Тăхăр теçетке çула хыçа хăварса та ыйхă мĕнне пĕлмест СССР халăх учителĕ Петр Чернов. Яланхи йăлапа хĕвелпе пĕрле вăранать те унран каярах çывăрма выртать. Ура çине тăрсанах çĕнĕ кун илемĕпе, çурхи кайăксен çепĕç юррипе киленет, чăх-чĕпе апат парать. Çурхи хĕвел ăшшăн пăхнăран симĕс курăк вăй илсе пынине сăнама кăмăллать вăл.
Иртнĕ çулсенче кил картинчи ĕçсене вĕçлесен Петр Никифорович качакисене çырма хĕррине курăк çиме кайса кăкаратчĕ. Халĕ вăл ĕç чакнă. Ун вырăнне кашни кун çуран утать.
– Кунĕпе килтен тухмасăр ларсан хытсах кайĕ ват çын шăм-шакĕ, – тет ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç йĕркипе пурăннă педагог-ветеран.
Унтан хăйсем лартса ÿстернĕ пысăк сад пахчинче тăрмашать. Иртнĕ çулсенче вĕлле хурчĕсем те йышлăччĕ-ха, шел, вĕсен вĕллисем халĕ пушă.
Икĕ çул каялла савнă мăшăрĕ, Лидия Егоровна, йывăр чирлесе ÿкнĕ хыççăн ура çине тăраймарĕ. Çавăнтанпа вăл килте пĕчченех, çапах аптрамасть. Кун мĕнле хăвăрт иртсе кайнине те сиссе юлаймасть. Малти пÿлĕмри сĕтел çинче хаçат-журнал, кĕнекесем типтерлĕн вырнаçнă. Петр Никифорович алăран авторучкăна та ямасть. Район хаçачĕпе те туслă çыхăнура. Компьютер та юнашарах – çĕнĕлĕхе алла илнĕ вăл.
Хисеплĕ çыннăн юбилейне лайăх пĕлсе тăнăран телефон кунĕпе те лăпланмасть. Ырă ята, авторитета Петр Чернов 56 çул ĕç стажĕ пуçтарса, вăл шутран ачасене пĕлÿ тата воспитани парассинче 50 çул тивĕçлипе вăй хурса, тÿрĕ кăмăллăхпа, ăста педагог, çынлăхлă çын пулнипе çĕнсе илнĕ.
Кун-çулăн сÿнми çутă сăнĕсем
Вырăскассинчи Никифор Порфирьевичпа Ирина Федоровна Черновсен улттăмĕш тĕпренчĕкĕ 1929 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче кун çути курнă. Ашшĕ яппунсемпе вырăссен, Пĕрремĕш империализм тата Граждан вăрçисене хутшăннă. Георги хĕресне тивĕçнĕ аслă унтер-офицера каярахпа ял канашĕн пĕрремĕш председательне суйланă. Хутла пĕлекен çыннăн сăмахне ял çыннисем яланах ăша хывнă. Тăлăх çитĕннĕ амăшĕ те, хăй тĕллĕн шкул программине алла илнĕскер, ял çинче тавçăруллă та çивĕч ăс-тăнлă хĕрарăм шутланнă. Черновсен ачисем те ашшĕ-амăшнех хывнă.
Петя кĕçĕн классене Çуткÿлти пуçламăш, 1941-1944 çулсенче Курнавăшри çичĕ çул вĕренмелли шкула чупнă. Унтан вăтам шкула Çĕнĕ Пăвана утнă. Вăл çулсенче алла аттестат илес текенсем Елчĕке кайса 14 предметпа экзамен тытнă. Малалла талпăнакан вуннăмĕш класс ачине куллен 32 çухрăм утасси шиклентермен. Пĕринче вара, алгебра предмечĕпе çырса экзамен тытмалла чухне, çумăр витререн тăкнă пек лÿшкесен те, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем район центрне васканă. Тумтирĕсем йĕп-йĕпе пулсан та çыру ĕçне çырса пĕтерсен килĕсене утнă. Унтан, каç енне, экзаменти паллăна пĕлес тесе, каллех Елчĕке килсе кайнă. Çапла кунне 72 çухрăма çуран парăнтарса кăмăл-туйăм çирĕплехне тĕрĕсленĕ.
