Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

ПУШАР – ХĂРУШĂ

Вăл пĕтĕм пурлăха кĕле çавăрать. Чи хăрушши вара инкекре этем пурнăçĕ татăлни.

Пушартан сыхланас тата асăрханас тĕллевпе районти шкулсенче çулсеренех çулталăкра икĕ хут пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне ирттереççĕ. Çавна май пушар хурал ĕçченĕсем çак тапхăрта шкулсенче пулса пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе яваплă персоналпа, вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçусем, вĕрентÿ йĕркелеççĕ.

Маларах Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Патреккел, Елчĕкри шкулсенчи кĕçĕн классенче пулнă районти 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн тата пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем сентябрĕн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвари тата Курнавăшри шкулсене çитсе килчĕç. Инкек-синкек сиксе тухас пулсан шкулти персонал тата вĕренекенсем хăйсене мĕнле тытаççĕ; Пушартан асăрханмалли тата пушар вăхăтĕнче пурнăçламалли тивĕçĕсене пĕлеççĕ-и вĕсем? Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав илес тĕллевпе вĕсем шкулсене пырса кĕрсенех пушар сигнализацийĕсене ĕçлеттерсе яраççĕ, хăш вырăнта пушар тухни пирки хыпарлаççĕ. Кĕтмен инкек, паллах, кашнинех хумхантарса тата çухатса яма пултарать. Анчах темле йывăр лару-тăрура та вĕрентекенсен хăйсене лăпкă тытса чи малтанах ачасен пурнăçне çăлса хăварма васкамалла. Йĕрке тăрăх, çак хыпара илтнĕ техперсонал е ытти ĕçчен службăри телефонпа 01 номерпе, карас телефон урлă пушар хурал чаçне «101» е пĕрлехи диспетчер службине «112» номерлĕ телефонпа инкек пирки пĕлтерет, тĕплĕ информаци парать, унтан пушар сÿнтермелли хатĕрпе усă курма васкать. Вĕрентекенсем чÿречесем уçă пулсан вĕсене хăвăрт хупса ачасене çывăхри алăкпа усă курса /пĕрне-пĕри тĕрткелеме, пÿлме юрамасть/ «çунакан» çуртран илсе тухаççĕ. Зданинчен тухнисен чи малтанах пурте пĕрле хăрушсăр вырăна /çак вырăна эвакуаци планĕ çумĕнчи инструкцире палăртмалла/ пуçтарăнса ачасен, вĕрентекенсен, ытти ĕçченсен шутне палăртмалла. Çапла туни çуртра çын юлнипе юлманнине пĕлме май парать. Вĕрентекенсем шкул директорĕ, вăл вара вырăна килсе çитнĕ пушар хурал ĕçченĕсен умĕнче лару-тăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе уçăмлатаççĕ.

Вĕрентекенсемпе техперсонал «пушар вăхăтĕнче» хăйсен тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçларĕç. Çапах та хăш та пĕр çитменлĕхсене тÿрех асăрханă пушар хурал уйрăмĕн ĕçченĕсем кашнинпех ăнлантару ĕçĕсем ирттерчĕç, сăмахĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.

Ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕ уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтать. Вăхăтра асăрхаса ĕлкĕреймен кăлтăк пысăк инкек кăларса тăратма пултарать.

– Вĕрентекенсен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Унта-кунта тухнă чух ачасене çуртра питĕрсе е аслисемсĕр хăварасран асăрханмалла. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче ачасен пысăк пайĕ шкапа е кравать айне пытанать. Çакă вĕсен сывлăхĕшĕн хăрушă пулнине, инкек вăхăтĕнче тĕтĕмпе сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса асăрхаттармалла, çунакан çуртран май килнĕ таран хăвăртрах тухмаллине ăнлантармалла. Синкер пирки тÿрех аслисене пĕлтермеллине тата «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутран ачасен те, пĕлмелле, – палăртрĕ Елчĕкри пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев.

Çакăн евĕр вĕренÿсем ирттерни пуриншĕн те усăллă пулнине палăртрĕç мероприятие хутшăннисем.

В.ГРИГОРЬЕВ. А.САЙКИН. Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: пушар хуралĕн ĕçченĕсем Курнавăш шкулĕнче.



"Елчĕк Ен"
08 сентября 2018
14:19
Поделиться