Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Куллен рейсра

«Эмметево» ОООра водитель пулса вăй хуракан Валерий Захарова ял-йыш ĕçчен çын, пуçаруллă, тăрăшуллă пулнăшăн сума сăвать.

Хĕлĕн-çăвĕн хуçалăх производствинче тимлет вăл. Хăйне шанса панă кирек хăш ĕçе те пысăк тăрăшулăхпа пурнăçланăшăн дирекци енчен ăна пĕр хутчен анчах мар тав тунă.

Валерий Захаровăн кулленхи ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Сĕт турттаракан автомашинăна шанса панă çыннăн ял хуçалăх предприятийĕн ферминчи кулленхи чĕр тавара тирпейлекен предприятие вăхăтра çитермелле. Унсăр пуçне, Светлана мăшăрĕпе пĕрле ял халăхĕн сĕтне пуçтарма та ĕлкĕреççĕ вĕсем. Çапла майпа Валерий Захаров куллен 4 тонна ытла тиевпе çула тухать – сĕте завода вăхăтра çитерет.

Кашни кунхи ĕçре вăхăт иртнине сиссе юлма çук. Тепĕр чухне кану, уяв кунĕсем пирки те мансах каятăн. Апла пулин те çакăншăн вăл вуçех ÿкĕнмест, пачах тепĕр майлă, кашни кунхи ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пикенет. Ун пек чухне ĕç тата ăнса, кал-кал пынăн туйăнать.

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчек ен"
26 декабря 2018
15:55
Поделиться