Алла аттестат илсен Петя врача вĕренме каяс шухăшпа çунатланнă, хăй вара Хусанти урăх аслă шкула суйласа илнĕ. Килтен пулăшакан пулманран йывăр килнĕ çамрăка. Çавăнпа та вăл хамăрăн тĕп хуламăра – Шупашкара таврăннă. Чи малтанах Чăваш патшалăх учительсен институчĕн химипе технологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Ушкăнра хĕрсем ытларах пулнăран, тăватă каччă кăна, юлташĕ сĕннипе физикăпа математика факультетне куçнă. 1949 çулта дипломлă педагог Курнавăш шкулĕнчи ачасене математика предметне вĕрентме тытăннă. 19 çулхи учитель предмета вĕрентнисĕр пуçне математика, радиотехника кружокĕсем йĕркеленĕ. Тăхăр уйăхран çамрăка районти çар комиссариатне чĕнсе илнĕ. Ака уйăхĕ. Пылчăк çăрăлать. Юланут çине утланса района повестка илме кайнă вăл. Ăсату каçне тăванĕсене пуçтарма та вăхăт юлман – ыранах Канаша тухса каймалла. Çапла вара кутамкка çакса уй-хир урлă утнă та утнă пулас салтак Канашри çар комиссариатне.
Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă Петр Чернов. Совет çарĕнче кĕçĕн командирсен шкулне пĕтернĕ, унтан экзаменсене экстерн мелĕпе тытса артиллери çар училищинчен вĕренсе тухнă. 1951 çулта Вырăскасси каччи ятарлă отрядпа Калуга облаçĕнчи территорисене минăсенчен тасатнă çĕре хутшăннă. Салтак çулĕсене йăл кулăпа аса илет запасри офицер:
– Çарта «перекур» тетчĕç те пирус та туртса пăхнă эпĕ. Унтан туртманнисене сахăр пама пуçларĕç те текех хам ĕмĕрте çăвара пирус хыпса курман.
Гварди кĕçĕн лейтенанчĕ салтак шинельне хывсан Елчĕкри вăтам шкула вырнаçнă. 5-11-мĕш классенче математикăсăр пуçне машиноведенипе электротехника предметне алла илме пулăшнă Петр Никифорович. Часах ăна шухă улттăмĕш класс ертÿçи пулма шаннă. Ачасемпе кăна мар, ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă çĕнĕ учитель. Вĕрентнĕ вăхăтрах хăйĕн пĕлĕвне те малалла ÿстернĕ.
– Аслă классем машиноведени предметне шутсăр юрататчĕç. Каччăсем кăна мар, хĕрсем те техника енне туртăнатчĕç. «Прогресс» хуçалăхри трактористсен 80 проценчĕ Елчĕк шкулĕн выпускникĕччĕ, – пĕлтерет çамрăклах ачасен хисепне çĕнсе илнĕ педагог.
Ачасене ĕç производствине хутшăнтарассине тĕп вырăна хунă учителе физкультура урокĕсене те шанса панă. Ĕнерхи офицер турник çинче тĕрлĕ упражненисем тунине шкул ачисем çăвар карса пăхса тăнă. 1963 çулта ăна производство енĕпе ĕçлекен завуча лартнă, тепĕр виçĕ çултан – шкул директорне.
Петр Никифорович хăйĕн хулпуççийĕ çине пысăк яваплăх тиеннине лайăх ăнланнă: унчченхи пек пĕр предметшăн кăна мар, пĕтĕм вĕрентÿпе воспитани ĕçĕшĕн, кашни учительпе ачашăн тимлемелле, вĕсенчен кăна мар, хăйĕнчен те çирĕп ыйтмалла. Чи кирли вара – пурне те пĕр шухăш-кăмăлпа, пĕр тĕллевпе ĕçлеме, вĕренме хăнăхтарасси. Ÿсĕм туслă та килĕштерсе, кал-кал ĕçленинчен килнине чун-чĕрипе туйнă вăл. Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыма педагогика ĕçĕн чăн-чăн ăстисем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем В.А.Уфукова, Л.М.Таллерова, Т.И.Сергеева тата ыттисем пулăшса пынине те палăртмасăр иртеймĕн.
