ПРИВИВКĂНА – ВĂХĂТРА
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров сăмах илчĕ. Раççей Федерацийĕн «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене коммуналлă пулăшусемпе тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» патшалăх программине тĕпе хурса çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç мĕнле пыни пирки каласа кăтартрĕ.
Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Евгения Михайлова хăй ертсе пыракан центр ĕçĕ-хĕлĕ пирки доклад туса пачĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула пĕччен юлнă ватăсемпе инвалидсене патшалăх тимлĕхсĕр хăвармасть. Маларах асăннă центр Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтермелли тĕп принципсем çинчен» саккунне, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикинчи граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтересси çинчен» йышăнăвне тĕпе хурса ĕçлет. Центрсăр пуçне районта ватăсемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли Лаш Таяпари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи икĕ уйрăм ĕçлеççĕ. Вĕсен ертÿçисем те Лиана Князевăпа Антонина Осипова пысăк стажлă тата опытлă работниксем. Уйрăмсенче хальхи вăхăтра 31 çын хÿтлĕх тупнă. Ватăсемпе инвалидсене пур енлĕ пулăшаççĕ, икĕ уйрăмра та пурăнмалли условисем лайăх: пÿлĕмсенче илемлĕ те таса, хăтлă та ăшă. Ватăсем те яланах тирпейлĕ, тутă çÿреççĕ.
Центрти социаллă ĕçченсем пĕччен пурăнакан хÿтлĕхсĕр ватăсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Социаллă хăрушлăхри лару-тăрура тăракан ватăсемпе инвалидсене хăвăрт та вăхăтлă пулăшу паракан мобильлĕ пулăшу тĕсĕпе те анлăн усă кураççĕ. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ватăсене тата инвалидсене пулăшу парас ĕçре районти тĕрлĕ организаци-предприятипе /Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, Пенси фончĕн Елчĕкри пайĕ, ветерансен организацийĕсем/ тачă çыхăнса ĕçлени тĕрлĕ ыйту-чăрмава татса парас ĕçе ансатлатать. Тĕрлĕ категорине кĕрекен çемьесене, вĕсенче çитĕнекен ачасене хÿтлĕхпе тивĕçтересси те тĕп вырăнта. Паянхи кун тĕлне центрта социаллă хăрушлăхра тăракан 51 çемьене учета илнĕ, вĕсенче çула çитмен 101 ача çитĕнет. Çулсерен çемьесене тумтирпе е ытти кирлĕ хатĕрсемпе пулăшассине йăлана кĕртнĕ. Кăçал çакăн евĕр пулăшупа 26 çемьене тивĕçтернĕ. Çитĕнекен ăрăвăн çуллахи канăвне тĕрĕс йĕркелес енĕпе кăçал Елчĕк, Патреккел, Лаш Таяпа шкулĕсен çумĕнчи лагерсенче 80 ачана канма условисем туса панă, унсăр пуçне 55 ача республикăн хулисен çумĕнчи лагерьсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетнĕ. Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă. Çак тĕллевпех учрежденин официаллă сайтне йĕркеленĕ, массăллă информаци хатĕрĕсемпе те тачă çыхăнура вĕсем.
– Социаллă ĕçчен – професси анчах мар, чун туртăмĕ те. Вăл хÿтлĕх кĕтекенсене шанчăк тата тĕрев парать, чун-чĕре ăшшине парнелесе ватăсене малашлăхра хăйсене шанчăклăн туйма хавхалантарать, – палăртрĕ Николай Миллин.
Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин начальникĕн çумĕ Денис Баймушкин районти эпизооти лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслекен ятарлă комиссин ĕç-хĕлĕ çинче те чарăнса тăчĕ вăл. Паянхи кун районти пур фермăна та хĕле хатĕрлесе çитернĕ.
Елчĕкри больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова грипп тата респираторлă вирус чирĕсенчен прививка тутарассипе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе организацисен ертÿçисене хастарлăхпа палăрма, ĕçченсене вăхăтра прививка тутарма сĕнчĕ Надежда Викторовна. Прививка пирки вулакан тĕплĕн «Елчĕк ен» хаçатра сентябрĕн 22-мĕшĕнче пичетленсе тухнă «Гриппа чирлес мар тесен» статьяна вуласа пĕлме пултарать.
Канашлура ытти ыйтусене те хускатрĕç.
Елена ПЕТРОВА