Ачасем ялан тимлĕхре пулччăр
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.
Н.Миллин ĕçлĕ тĕл пулăва чыславран пуçларĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи финанспа ресурс тивĕçтерĕвĕн центрĕн ертÿçин çумне Валентина Чувайкинăна нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата обществăри активлăхшăн Хисеп грамотипе, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методистне Людмила Ефимовăна предмет олимпиадисене ăнăçлă йĕркелесе ирттерессинче пысăк тÿпе хывнăшăн Тав хучĕпе чысларĕ.
Республика кунне халалласа анлă мероприятисем иртнĕ май, пирĕн район делегацийĕ Улатăр районне çитсе килнĕ. Унта курмалли, хамăр патра ĕçе кĕртмелли те сахал мар иккен. Тĕрлĕ стенд-баннер, пĕренесенчен касса ăсталанă тротуар, кашни ял тăрăхĕн этнографи тĕлĕшĕнчен пуян хăна çурчĕсем, арман… /уяв çинчен тĕплĕнрех – «Республика кунĕ чăвашсен уявĕ çеç мар…» статьяра/.
2019 çул пуçламăшĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ старт илчĕ. Унăн пĕрремĕш утăмĕсем пирки районти тĕп больницăри райпедиатр Венера Горшкова каласа пачĕ. Паянхи кун тĕлне пурнăç тăршшĕне ÿстересси, ачасен пурнăçне упрасси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2018 çулта республикăра 13061 ача çуралнă пулсан, ку 2017 çулхипе танлаштарсан 891 ача сахалтарах. Вĕсенчен 52-шĕ /16-шĕ 1 çула çитиччен/, шел те, тулашри сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлнă: шывра путнă, çул-йĕр аварине лекнĕ, наркăмăшланнă… Çак тата ачасемпе çыхăннă ытти синкерлĕ пулăмсем ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхĕпе явапсăрлăхĕнчен килнĕ.
Районта 2944 ача шутланать, вĕсенчен 49 проценчĕ социаллă хăрушлăхра шутланаççĕ. 94 ача çитĕнекен çемьесем вара пушшех сисчĕвлентереççĕ. Профилактика канашĕсемпе ятарлă службăсен вĕсене куçран вĕçертмесĕр куллен контрольлесе тăмалла.
Çуллахи каникул хула ачисем хутшăннипе те тĕрлĕ инкек-синкек кăларса тăратма пултарать. Йышĕ те пĕчĕк мар – 640 яхăн. Вĕсен тĕлĕшпе тимлĕхе икĕ-виçĕ хут ÿстермелле. Çак таранччен ачасем пирки больницăн йышăну пÿлĕмне 44 çын ыйтупа тухнă пулсан, 60 проценчĕ хула ачисемпе çыхăннă. Шăпах вĕсен пуçсăрлăхĕ, чикесĕр хăюлăхĕ час-часах чавсана çыртма хистет. Çавнашкал хăш-пĕр ачасене больницăна илсе килсен вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата нимĕнле документ çукки те палăрать.
Ачасем çинчен сăмах пынă чухне пĕлтерĕшĕпе иккĕмĕш шайри ыйту пулма пултараймасть. Тĕпренчĕксене куçа сыхланă пек упрамалла…
Район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров çул-йĕр юсассин ыйтăвĕсене çĕклерĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал 60 миллион та 438,130 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Вăл шутран Елчĕк-Курнавăш автоçула асфальт сарма 15 млн та 380,098 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Асăннă объектра «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăн строителĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсем Курнавăшран Комсомольскине каякан 2 километрлă çула юсассине те вĕçлесе пыраççĕ.
Ял тăрăхĕсен çулĕсене те /6,610 километр/ юсама пикеннĕ ĕнтĕ. Кунта, çавăн пекех Елчĕк ялĕнчи Октябрь урамĕнчи 9-мĕш çурт картишне хăтлăх кĕртессипе те вырăнти çул-йĕр ăстисемех тимлеççĕ. Ĕç калăпăшĕ – 327 пин тенкĕлĕх.
Сăмах май коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли контейнерсем туса вырнаçтарас ыйту та хускалчĕ. Паянччен 135-шĕнчен 7-шне туса лартнă. Сентябрь пуçламăшĕччен ыттисене те вырнаçтарма палăртнă.
Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби çирĕплетнĕ тăрăх, утă уйăхĕнчен пĕр çын пуçне хуласемпе район центрĕсенче пурăнакансен çÿп-çапшăн 76,90 тенкĕ, ялтисен 61,67 тенкĕ тÿлемелле пулать.