултаруллă кинĕсемпе, харсăр кĕрÿшĕпе, ытарайми мăнукĕсемпе савăнать Тамара Константиновна. Ялти ачисем амăшĕ патне пырсах çÿреççĕ. Пилĕк çул каялла чĕрине операци тутарнăран ăна хĕрĕпе ывăлĕсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Пуçра ăс пулсан алăра ĕç вĕрет теççĕ çав. Çак сăмахсене хисеплĕ çыннăмăр пирки каланăнах туйăнать. Кирек мĕнле ĕç çумне те çыпăçса, илеме туйса вĕсене чун хавалĕпе пурнăçланăран пурăнма та, савăнма та пĕлет ялти хисеплĕ хĕрарăм. Шăпа сăпкара сиктермен пулсан та ватлăх илемне туйнăшăн Турра тав тума та манмасть вăл.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Т.Краснова.



Елчек ен
14 сентября 2019
10:55
Поделиться