Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш ачисен асламăшĕ

Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă артистсем нумаййăнах мар пулин те, кашнийĕшĕ республикăри театр искусствинче паллă вырăн йышăнаççĕ. Хальхинче сăмахăм Каркалар ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Голубева пирки пырĕ. Вăл пирĕншĕн, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш, çимĕлмĕш çулĕсенче çуралнă ачасемшĕн, чăн-чăн асанне вырăнĕнче пулнă. Унăн юмахĕсене итлес тесе радио çумне пырса ларнине епле асăмран кăларăн! Вера Ивановнăн хăйне евĕр сассине пин-пин сасăран уйăрса илетĕн.

Каркаларти Иван Ильичпа Агапия Тихоновна Голубевсен 1928 çулхи сентябрьте хĕр çуралсан ăна Вера ят хунă. Каярахпа çемье ырă пурнăç шыраса Томск облаçĕнчи пысăках мар чăваш ялне куçса кайнă. Унта ытларах репрессие лекнĕ çемьесем пурăннă.

Чемондаевка ялĕнче пĕрремĕш класа кайнă Вера. Çĕнĕ çул уявне хатĕрленсе пĕрремĕшсене хăйсен пултарулăхне кăтартма хушнă. Пурте вырăсла сăвă-юрă хатĕрленĕ, Вера вара чăвашла юмах каласа панă. Уява чылай халăх пуçтарăннăран куракансем ачасен ăсталăхне курса савăннă, кашнине тăвăллăн алă çупса саламланă. Тепĕр кунне Верăна çырмана шыв ăсма аннă хĕрарăмсем тĕл пулнă та: «Акă, хайхи чăвашла юмах калакан хĕр ача пырать», – тесе палласа илнĕ. Çакăн хыççăн Вера хăйне юмах тĕнчинче вĕçнĕнех туйнă.

Çĕпĕрте нумай пурăнайман Голубевсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ йывăр чирленĕрен тăван яла таврăннă. Инçетре те хăюлăхпа палăрнă Вера тăван кĕтесре хăйне тата хастартарах тытнă. Хăй хатĕрленĕ репертуарпа ял çыннисене кăна мар, кÿршĕсене те концертпа савăнтарнă.

– Верук артист пулать ĕнтĕ, – тесе уççăнах каланă ун чухне ял çыннисем.

Шкул пĕтерсен Шупашкара çул тытнă вăл. Артист пулас тесе театр техникумне кĕме ĕмĕтленнĕ хĕр, анчах Чăваш театрĕнчи вахтер ăна техникум вăрçă вăхăтĕнче хупăннине пĕлтернĕ. Вара мал ĕмĕтлĕскер кооператив техникумне вĕренме кĕнĕ.

– Диплом халĕ те упранать, анчах унпа пурнăçра усă курма тивмерĕ, – аса илет Вера Ивановна.

Пĕринче вăл лавккара ăнсăртран хĕрсен калаçăвне илтнĕ. Хайхискерсем театр ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçнă. Тÿсеймен Вера, вĕсем ăçта вĕреннипе интересленнĕ. Икĕ тантăш Чăваш академи драма театрĕ çумĕнчи студире вĕреннине пĕлтернĕ. Нумай та вăхăт иртмен, хайхисем Верăна пĕрле пыма чĕннĕ. Вĕсем Л.Родионов режиссерпа паллаштарнă ăна. Вăл хĕрĕн пултарулăхне тĕрлĕ енĕпе тĕрĕсленĕ. Вăрçă çулĕсенчи выçлă-тутлă пурнăç сăн-питрен те, кĕлеткерен те палăрнă унра.

– Ытла та пĕчĕк, ырхан-çке эсĕ? – тенĕ режиссер ăна.

Çапах та хĕрĕн ăсталăхĕ пуртан ăна вĕренме илнĕ.

1947 çулта театр студинчен вĕренсе тухсан Вера Голубева çамрăк артистсемпе пĕрле Йĕпреçри колхоз театрне ĕçлеме кайнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çăмăл пулман артистсене. Ялтан яла вăкăрсемпе çÿренине пĕрре мар каласа панă вăл.

