Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хыпар пулсан пĕлтерĕр

Мартăн 11-22-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççей шайĕнче «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» ятпа наркотике хирĕçле акцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртет.

Çак акцие наркотикпе суту-илÿ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешес тата профилактикăлас ĕçе общественноçа анлă явăçтарас, ку енĕпе оперативлă информаци йышăнас, наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Енчен те инкек тÿснисем пулсан тата наркотикпе суту-илÿ тăвакансем пирки хыпарлас тесен районти полици пайне 2-54-75 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Э.НИКОНОВ.



Елчек ен