Хурт-хăмăр ĕрчетесси
Çуркунне çитнĕ май пирĕн çунатлă туссем, уйрăмах карпатски ăратри вĕлле хурчĕсем, ыйхăран вăранаççĕ. Среднерусски /районированный, тетпĕр вĕсене/ вĕлле хурчĕсем çăмхара чăмăртанса лараççĕ.
2018 çулта вĕлле хурчĕ усракансен йышĕ ÿсни савăнтарать. Тĕпрен илсен, вĕсенчен нумайăшĕ иртнĕ çул пыл илес енĕпе лайăх ĕçленĕ. Хăш-пĕр утарçăсем варроатоз чирĕпе кĕрешмелли кирлĕ ĕçсене çителĕксĕр пурнăçланăран, нумай вĕлле хуртне вĕлерсе пĕтерчĕç. Вилнисен вырăнне çу каçипех çĕнĕ çемьесем тума тивнĕрен, нумай тăкак тÿсрĕç.
Варроатоз чирĕпе асăрхануллă пулмалла. Юлашки çулсенче сăнанă тăрăх утарçăсем хурт-хăмăра кĕркунне çеç çак чиртен сиплеççĕ пулсан кĕтсех тăр – хĕл каçнă вăхăта вĕллесем вилсе пĕтеççĕ. Епле майпа тата мĕнле препаратсемпе сиплемелли çинчен Патăрьел районĕнче кашни çул иртекен хурт-хăмăр ăстисен канашлăвĕнче ăнлантарса пама тăрăшатпăр. Ку чухне ветеринари енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсене чĕнсе илетпĕр. Икĕ çул каяллахи семинар-канашлура Мускаври Агробиопром специалисчĕсем вĕлле хурчĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен мĕнле сиплемеллине пит аван ăнлантарса панăччĕ. Уйрăмах варроатозпа пĕлсе тата вăхăтра кĕрешме пĕлмелле. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра шăпах çак чире пула çĕршывра кăна мар, пĕтĕм Европăра вĕлле хурчĕсем чакса пыраççĕ. Унсăр пуçне тата нозематоз, аскосфероз, акарапидоз, мешотчатый расплод чирĕсем пусмăрлаççĕ. Çак чирсене ăнланса, комплекслă майпа сиплесе пырсан тин вĕлле хурчĕсем аталанса пыма пултарĕç.
Пĕлтĕр çăка йывăçĕ июнĕн 30-мĕшĕнче çеçке çурчĕ. Юлашки 7 çула танлаштарсан, вĕлле хурчĕсем иртнĕ çул çăка çеçки çинче 12 кун пыл пуçтарчĕç. Çакă пит лайăх кăтарту пулчĕ. Мĕншĕн тесен ытти çулсенче вĕсем 3-5 кун анчах ĕçлесе юлатчĕç. Пĕлтĕр уйрăмах çăка йывăçĕ лайăх нектар кăларнипе палăрса тăчĕ. Ăста утарçăсем пĕр вĕллерен 40-50 кг таран паха çăка пылĕ юхтарса илме пултарчĕç. Çăка çеçкене ларнă вăхăтра сăнаса тăракан вĕлле талăкра 6-7 кг хутшăнса пычĕ. Сăмах май, 2010 çулта çанталăк ытла шăрăх тăчĕ пулсан та талăкра 8 кг нектар пуçтарнăччĕ. Çăка йывăçĕнчен пуçтарнă пыл тĕнчере чи лайăххи шутланать.
Хир енче вырнаçнă утарсенче кăтартусем пĕчĕкрех. Мĕншĕн тесен çу уйăхĕсенче çумăр сахал çурĕ, пыл паракан нумай ÿсен-тăран типсе кайрĕ. Çакна кура хурт амисем ир çăвăр сапма /кĕркунне енне кайсан – август уйăхĕнче/ пăрахрĕç. Вĕлле хурчĕсене урамра, юр айĕнче хĕл каçаракансен çуркунне çитсе пынă май, канди парса пулăшма сĕнÿ панă пулăттăм. Вĕсем пĕрремĕш вĕçев тусан кандие пыльцапа, каярахпа инвертлă шерпет памалла, ковитсан препарат хушни авантарах, вăл амана çăвăр нумайрах сапма пулăшать.
Юлашки çулсенче Раççейри хурт-хăмăрçăсемпе, апитерапевтсемпе ирттерекен конференцисене тăтăшах хутшăнма тÿр килнĕ май хурт-хăмăр ĕрчетессипе тимлекен наукăпа тĕпчев институтĕнче, Иваново, Хусан, Йошкар-Ола, Ульяновск, Пермь, Томск хулисенче, Мускавра иртнĕ 22-мĕш Апислави конгресĕнчи çĕнĕлĕхсене Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче мартăн 15-мĕшĕнче «Помоги пчеле» ятпа иртекен семинар-канашлура сÿтсе явма палăртатпăр. Вăл ирхине 10 сехетре пуçланать. Хурт-хăмăр ăстисене унта хутшăнма чĕнетпĕр.
Чи лайăх пыл конкурсне те ирттеретпĕр. Хурт-хăмăр усракансен утарта туса илнĕ пыла /çур кило таран/ илсе килмелле. Малти вырăнсене йышăнакансене Дипломсем парса чыс тăватпăр.
Н.ПИРОЖКОВ,
зоотехник-утарçă, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