Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

СУМЛĂ ЮБИЛЕЙ

Кушкă шкулĕ кăçал 125 çул тултарнине паллă турĕ. Этем ĕмĕрĕпе танлаштарсан çакă самаях вăрăм кун-çул.

1893 çулта Кушкăра чиркÿпе прихут шкулĕ уçаççĕ. Вăл ялти О.Мурзалимов çуртĕнче вырнаçать. Пирвайхи вĕрентекенсем пĕртăван Павелпа Михаил Блиновсем пулнă. Каярах шкулăн хăйĕн çуртне хăпартас шутпа халăхран укçа пухма тытăнаççĕ. Ку ĕçре Хусанти учительсен семинарийĕнчен вĕренсе тухнă Кушкă чăвашĕн И.Хлебниковăн тÿпи пысăк.

Вăл тăрăшнипе 1914 çулта шкулăн икĕ класлă çуртне хута яраççĕ, ĕçсене пурне те нимелле пурнăçлаççĕ.

1917 çулта шкула 4 çул вĕренмелле тăваççĕ. Çак çулсенче Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкула вĕренсе пĕтернĕ П.Петров ĕçлеме пуçлать. Вăлах, Кушкă ялĕнче кун çути курнăскер, Петровсен учительсен анлă династине пуçарса яраканĕ.

Совет самани пуçлансан шкул çумне ялти тата ытти ялсенчи пуянсенчен туртса илнĕ çурчĕсене илсе килсе лартаççĕ. 1934 çулта шкул 7 класлă пулса тăрать.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче шкула каялла 4 çул вĕренмелле тăваççĕ. Вăрçă хыççăн, пурнăç йĕркеленсе пынă май, 1952 çулта каялла 7 çул, 1960 çултан вара 8 çул вĕренмелли йĕрке пуçланать.

1970 çулсенче вĕренекенсен шучĕ 330-тан та иртсе кайнă. Çак кăтартăва Кушкă ачисем кăна кĕнĕ. Классем çитменрен ачасем икĕ сменăпа, çынсен çурчĕсенче, клубра, ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче /урăх яла куçарнă хыççăн/ вĕреннĕ.

1976 çулта тинех пурте кĕтекен икĕ хутлă, кирпĕчрен купаланă çĕнĕ шкул алăкĕсене уçнă. Çак йĕркесен авторĕ те кунтан 1977 çулта пĕрремĕш выпускник ята илсе вĕренсе тухнă.

1989 çулта шкулта вăтам пĕлÿ пама пуçлаççĕ. Халĕ кунта таврари çичĕ ялтан вĕренме килеççĕ ачасем. Вĕсене икĕ автобуспа турттараççĕ.

Шкул 125 çул тултарнине халалласа çак шкулта ăс пухнă В.Галошев журналист ятарласа кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Кунта шкул историйĕ, учитель-ветерансен аса илĕвĕсем, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем тата тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ нумай вĕрентекенĕн сăнĕсем те вырăн тупнă. Авалхи шкул ÿкерчĕкĕсемпе, тĕплĕн ÿкернĕ карттипе те паллашма кăсăклă. Çак шкултан вĕренсе тухнă ачасен класпа ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчен пуçласа паянхи кунчченех.

В.Галошев ачаранах тăван тавралăхпа кăсăкланнă, ÿкерме кăмăлланă.

Вăл пилĕк кĕнеке авторĕ. Вĕсем: «Чăваш тĕнчи», «Çăлтăр çути тÿпере. Моя звезда на небе», «Мир наших предков», «Батальон моей Родины» /И. Трофимовпа пĕрле/, «125 лет Кошки-Куликеевской школе».

Малашнехи тĕллевĕсесем те сулмаклă çыравçăн. Хальхи вăхăтра вăл Кушкă ялĕнчи кашни хуçалăхăн йăх-несĕлĕ çинчен материалсем пухса кĕнеке кăларассишĕн тимлет. Çакă пулас ăрусемшĕн мĕн тери паха парне пулни каламасăрах паллă.

В.Галошев Чăваш ÿнерçисен, Раççей Журналисчĕсен союзĕсен членĕ.

Ю.ГОРДЕЕВ.

 


"Елчĕк Ен"
17 ноября 2018
13:58
Поделиться