Унтан 1972 çулчченех Çамрăксен театрĕнче тăрăшнă пултаруллă артистка. Ял çыннисене савăнăç кÿрес тесе республикăра кăна мар, ун тулашне те тăтăшах тухса çÿренĕ артистсем. Гастрольте виçĕ уйăхшар çÿресе çулсем çукран нумай йывăрлăхпа тĕл пулни те, клубсем сивĕ пулни те хăратман вĕсене, пĕрре те нăйкăшман. Мĕншĕн тесен чăваш артисчĕсене халăх чăтăмсăррăн кĕтнĕ, вĕсем вăхăтлăха спектакльти кашни сăнар пурнăçĕпе пурăннăн туйнă хăйсене.

– Туп-тулли халăх çÿретчĕ клуба. Спектакль хыççăн хăйсем патне илсе кайса çĕр каçаратчĕç. Тепĕр чухне мунча хутсах кĕртсе яратчĕç, – тет Вера Ивановна.

Çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ çулсене яланах ăшă кулăпа аса илет вăл. Пĕрле ĕçленисемпе вĕсем Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне йĕркеленĕ уявсенче тĕл пулса калаçаççĕ. Чăваш халăх артистки Валентина Музыкантова:

– Нимĕн те тăваймăн, ватлăх хăйĕннех тăвать çав. Вера Ивановна пит тухсах çÿреймест, çапах та иртнĕ çул аслă ăрурисен уявĕнче тĕл пулса калаçнăччĕ-ха. Ăс-тăнĕ çирĕп, хăлхисем кăна хытнă…

Елчĕк ятне чапа кăларнă В.Голубева Çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ вăхăтрах радиопа «Асанне юмахĕсем» ертсе пынă. «Ну, Вера, ку передачăна эсĕ кĕххĕм-кĕххĕм тума пуçличченех ертсе пырăн», – тенĕ ăна режиссер.

– Чăнах та çапла пулса тухрĕ, – тет тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та юмах вулама пăрахман Вера Ивановна.

Каярахпа юмахсене телевизорпа кăтартнă. Ун хыççăн Вера Ивановна Чăваш Республикин пукане театрне ĕçлеме куçнă.

42 çул театр сукмакне такăрлатса 200 ытла сăнар калăпланă РФ тава тивĕçлĕ артистки. Çак хисеплĕ ятпа ăна 1970 çулта чысланă. Çавăн пекех театр искусствине аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн РСФСР Культура министерствин тата КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисем тата ытти Тав хучĕсем йышлă унăн.

Вера Голубева театр студинче пĕрле вĕреннĕ Николай Айзман драматургăн ывăлĕпе – Станиславпа – çемье çавăрнă. Мăшăр сцена çинче те пĕрлех вылянă. Сăмах май каласа хăварам, Николай Айзман чăваш драматургинче паллă çын. Вăл 60 пьесăн авторĕ. Вера кинĕ хуняшшĕнчен пĕр сивĕ сăмах каланине те илтмен.

– Ытла та кăмăллă çынччĕ, – ырă сăмахсăр пуçне нимĕн те калаймасть пултаруллă çын пирки кинĕ.

Вера Ивановнăпа Станислав Николаевич пĕр хĕр ÿссе çитĕнтернĕ. Ашшĕпе амăшĕ артист пулнăран хĕр ачана ытларах асламăшĕ пăхнă. Артист пурнăçĕ çăмăл маррине хĕрне ачаранах вĕрентнĕ амăшĕ. Пĕр вăхăт Светлана амăшĕпе ашшĕн çул-йĕрне суйласа илесшĕн те пулнă-ха, çапах та каярахпа шухăшне улăштарнă. Çамрăксен театрĕнче кадрсен пайĕнче ĕçленĕ вăл чылай çул хушши. Унтан урăх çĕре куçнă. Вера Ивановнăн пĕр мăнук.

Шупашкарти Гагарин урамĕнче пурăнакан, çак уйăхра 91 çул тултаракан РСФСР халăх артистки тухса çÿреймест. Амăшĕпе кукамăшне Светлана хĕрĕпе Стас мăнукĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

В.КИРИЛЛОВА



04 сентября 2019
10:47
Поделиться