Директор куллен йĕркелÿ, хуçалăхпа финанс ĕçĕсемпе тимлесен те вĕренÿ ĕçне чи малти вырăна хунă. Шкулта, калăпăр 1000 ытла ача вĕренсен те, вăл кашни ачана кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те лайăх пĕлнĕ. «Шкул – ача – ашшĕ-амăшĕ» ăнлав пĕрремĕш вырăнта пулнăран Петр Никифоровичăн ырă ĕçĕ таврана саланнă.
23 çул директорта тăрăшса ачасене тарăн пĕлÿ парас, шкула çĕнетес тесе нумай тăрăшнă. Çак тапхăрта ĕçе кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене каласа та пĕтереймĕн, çапах та 54 ача вырнаçмалăх интернат /шкула 28 ял ачисем çÿренĕ/, спортзал, столовăй, хушма çурт тунине, инçетрен килекен вĕренекенсене виçĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантарнине, шкула килсе кайма автобус çине тÿлевсĕр çÿрев билечĕсем панине манма пулать-и вара; Е тата Чулхулари автозаводран ГАЗ-53 автомашина хăваласа килсе шкула мĕн чухлĕ пулăшу панине асра тытакансем сахал-и? Ун чухнехи ертÿçĕн учительсен пурнăç условийĕсемшĕн те тăрăшмалла пулнă-çке.
Педагог-новатор уроксене интереслĕ, ачасене кăсăклантарса ирттернĕ.
– Чылайăшĕ математика предметне йывăр теççĕ, анчах вĕсене предмет хăй мар, материала ăша хывма хăйне хăй шанманнине çĕнтерейменни хăратать. Шанăç пулмасан вĕренÿре йывăрлăхсене çĕнтерме çук. Çавăнпа та учителĕн тĕп задачи – ачара йывăрлăхсене çĕнтерме шанăç кĕртесси, чăтăмлă пулма хăнăхтарасси. Учителĕн пĕлменшĕн вăрçмалла мар, ăна вĕрентмелле, – тенине астăваççех ĕнтĕ ветеран-педагогсем.
Шкулта çĕр тĕрлĕ ача, çĕр тĕрлĕ кăмăл. Теприсем, çăмăл мар пурнăçпа пурăнакансем, хăйсене ыттисенчен айванрах тытас йăла та çук мар. Пĕринче çапла кÿршĕ ял шкулĕнче урок ирттернĕ. Ачасемпе паллашнă май Петр Никифорович класс журналне те тишкернĕ: пĕр ачан «2» паллăсем кăна. Вĕренекене ура çине тăратса ыйтусем панă, анчах вăл чĕнмен, пуçне усса тăнă. Ун вырăнне класс: «Вăл калаçмасть!» – тесе кулнă. Çак ача патне те пĕр самантра çул тупнă математик. Кăштах кăна вăхăт иртнĕ, арçын ача урокра хуравлама тытăннă, предметпа интересленсе кайнă.
– Петр Никифорович, Эсир мана çын тунă, – пасарта тĕл пулсан та аллине хыттăн чăмăртать вăл халĕ.
Тепринче тата коридорта пĕр ача тăнă. Директор вăл мĕншĕн урокра маррипе интересленнĕ.
– Кая юлтăм та, учительница кĕртмерĕ…
Çак самантрах директор алăка шаккаса учительницăна тухма, ачана класа кĕрсе ларма ыйтнă. Вĕрентекене вăл ача мĕншĕн кая юлнин сăлтавĕпе интересленмеллине, вĕренекене предмета вĕрентнисĕр пуçне унăн пурнăçри лару-тăрăвне те пĕлмелли пирки сăмах пуçарнă. Хăйсен ялĕнче те шкул пулнă-ха, ача вара, инçе çултан хăрамасăр, музыка шкулне çÿрес тесе кунта вĕреннине ăнланнă директор. Паян вăл Петр Никифоровича тав туса пĕтереймест.
