Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Элита вăрлăхсене – хамăр патăмăрта

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулчĕç.

Райадминистрацин пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле вĕсем «Слава картофелю» агрофирма» ОООн районти предприятийĕнчи уй-хир ĕçĕсемпе, çĕр улми туса илессипе çыхăннă технологипе паллашрĕç.

Чи малтанах вĕсем хуçалăхăн çĕр улмин оригинал вăрлăхĕсене çитĕнтерекен участокĕнче пулчĕç. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçне, пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе селекци ĕçне – вăрлăх хатĕрлессине вырăнтах ĕçе кĕртнĕ кунта: мини-çимĕçсене туса илессипе тимлеççĕ.

– Тепĕр çул вăрлăх хатĕрлес тĕллевпе 3 теплица, каярах тата тепĕр 3 теплица тăвас ĕмĕт пур. Çакă паха вăрлăха хамăр патăмăртах хатĕрлеме май парĕ, ăна ют çĕршывран туянса тăккаланмăпăр, – пĕлтерет Хасиятулла Идиатуллин тĕп директор.

– Çĕр улмин вăрлăхне хамăр патăмăрта туса илни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ют çĕршывран элита вăрлăхсене туянма хака ларать. Пирĕн тĕллев – элита репродукцин хăй хаклăхне чакарасси, çĕр улми туса илекенсем тупăш илччĕр, – палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ ĕçченсене тав тунă май.

Вăрлăхсене çитĕнтересси питĕ кăткăс ĕç пулнине пăхмасăр çулсерен çĕнĕ сортсемпе ĕçлекен хуçалăх паянхи кун çĕр улмин 20 сортне тĕпчет.

Ертÿçĕсем хуçалăхри ытти ĕç-хĕлпе те паллашрĕç. Çĕр улмисĕр пуçне тĕш тырă çитĕнтерессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ кунта. Сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 749 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ: 30370 центнер тырă çапса илнĕ /пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 40,5 центнерпа танлашать/.

Хальхи вăхăтра çĕрулми кăларассипе хĕрÿ ĕç пырать. 250 гектар çинче çитĕннĕ «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕн 65 процентне пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç – 263,2 центнер.

Кĕрхи культурăсене 220 гектар лаптăк çинче акса хăварнă /планпа пăхнинчен 88 процент/.

Вырма район шайĕнче те вĕçленсе пырать. Лартнă тĕш тыррăн 93 процентне /20653 гектар/ çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрнĕ, районĕпе пурĕ 64 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 31,6 центнерпа танлашать.

Михаил Игнатьев каярах райцентрти çул-йĕр тăвас ĕçпе паллашнă, Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулнă. Елчĕксем тирпей-илеме мала хунине палăртнă май хытă каяшсене вăхăтлăх вырнаçтармалли контейнерсене туса пĕтерес енĕпе /пурĕ 142/ республикăра малтисен шутĕнче пулнине те асăннă Михаил Игнатьев. Район центрĕнчи культурăпа кану паркĕнчи хитрелĕхпе уйрăмах кăмăллă юлнă республика Пуçлăхĕ.

Е.ПЕТРОВА.



04 сентября 2019
10:44
Поделиться