Йыхравларĕ чупăва «Елчĕк ен»
Район центрĕнче çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ иртрĕ. Унта 22 команда – шкулсенчи, ял тăрăхĕсенчи, организацисенчи 270 спортсмен хутшăнчĕ.
Кросс çĕнтерÿçисем тата призерĕсем
Хĕр ачасем. 2008 çулта çуралнисем тата унтан çамрăкраххисем. 500 м. 1. Елена Сыкина /Патреккел/ – 1.43. 2. Светлана Кузнецова /Аслă Таяпа/ – 1.46. 3. Кристина Печкова /Аслă Елчĕк/ – 1.46,21. Арçын ачасем. 2008 çулта çуралнисем тата унтан çамрăкраххисем. 500 м. 1. Ярослав Мартышкин /Курнавăш/ – 1.39. 2. Алексей Сусметов /Кивĕ Эйпеç/ – 1.41. 3. Вадим Мазюкин /Кивĕ Эйпеç/ – 1.42. Хĕр ачасем. 2006-2007 çулсенче çуралнисем. 500 м. 1. Анастасия Антонова /Патреккел/ – 1.34. 2.Олеся Мекшеева /Кушкă/ – 1.35. 3. Виктория Павлова /Елчĕк/ – 1.35,9. Арçын ачасем. 2006-2007 çулсенче çуралнисем. 1000 м. 1. Олег Ефимов /Аслă Елчĕк/ – 3.32. 2.Руслан Евдокимов /Лаш Таяпа/ – 3.37. 3. Денис Иванов /Елчĕк/ – 3.39. Хĕрсем. 2004-2005 çулсенче çуралнисем. 1000 м. 1.Кристина Федорова /Лаш Таяпа/ – 3.32. 2.Анжела Павлова /Елчĕк/ – 3.40. 3. Ксения Николаева /Патреккел/ – 3.43. Арçын ачасем. 2004-2005 çулсенче çуралнисем. 2000 м.1. Кирилл Кузнецов /Аслă Таяпа/ – 7.05. 2. Александр Афанасьев /Курнавăш/ – 7.07. 3. Артем Журавлев /Лаш Таяпа/ – 7.10. Хĕрсем. 2001-2003 çулсенче çуралнисем. 2000 м. 1. Екатерина Цыганова /Елчĕк/ – 8.19. 2. Серафима Самакова /Кушкă/ – 8.37. 3. Екатерина Агеева /Елчĕк/ – 8.46. Яшсем. 2001-2003 çулсенче çуралнисем. 3000 м. 1. Денис Михеев /Кушкă/ – 10.26. 2. Виктор Райков /Елчĕк/ – 10.34. 3. Владимир Иванов /Курнавăш/ – 10.38. Хĕрарăмсем. 1000 м. 1. Елена Перепелкина /Хăвăлçырма/. 2. Анна Симакова /Кĕçĕн Таяпа/. 3. Елена Портнова /Елчĕк/. Арçынсем. 2000 м. 1. Иван Головин /Кĕçĕн Таяпа/. 2. Георгий Агеев /Аслă Елчĕк/. 3. Александр Мижеров /Лаш Таяпа/. Ветерансем. Хĕрарăмсем. 500 м. 1. Лариса Гладкова /Курнавăш/. 2. Светлана Усанова /райадминистраци/. 3. Лариса Ильина /Кĕçĕн Таяпа/. Ветерансем. Арçынсем. 1000 м. 1. Борис Головин /Кĕçĕн Таяпа/. 2. Василий Абдулкин /Лаш Таяпа/. 3. Дмитрий Судаков /подстанци/.
Командăсем. Тĕп шкулсем. 1. Патреккел. 2. Аслă Таяпа. 3. Тĕмер. Вăтам шкулсем. 1. Елчĕк. 2. Кушкă. 3. Курнавăш. Ял тăрăхĕсем, организацисем. 1. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. 2. Елчĕк ял тăрăхĕ. 3.Район администрацийĕ.Çуран чупма юратакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Совет Союзĕн чемпионĕ, СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Григорьев саламласа ăнăçу суннă май, çак массăллă ăмăрту районти чылай çамрăка çăмăл атлетикăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнине палăртрĕç.
