Лидия Николаевна çак ĕçре пĕр улшăнмасăр 37 çул ытла вăй хурать.
– Шут ĕçне кăмăлланăранах суйларăм çак профессие, паянхи кун та ĕçе чунтан юратса пурнăçлатăп, – тет пархатарлă ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствисен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ ĕçчен.
– Пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, ырă тĕслĕх вăл, ĕçпе анчах мар, канаш-сĕнÿпе яланах пулăшать, – калаçăва хутшăнать Надежда Александровна, кунта 2009 çултанпа тăрăшаканскер.
Бухгалтерсем обществăлла ĕçре те хастар.
Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Л.Щипцовăпа Н.Мешкова ĕç пÿлĕмĕнче.