Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Ĕнер 60 çул тултарнă Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Анатольевич Кошкина сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлакансем нумаййăн пулнинчен тĕлĕнессĕмĕр çук. Ялан халăх хушшинче пулма хăнăхнă – 13 çул пĕр улшăнмасăр 7 ял территорине пĕрлештерсе тăракан административлă орган ертÿçин тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлакан, малтан та яваплă ĕç вырăнĕсенче вăй хунă çак çынна, паллах, районта пурте тенĕ пекех лайăх паллаççĕ анчах мар, хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ырă ята ыйтса илеес çуках, ăна вăл ял-йышпа пĕр шухăшлă пулса ĕçленипе çĕнсе илнĕ.

…2005 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕнче Элпуçпа Кармал ялĕсенчен тăратнă кандидат – Леонид Кошкин чи нумай сасă пуçтарса /суйлава хутшăннисен 31,95 проценчĕ уншăн сасăланă/ çĕнĕрен йĕркеленнĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Пысăк чыс! Канăçсăр чун-чĕреллĕ Леонид Анатольевич ят-сум пирки, пуçлăх пуканне йышăнса унта меллĕрех вырнаçса ларасси пирки шутлама пултарайнă-и? Çук, паллах. Унăн пуçĕ урăх шухăшпа тулнă: çынсен пурнăç шайне лайăхлатассипе, тĕрлĕрен ыйтусене май пур таран халăх кăмăлне тивĕçтермелле татса парассипе, тăван тавралăха симĕслентерессипе… пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле. Пĕр сăмахпа, ял-йыш шанăçне тивĕçлипе тÿрре кăлармалла, «тилхепене» те алăра çирĕп тытмалла.

Леонид Кошкин ертсе пынипе ял тăрăхĕнче çак тапхăрта çул-йĕр инфраструктурине лайăхлатассипе нумай вăй хунине пĕлетпĕр. Çак ĕçсене кашни çул май пулнă, вăй çитнĕ таран пурнăçланă. Епле кăмăллă: халĕ Хăвăлçырма ялĕн тĕп урамне тап-такăр асфальтлă çул илсе çитерет, кунти ытти урамсене те вак чул сарса хытарнă. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче те, Кÿлхĕрри урамран пуçласа Лавкка урамĕ таранах – хытарнă çул, çумăрлă çанталăкра çула тухсан та пушмак пылчăкпа вараланмасть. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулнăран çул-йĕр тума федераци программипе килĕшÿллĕн уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курма тивĕçлĕ пулнă – 12 миллион тенке яхăнлăх пая кĕнĕ. Çапла майпа 2016 çулта Мучар тата Тĕмер ялĕсем хушшинчи 1,1 çухрăм инçĕшĕнчи çула асфальт сарнă.

