Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ача сассипе илемлĕ çемье

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче райадминистрацин ЗАГС пайĕнче нумай ачаллă çемьесене чысларĕç. Вĕсене пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин, ЗАГС пайĕн ертÿçи Надежда Баймушкина, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн, Елчĕк район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пайăн тата халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсем саламларĕç.

3-шер ача çитĕнтерекен Кĕçĕн Таяпари Ираида тата Александр Головинсен, Елчĕкри Татьянăпа Андрей Шакинсен, Аслă Елчĕкри Наталийăпа Андрей Кантеевсен, Кивĕ Эйпеçри Наталийăпа Григорий Григорьевсен, Вăрăмхăвари Наталья тата Иван Кузнецовсен, 4 ача ÿстерекен Елчĕкри Валентинăпа Андрей Николаевсен, 6-шар ачаллă Лаш Таяпари Наталийăпа Александр Сметанинсен, Кĕçĕн Шăхалĕнчи Галинăпа Владимир Федоровсен çемйисем райадминистрацин пуçлăхĕн аллинчен нумай ачаллă пулнине çирĕплетекен удостоверени илчĕç.

Çак мероприятирех Елчĕкре пурăнакан Убайдуллапа Иродаха Бекмуратовсене савăнăçлă лару-тăрура Амăшĕн капиталне парса чысларĕç. Убайдулла Бекмуратов Елчĕкри тĕп больницăра терапевт тухтăрта тăрăшать, района «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн килнĕ вăл.

– Çемье ача сасси пуртан илемлĕ. Пăхатăп та паян çак телейпе тулнă çемьесем çине – савăнатăп. Сирĕн хушăра яланах ăнлану хуçалантăр. Мăшăрсем пĕр-пĕрне юратни тата хисеплени çемьене тĕреклĕрех те çирĕпрех пулма, кил-çурт вучахне тивĕçлĕ упранă май чунсене ăшăтса тăма май парать, – палăртрĕ Николай Петрович уява хутшăннă кашни çынна ырлăх-сывлăх, телей те ăнăçу суннă май.

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансен музыка саламĕ уява хаваслăх кĕртрĕ.

Е.ПЕТРОВА



Елчек ен
18 мая 2019
10:52
Поделиться