Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Электронлă мелпе

Районта пурăнакансем хăйсем судпа айăпланнине е айăпланманнине çирĕплетекен справкăна илме полици пайне час-часах пыраççĕ.

Асăннă справкăна Чăваш Республикин ШĔМĕн Комсомольскинче вырнаçнă муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнчен е нумай функциллĕ центр урлă электронлă мелпе заявлени çырса та илме пулать. Граждансем заявление кирлĕ вырăна патшалăхăн пĕрлехи пулăшăвĕн порталне кĕрсе тата www.gosuslugi.ru сайтра регистрациленсе электрон çыхăнăвĕ урлă та çитерме пултараççĕ. Çак ансат мел вăхăта тата çул çинче тухса каякан укçа-тенке перекетлеме, ĕçе ансатлатма пулăшать. Справкăна хатĕрлесе çитерсен харпăр хăвăрăн кабинета СМС-хыпар килет.

И.ЖИРНОВА, 
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕ



Елчек ен
13 марта 2019
13:56
Поделиться