Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

СУЙЛАВ ИРТЕТ

2018 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче çĕршывра пĕрлехи сасăлав кунĕ иртет. Суйлава Чăваш Ен те хутшăнать.

Раççейре 22 регионта кĕпĕрнаттăрăн, саккун кăларакан 16 пухура, РФ Патшалăх Думин 7 депутачĕн суйлавĕсем иртеççĕ.

Чăваш Республикинче 76 ял-хулара 86 суйлав участокĕ ĕçлет. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Элĕк районĕсĕр пуçне кашни районта тата хула округĕсенче район тата хула, хăш-пĕр çĕрте ял тăрăхĕсен пухăвĕсен депутачĕсене суйлаççĕ.

Çак кун Елчĕк районĕнчи Курнавăшри 11-мĕш суйлав округĕпе те Елчĕк район депутатне суйлаççĕ. Асăннă суйлава Курнавăш, Çуткÿл, Вырăскасси ялĕсенче пурăнакан суйлавçăсем хутшăнаççĕ.

Суйлав ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен пырать.

 


"Елчĕк Ен"
05 сентября 2018
14:38
Поделиться