Ăмăрту кунĕ иртнĕ çулхи пекех сулхăн пулчĕ пулин те, старта тухакансене шиклентермерĕ вăл. «Çумăр кăна ан çутăрччĕ», – терĕç вĕсем. Чи пĕчĕккисем – 2008 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем 500 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Кăçал ку ушкăнра йыш пысăках пулмарĕ – 24 атлет икĕ ушкăна пайланса чупрĕ, анчах вăл ăмăрту çивĕчлĕхне пĕрре те чакармарĕ. Çакна кăтартусен тăкăслăхĕ те çирĕплетет: пĕрремĕш вырăна тухнă Елена Сыкина /Патреккел, 1.43/ Аслă Таяпари Светлана Кузнецовăран виçĕ çеккунт çеç выляса илчĕ. Виççĕмĕш призер Кристина Печкова /Аслă Елчĕк/ вара умĕнхинчен 1 çеккунтран та каярах çеç юлчĕ. Танлаштарма: иртнĕ çул асăннă дистанцири чи лайăх вăхăт 1 минут 34 çеккунт пулнă. Ку ÿсĕмри арçын ачасенчен пьедестал çине Курнавăш шкулĕнчи Ярослав Мартышкин, Кивĕ Эйпеçри Алексей Сусметовпа Вадим Мазюкин хăпарма тивĕçрĕç.
2006-2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасем те 500 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Иртнĕ çулхи чемпионка – Кушкăри Олеся Мекшеева хальхинче иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Вăл Патреккелти Анастасия Антоновăна 1 çеккунт çеç выляса ячĕ. Елчĕкри Виктория Павлова та юнашарах вĕçлерĕ дистанцие. Вĕсен тантăшĕсем вара, арçын ачасем, 1000 метра ăнăçлă парăнтарассишĕн ăмăртрĕç. Кунта Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен, спортăн тĕрлĕ енĕпе çитĕнÿсем туптакан Олег Ефимова çитекенни пулмарĕ. Вăл шăпах кросс ирттернĕ кун çуралнă та, тен, çак хавхалану та вăй хушнă тăр.
Шкул ачисенчен пĕлтĕрхи çĕнтерĕве çирĕплетекенсенчен пĕр атлет кăна пулчĕ – Кристина Федорова /Лаш Таяпа/. Вăл 1000 метра чупассипе призерсенчен 8-11 çеккунт выляса илчĕ. Елчĕкри Екатерина Цыганова кăтартăвĕ /8.19/ вара пуринчен те «шанчăкли» пулчĕ. «Зарница» отрядăн пултаруллă командирĕ 2 пин метрлă дистанцире иккĕмĕш призертан 18, виççĕмĕшĕнчен 27 çеккунт маларах чупса тухма пултарчĕ. Кушкă шкулĕнчи Денис Михеевăн та савăнма сăлтав çителĕклех, мĕншĕн тесен вăл иртнĕ çулхи призлă вырăна хальхинче çĕнтерÿпе çирĕплетрĕ. Унăн 3000 метра чупса тухнă вăхăчĕ – 10.26.
Кăçалхи чупу çитĕннисен активлăхĕпе те уйрăлса тăрать. 10 ĕç коллективĕнчен 37 спортсмен хутшăнни тахçанах пулманччĕ-ха. Районти почта çыхăну уйрăмĕн /начальникĕ Алина Головина/ команди старта тухни те хăйне кура çĕнĕлĕх. Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн командисене пĕлтĕрхи пекех тулли йышпа тупăшни те çÿле çĕкленме пулăшрĕ тĕр. Çав вăхăтрах Аслă Пăла Тимеш, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çуркуннехи массăллă чупăва хăçан командăсем тăратĕç-ши; Ытти коллективсенчи уйрăм атлетсене вара палăртмасăр мĕнле иртĕн-ха. Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи çинчен хаçатра пĕр хутчен мар çырнă. Хальхинче каллех сăлтав тупăнчĕ: ветерансен ушкăнĕнче кăçал та унпа танлашакан тупăнмарĕ. Иртнĕ тапхăрта пĕр хутчен мар çĕнтернĕ мăшăрĕн кăçал хутшăнма май килмен. Анчах вăл «шăйрăка» ывăлĕ «тÿрлетрĕ»: Иван 40 çула çитичченхи арçынсем хушшинче финиш хăйăвне пĕрремĕш сĕртĕнчĕ. Ветерансен ушкăнĕнче çĕнтернĕ Лариса Гладкова /Курнавăш/ та ырă сăмаха тивĕç. Шкул çулĕсенчи чемпионка çемьеленсен те «спорт королевинчен» уйрăлмарĕ, çуркуннехи кросра вăл пĕрре те выляса яман. Уйрăм дистанцисенчи чемпионсем «Елчĕк ен» хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çула тÿлевсĕр илсе тăрĕç.
Ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, полици уйрăмĕн ĕçченĕсене, физкультура учителĕсене тав тăватпăр.
Николай МАЛЫШКИН