Тĕпчевçĕсем Совет Союзĕ çак юнлă вăрçăра 27 миллион таран çын çухатни çинчен çыраççĕ. Чăннипе миçе çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине никам та нихăçан та шутласа кăлараймĕ, мĕншĕн тесен ялсенчен тата хуласенчен вăрçа миçе çын хутшăннине, вĕсенчен миçе ентеш çапăçу хирĕнче выртса юлнине татăклăн палăртман. Сăмахран, Тĕмер ялне илес пулсан, районти çар комиссариачĕ пулнă çурт умĕнче ялти 103 çын вăрçăра вилнине çырса хунă. Ялти палăк çинче урăхла цифра. «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» /2016 ç./ кĕнекере эпĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă 260 çын хушаматне асăнтăм, çав шутран вăрçăра вилнĕ 125 çынна тупса палăртрăм. Анчах та çак цифрăсене те татăклă теме çук, мĕншĕн тесен вăрçă умĕн 10-15 çул е унтан та маларах ялтан тухса кайнă нумай çын шăпине пĕлместпĕр. Чылайăшĕ çав вăхăтра тăван ялпа, çывăх çыннисемпе хутшăнăва çухатма пултарнă. Çакăн пек тĕслĕхсем татах та пуррине кĕнеке пичетленнĕ хыççăн калакансем чылай пулчĕç. Çак статьяра эпĕ вĕсем çинчен мар, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулĕсенче ялта, ял хуçалăхĕнче, ытти отрасльте вăй хунă, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕç пулнă ентешсем пирки çырасшăн. Çак медале 1945 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совечĕн Указĕпе çирĕплетнĕ. Çак çулах кĕркунне унпа тыл ĕçченĕсене чыслама пуçланă. Елчĕк районĕнчи патшалăх архивĕнче асăннă медальпе СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн ячĕпе чысланă çынсен списокĕсем упранаççĕ. Çак наградăпа тыл ĕçченĕсене ĕç çынни халăх депутачĕсен Елчĕк районĕнчи ĕçтăвкомĕн председателĕ Зиновий Сергеевич Осипов е унăн пĕрремĕш çумĕ пулса ĕçленĕ Андрей Александрович Муратов чысланă. Пĕрремĕш чыслав 1945 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче райсовет ĕçтăвкомĕн çуртĕнче районти колхоз, ял Совет председателĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен канашлăвĕнче иртнĕ, списокра 23 хушамат пулнă. Вĕсен шутĕнче ВКП ?б/ Елчĕк райкомĕн секретарĕсем Степан Васильевич Макаров, Иван Степанович Степанов, Иван Александрович Александров, райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ Зиновий Сергеевич Осипов, Ворошилов ячĕллĕ колхоз председателĕ Василий Васильевич Зайцев, парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ Владимир Михайлович Немцев тата ыттисем. Тепĕр кунне – 1945 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче райсовет ĕçтăвкомĕн анлă ларăвĕнче çак медальпе республикипе паллă çынна – Сăрьелĕнчи «Марс» колхоз председательне, хăй укçи-тенкипе Совет Союзĕн Геройне Кочетов летчика самолет туянса панă Абдул Гаязович Гаязова, «Колхоз ялавĕ» хаçат редакторне Александр Федорович Чернова /Çирĕклĕ Шăхаль/, Тĕмер çыннисене – Елчĕкри машинăпа трактор станцийĕнче малта пыракан 8-мĕш трактор бригадин бригадирне Павел Иванович Маркова, райсовет ĕçтăвкомĕн нумай ачаллă çемьесене патшалăх пособийĕсемпе тивĕçтерекен Ксения Сергеевна Фроловăна, вăрçă çулĕсенче палăрнă ытти шайри ертÿçĕсене панă. Çак чыса 1946-1948 çулсенче Тĕмер ялĕн çыннисем – райсовет ĕçтăвкомĕн ял хуçалăх пайĕн каучук туса илекен агрономĕ Александр Никитич Никитин, Çĕнĕ Тĕмер ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕ Егор Сергеевич Герасимов, «Колхоз ялавĕ» хаçат редакторĕ Нестер Алексеевич Алексеев, пуçламăш классен учительници Анастасия Антоновна Жирнова /каярах Патреккелĕнчи вăрçă ветеранне Николай Ястребова качча тухнă/ тата ыттисем те тивĕçнĕ. Çапла вара 1945-1947 çулсенче Тĕмерти 335 çын хаяр вăрçă çулĕсенче ырми-канми ĕçленĕшĕн çĕршыв наградине тивĕçнĕ. Райĕçтăвком председателĕн З.Осиповăн Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумне 1949 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче янă хуравĕ тăрăх, 1945-1948 çулсенче Елчĕк районĕнче 10121 тыл ĕçченне медальпе чыслани, хуçисем районтан тухса кайнипе, вĕсем ăçта пурăннине палăртайманнипе 8 медале каялла тавăрса пани паллă. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе халăх хуçалăхĕн мĕн пур отраслĕнче, парти, совет, профсоюз, общество организацийĕсенче вăрçă вăхăтĕнче пĕр çулталăкран кая мар ĕçленĕ, çирĕплетнĕ ĕç нормисене пурнăçласа пынă /колхозра çулталăкри ĕç минимумне тултарнă колхозниксене/ çынсене наградăланă. Производствăна каялла таврăннă вăрçă инваличĕсем, çул çитмен рабочисем, колхозниксем, ФЗО шкулĕсене пĕтернĕ çамрăксем, ĕç инваличĕсем, çемьери лару-тăрăва пула ĕçрен хăтарнă хĕрарăмсем, ватă рабочисемпе колхозниксем çак медале 1941-1945 çулсенче 6 уйăх е унтан сахалрах ĕçлесен те тивĕçнĕ. Асăннă наградăпа 1987 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 16 миллион ытларах çынна чыслани паллă.
Николай АЛЕКСЕЕВ