Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çыннисене ăнлантараççĕ

2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче телекурав çĕнĕ меслет – цифрăллă технологи – çине куçĕ.

Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тĕллевпе ялсенче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ. Çак тĕллевпе куракансене кирлĕ оборудованисене вырнаçтарма пулăшас, патшалăх программипе килĕшÿллĕн цифрăллă телекурав çăмăллăхне ăнлантарас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче ятарласа вĕрентнĕ волонтерсем ĕçлеççĕ. Ятарлă ушкăн хуçалăхсене çитсе цифрăллă телеэфир стандартне тĕпченĕ. Ялсенче спутник хатĕрĕпе, цифра приставкипе е DVB-T2 телевизорсемпе усă куракансем ытларах. Çапах та аналог куравпа усă куракансен йышĕ те пĕчĕк мар.

Çакна палăртса хăвармалла: енчен те эсир цифра телекуравĕ валли туяннă оборудование хăвăр вырнаçтараймастăр пулсан «Чăваш Республикинчи РТПЦ» РТРС филиалĕн специалисчĕсем вĕрентнĕ волонтерсем сире çийĕнчех çак ĕçе пурнăçлама пулăшаççĕ. Çак тĕллевпе эсир 8 /8352/ 26-11-11 /«хĕрÿ лини» телефонĕ/ номерпе консультаци илме пултаратăр.

ХАКЛАВ

А.КИРИЛЛОВ, 60 çулта:

– Цифрăллă телекурав мелĕ пирĕн пата çитнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Телевизор çумĕнчи приставка-модульне хамах вырнаçтартăм. Халĕ 20 каналпа тĕрлĕрен кăларăм пăхатăп. Телевизор питĕ пахалăхлă кăтартать. Цифрăллă телекурав питĕ меллĕ те тÿлевсĕр пулни савăнтарать.



Елчек ен