Е тата тепĕр шкул ачин, ытлă-çитлĕ пурăнайманран, треугольникĕ те пулман. Математик хăйĕнне панă.
– Кашни кун ырăпа аса илетĕп Сире, Петр Никифорович. Треугольнике паянхи кун та упратăп, унран пысăк парне çук маншăн, – тет вăл тĕл пулмассерен.
Директорпа е ахаль математикпа куçа-куçăн, уççăн калаçнă ÿкерчĕксене вун-вун тĕслĕх илсе кăтартма пулать.
П.Черновăн педагогикăри тĕп принципĕ – учителĕн ачан чи çывăх çынни, тусĕ пуласси. Çак тĕллевпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă та. Ун çумĕнчен самантлăха та ача татăлман, мĕнле ыйтупа кăна пыман пулĕ. Ĕçлĕ директор кашнийĕн шухăш-кăмăлне итлеме пĕлнĕ, занятисенче кăна мар, уроксем хыççăн та вĕсемпе пĕр-пĕр темăна сÿтсе явма вăхăтне шеллемен.
– Чăн-чăн педагог вăл пĕлÿ кăна памасть, хăйĕн интеллигентлăхĕпе, çынлăхлă пулнипе, хăйĕн тĕслĕхĕпе вĕренекенсене воспитани парать, – тесе палăртать вăл.
Елчĕк шкулĕ ун чухне те, хальхи пекех, предметсен олимпиадисенче районта кăна мар, республикăра малта пынă. Шкул пĕтерекенсенчен медалистсем нумай тухнинче те Петр Никифоровичăн тÿпи пĕчĕк мар. «Пĕлекен ачана олимпиадăна хатĕрлесси темех мар, пĕлменнине пĕлекен тума вара кансĕртерех», – тет халăх учителĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен унăн предмечĕпе вĕренÿ программине пĕлмесĕр тепĕр çула юлни пулман. «Иккĕмĕш çула хăварни ачан чун-чĕрине суранлатать», – ăнлантарать вăл.
Петр Чернов карьерăшăн çунман. Ăна çамрăкрах чухне КПСС райкомне те ĕçлеме чĕннĕ, анчах вăл: «Мана учитель ĕçех килĕшет», – тесе хирĕçлеме те пултарнă.
Директор ĕçтешĕсене, çамрăк педагогсене май пур таран пулăшу аллине тăснă. Уроксене пĕр пекрех пайласа учительсем тухăçлă ĕçлеччĕр, класс тулашĕнчи ĕçсене тивĕçлипе ирттерччĕр, çемьепе пĕрле канма та вăхăт тупччăр тесе ăнтăлнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче Елчĕк шкулĕн директорĕн ĕç опытне центрти хаçат-журналсем нумай çутатнă. Пуçаруллă ертÿçĕ хăй те 20 ытла наукăпа методика ĕçĕсен, «Биение сердца» кĕнеке авторĕ. Вăл Пĕтĕм Союзри учительсен съездне те хутшăннă.
Пархатарлă ĕçшĕн илнĕ наградăсем йышлă унăн. Вăл Чăваш АССР, РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ. Вăлах республикăра пĕртен-пĕр СССР халăх учителĕ /1980/. Вырăскасси чăвашĕн ятне Пысăк Совет Энциклопедине, «Лучшие люди России» энциклопедине кĕртни тата мĕнле пысăк чыс. Çавăн пекех унăн ячĕ Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине çырăннă.
Вăхăта, сывлăха, чун ăшшине шеллемен, шкулпа пурăннă çын общество ĕçĕсенче те пысăк хастарлăх кăтартнă. Чылай çул çут ĕç ĕçченĕсен профсоюз райкомне ертсе пынă. Ăна тăтăшах район, ял Совечĕсен депутатне суйланă. Пропагандистра 36 çул вăй хурса вăл çитмен шкулпа ĕç коллективĕ те юлман. Пенсие тухсан та районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пычĕ. 1989 çултан математика учителĕнче, директорăн çумĕнче тăрăшрĕ, каярах районти методика кабинечĕн методисчĕ çамрăк учительсене хăйĕн ĕç опычĕпе нумай паллаштарчĕ.
В.КИРИЛЛОВА