Нумай ачаллă çемьесене – ятарлă удостоверени
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.
Канашлу çемьесене нумай ачаллă пулнине çирĕплетекен удостоверени панинчен пуçланчĕ. Çак хисеплĕ документа район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен 3-шер ачаллă Наталийăпа Сергей Вершковсем /Патреккел/ тата Екатеринăпа Виктор Цыгановсем /Тип Тимеш/ тивĕçрĕç. Сăмах май, районта паянхи кун 272 нумай ачаллă çемье, çав шутран 3-шер ачаллă – 229, 4-шар ачаллă 34, 5-шер ачаллă – 6, 6,7,8-шар ачаллă 1-ер çемье шутра тăрать.
Канашлăва Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов хутшăнчĕ. Николай Иванович çурхи шыв-шур кÿме пултаракан инкекрен тата пушартан /уйрăмах çуркуннехи-çуллахи тапхăрта/ сыхланас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçал республика территорийĕнче юр хулăнăшĕ нормăран 5-25 сантиметр ытларах, юрти шыв саппасĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах /129 процент/. Çĕр 30-70 сантиметр, нормăран чылай сахалрах шăннă. Çакă юр хăвăрт ирĕлсе шыв ытлашши сарăласран упрамалла. Кăçалхи ейÿ 17 районти 57 яла сарăлас хăрушлăх пур. Пăла шывĕ хăпарса Патăрьелпе Елчĕк районĕсенчи, Кĕтне – Комсомольски районĕнчи хăш-пĕр ялсенчи çуртсене кĕрес, Кĕçĕн Çавал Çĕрпÿ районĕнчи автоçулăн пĕр сыпăкне хуплас хăрушлăх пур. Юр тăруках ирĕлес пулсан районти Кушкă, Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел, Элекçей Тимеш ялĕсенчи хăш та пĕр çурта шыв кĕме пултарать. Çавăнпа та çак тăрăхсенчи халăхăн питĕ тимлĕ пулмалла, ейÿ тапхăрне маларахах хатĕрленсе шыв илес хăрушлăх пур çуртсенчи сĕтел-пукана, холодильниксемпе ытти пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе урăх вырăна куçармалла. Ку енĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Питтĕпел, Энтепе, Кивĕ Арланкасси ялĕсен çывăхĕнче газ пăрăхĕсем çиелтех пулни те тимлĕ пулма хистет, вĕсем тивĕçлĕ шайра пулнине те тĕрĕслесех тăмалла. Выльăх масарĕсене, шыв юхтаракан пăрăхсене, канализацисене, наркăмăшлă химикатсен тата çунтармалли-сĕрмелли материалсен склачĕсене пăхса асăрхаса тăни те тĕрлĕ пăтăрмахран сыхланма пулăшĕ. Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Георгий Зайцев, Валерий Афанасьев, Валерий Петров вырăнта çурхи шыв-шуртан асăрханас, ял тăрăхĕсенче вырнаçнă гидротехника сооруженийĕсемпе плотинасене асăрхаса тăрас енĕпе мĕнлерех ĕç-хĕл пурнăçлани пирки каласа кăтартрĕç.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Баймушкин асăннă станцин 2018 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. Иртнĕ çул тĕрлĕ чирсене хирĕç кĕрешсе ветеринари станцийĕ прививкăсемпе вакцинацисене, ытти ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пынă. Пĕлтĕр халăха хĕрÿ калаçтарнă тата сехĕрлентернĕ пăтăрмахсенчен пĕри – район центрĕнче кайăк-кĕшĕк грипĕн вирусне тупса палăртни. Ăна ытти вырăна сарăлма парас мар тесе ветеринарсем мĕн пур ĕçе тĕплĕн пурнăçланă.
Канашлура «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн клиентсемпе ĕçлекен Елчĕк районĕнчи специалисчĕ Татьяна Адюкова сăмах илчĕ. Вăл коммуналлă хытă каяшсене турттарассипе çыхăннă ĕç-хĕл районта мĕнле пурнăçланса пыни, регион операторĕн 5 уйăхри ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен каласа кăтартрĕ. Оператор палăртнă тăрăх, хытă каяшсене турттарнăшăн тивекен тÿлеве çĕнĕрен юлашки 6 уйăхшăн шутласа тухаççĕ, çавăнпа та граждансен кирлĕ справкăсене вăхăтра тăратса ĕлкĕрмелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Чăваш Енре федераци телеканалĕсен аналоглă «сигналне» кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен сÿнтерессипе çыхăннă ыйтăва хускатрĕ. Çак кунран регионта пурăнакансем цифрăллă телекурава – федерацин 20 каналне тÿлевсĕрех курма пултараççĕ. Анчах та асăннă каналсене курас тесен цифрăллă канала тытман телевизорлă граждансен апрелĕн 15-мĕшĕччен ятарлă оборудовани туянса ĕлкĕрмелле. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсемпе сахал тупăшлă çемьесене оборудование туянассипе çыхăннă расхутсемшĕн компенсаци тивет. Ăна илес тесен граждансен Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пая пырса заявлени çырмалла тата кирлĕ документсем тăратмалла. Тĕплĕнрех эсир асăннă пайран 2-58-35 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.
Мартăн 15-мĕшĕнчен республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ. Унта кашни çын чун-чĕре ыйтнипе хастар хутшăнасса шанса тăратпăр. Пухмачри укçа-тенкĕ ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен тата сусăр ачасене пулăшма, больницăсем валли çĕнĕ оборудованисемпе препаратсем, вĕренÿ учрежденийĕсем тата ача çурчĕсем валли сĕтел-пукан туянма, ача-пăча площадкисем хута яма тата ытти сăваплă ĕç пурнăçлама расхутланĕ.
Е.ПЕТРОВА