– Халĕччен пурнăçланă ĕçпе лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. 2017 çултан пуçласа республикăра общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантармалли программа вăя кĕни халăхпа тата çывăхрах пулма, тачăрах хутшăнса ĕçлеме хистет. Малашне пĕрлехи вăйпа пурнăçлама палăртакан ĕçсем те сахал мар пирĕн, – терĕ Леонид Анатольевич.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ кирек хăш мероприятие те ячĕшĕн мар, тивĕçлипе, çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пултарнипе палăрса тăрать. Çак çулсенче республикăра муниципалитетсен шайĕнче йĕркелесе ирттерекен тĕрлĕрен конкурссене те сахал мар хутшăннă. Ял тăрăхне виçĕ хутчен «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» ят панă. 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Леонид Кошкин хăй уйрăм чыса – «Муниципалитет йĕркеленĕвĕн чи лайăх пуçлăхĕ» ята тивĕçлĕ пулнă. Кунти ялсенче пурăнакансем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленипе пурнăçлакан пысăк ĕçсене район ертÿлĕхĕ те пысăка хурса хаклать. Пытармалли çук, халăх сăмахĕ, тепĕр чухне, тăварлă та. Апла пулин те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ сиксе тухакан лару-тăрура çухалса каймасть, тивĕçлĕ йышăнусем тума пĕлет. Ĕçри ăсталăх вара чун хевти çирĕпленсе, туптанса пынă май тата ÿссе пырать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăх мĕнпе «сывланине», ăна мĕн пăшăрхантарнине витĕр курса, пĕлсе тăрать. Халăх хăйне хумхантаракан ыйтусене граждансен пухăвĕсенче çĕклет, ял тăрăхĕн администрацине йышăнăва та пыраççĕ. Вĕсене муниципалитет ĕçĕ тата саккунсенчи çĕнĕлĕхсене каласа кăтартасси – пĕр енлĕ тивĕç. Анчах халăх вĕсене мĕнле йышăнать? Çакă – чи кирли. Территорисене тирпей-илем кĕртесси, йывăç-тĕм лартасси, хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатасси, масарсемпе çут çанталăк палăкĕсене, çăл куçсене пăхса тăрасси, сулăм укçи пуçтарасси, выльăха кĕтĕве кăларса черетпе пăхассине йĕркелесси… – яланхи ыйтусем. Калаçтараканни вара тупăнсах тăрать. Тĕслĕхрен, йăлара усă курнă хытă каяшсене вырăнсенчен турттарса тухассинче Раççей территорийĕпех çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе те ял çыннин пĕтĕм ÿпкев сăмахне ял администрацийĕн хăй çине илме тивет. Çивĕч ыйтăва вăхăтра татса пама пултарнăран хальхи вăхăтра хăш-пĕр самантсене уçăмлатма май килнĕ ĕнтĕ. Вырăнти специалистсем хутшăннипе ку енĕпе халăх хушшинчи ăнлантару ĕçĕсене те тивĕçлипе туса ирттернĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чылай ыйтăва татса панипе анчах çырлахмасть, хăй те йышран уйрăлмасть, ялан халăхпа пĕрле: йывăç лартма, спорт, культура мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Чăваш халăхĕн ламран-лама куçакан Питрав уявне Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче вун-вун çултанпа çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарнине те тивĕçлипе хакламалăх пур. Леонид Анатольевич уншăн хăй те кăмăллă. Авалхи пĕлтерĕшлĕ уява çÿллĕ шайра ирттерессишĕн ырми-канми вăй хуракан вырăнти культура ĕçченĕсене ырăпа аса илчĕ. Пуçлăх кирек кампа та тÿррĕн калаçать, вĕсемпе çăмăллăнах ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме те пултарать. Ырă кăмăллă, хăйсем çуралса ÿснĕ тăван яла малалла аталантарассишĕн вăй-халне, укçи-тенкине шеллемен çынсем, вырăнти «АСК-Яльчики», «Труд», «Эмметево» ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пулăшнипе – тенкĕ çумне тенкĕ хушса пысăк мероприятисене те яланах çын тĕлĕнсе тăмалла, çÿллĕ шайра ирттереççĕ кунта. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăй те спонсорсене куç тĕлне тума, хавхалантарма манмасть. Халăх ырлăхĕшĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшни, чăннипех, пархатарлă.

…Леонид Кошкин хальхи вăхăтри нумай çамрăк ертÿçĕшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Лайăх йĕркелÿçĕ, халăх шанăçне тивĕçлипе тÿрре кăларакан – ял-йыш хисепне чăннипех тивĕçлĕ çын. Ырă пуçарусем тума, тăрăшса ĕçлеме хавхалантараканĕ вара – çемье. Вăл – тĕп тĕрек, хÿтлĕх. Мăшăрĕн, ачисемпе мăнукĕсен юратăвĕпе хисепĕ мал ĕмĕтлĕ, хастарлă, хыт утăмлă пулма хистет ăна.

Светлана АРХИПОВА



Елчек ен
06 апреля 2019
14:43
Поделиться