Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕç пуçланнине çын курчĕ, вĕçленнине – курмарĕ

Ĕç пуçланнине çын курчĕ, вĕçленнине – курмарĕ

«Победа» сахал яваплă обществăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехника ыйтнă чи кĕске вăхăтра – 7 ĕç кунĕнче акса пĕтернĕ. Паян кунта пĕр çул ÿсекен курăксене акассине те вĕçленĕ, унăн лаптăкĕ 87 гектар йышăнать.
Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хуракансен аслă та çутă Мăнкун уявне тивĕçлипе кĕтсе илме сăлтавĕ пысăк. Иртнĕ кĕçнерникун вĕсем хире пуçласа тыр-пул акма тухнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле кунта пулнă вăхăтра Николай Головин директор шантарса каланă сăмах тивĕçлипе тÿрре тухрĕ.
Ĕçри ăнăçлăх хăйсенчен нумай килнине лайăх ăнланакан механизаторсем – Раиль Самигуллинпа Анатолий Сорокин, чăн-чăнах, хĕрÿ вăхăтăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курнă, çирĕплетсе панă хăватлă агрегатсене кăлтăксăр ĕçлеттерме пултарнă. Акнă лаптăксене хыççăнах пусăрăнтарассине те кирлĕ пек йĕркеленĕ. Кăçал çуркуннерен тытăнсах типĕ çанталăк тăнă вăхăтра çак агротехника мероприятине пурнăçлассине пурте малти вырăна хураççĕ. Анасене пусăрантарас ĕçе пурнăçлама кунта Владимир тата Сергей Козловсене çирĕплетнĕ. Петр Головин, Вячеслав Немцев водительсем ака агрегачĕсене чăрмавсăр вăрлăхпа тивĕçтернĕ.
Малашне, çанталăк ăшăтса пынă май, кукуруза акасси çинчен шутлама та вăхăт. Унăн лаптăкĕ 100 гектар пулмалла. Çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕллĕ пулма май паракан выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене кашни çул ытларах та ытларах туса илекен хуçалăхра ĕне выльăха тăрантарма усă куракан ытти культурăсене те май пур таран лаптăксенче çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе ятарласа çĕнĕ йышши техника нумай туянаççĕ. Сăмах май, кăçал кукуруза акмалли сеялка, культиватор туяннă.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ
Петр Головин водительпе Раиль Самигуллин механизатор, Александр Филимонов сеяльщик хăйсен ĕçĕпе кăмăллă



26 апреля 2019
14:41
Поделиться