Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юсавлă техника – ĕç ăнăçлăхĕ

Акционерсен «Прогресс» хупă обществи çĕнĕ техникăна тата малтисен технологийĕсене çул парассипе ăнăçлă ĕçлет – кунта çулсерен пысăк тухăçлă, энергие перекетлекен хăватлă техника хатĕрĕсем туянаççĕ. Кивĕрех йышши техника хатĕрĕсен ĕмĕрне тăсасси, ăна шанчăклăн юсаса тăрасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ механизаторсемпе водительсем.

Çавна май хуçалăхри машинăпа трактор паркĕсенче яланах йĕркелĕх хуçаланать. Ял хуçалăхĕнче усă куракан тĕрлĕ техника – плугсемпе çĕре кăпкалатмалли хатĕрсем, сеялкăсемпе жаткăсем, косилкăсем, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен, выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсем, тăпрана минераллă удобренисем хывмалли, ял хуçалăх культурисене тĕрлĕ çум курăкĕнчен, хурт-кăпшанкăран хÿтĕлемелли агрегатсемпе машинăсем – кашниех юсавлисен ретĕнче кунта.

– Юсавлă техника – ĕç ăнăçлăхĕ. Вăл хăйне пăхнине юратать. Çавăнпа ăна юсасах тăма, шанчăклă ĕçлеттерме тăрăшатпăр, – теççĕ механизаторсем.



Елчек ен