Пенси: Президент сĕнĕвĕсем
Августăн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси саккунĕн улшăнăвĕсем çинчен хăйĕн шухăш-сĕнĕвĕсене пĕлтерчĕ.
Ыйту пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă май Владимир Путин Правительство альтернативлă сценарисене те тишкернине аса илтерчĕ: «Чылай çул эпĕ пенси тытăмне улăштарассипе çыхăннă сĕнÿсем тĕлĕшпе питĕ асăрхануллă пултăм. Анчах демографи сферинчи туртăмсем, лару-тăрăва объективлă хаклани çак ĕçе ырана хăварма юраманнине кăтартаççĕ», – терĕ Владимир Владимирович. Ун шучĕпе, халь нимĕн те туманни е «косметика» йышши мерăсем йышăнни хамăрăн ачасем тĕлĕшпе яваплăха туйманни пулĕччĕ.
Хĕрарăмсемшĕн пенси çулĕ ытла ÿсмелле мар
«Саккун проектĕнче хĕрарăмсемшĕн пенси çулне 8 çул ÿстерме сĕннĕ – 63 çул таран, арçынсемшĕн вара вăл 5 çул хушăнать. Паллах, апла тума юрамасть. Хĕрарăмсем тĕп ĕç вырăнĕнче кăна тăрăшмаççĕ, пĕтĕм çурт, çемье, ачасене, мăнуксене воспитани парасси вĕсем çинче – çакна ăнланатпăр. Çавăнпа саккун проектĕнче пенси çулне 8 çул ÿстерме сĕннине 5 çул таран чакарма сĕнетĕп. Пирĕн нумай ачаллă хĕрарăмсем вăхăт çитмесĕрех пенсие тухмалли правăна та палăртмалла. Хĕрарăмăн виçĕ ача пулсан – вăл виçĕ çул маларах пенсие кайма пултартăр. Тăватă ача тăк – тăватă çул маларах. Пилĕк е ытларах ачаллă хĕрарăмсемшĕн вара паянхи йĕрке упранса юлмалла – вĕсем 50 çулта пенсие кайма пултарĕç».
«Пирвайхисем» – ултă уйăх маларах
«Камăн пенси çулĕсем чи малтан ÿсĕç – вĕсене йывăр килессе ăнланатăп. Çавна май кивĕ саккунпа килĕшÿллĕн çитес икĕ çулта пенсие каймалла пулнă граждансемшĕн уйрăм çăмăллăх – çĕнĕ пенси çулĕсем çитиччен ултă уйăх маларах пенсие тухмалли право – çирĕплетме сĕнетĕп».
Ĕç рынокĕнче гарантисем пулĕç
«Çынсене ĕçсĕр юлма пултарасси хăратать. Пенсисĕр те, шалусăр та юлма пултарасси шиклентерет. 50 çул тултарнă хыççăн чăннипех ĕç тупма йывăр. Çавăнпа пирĕн çулланнă çынсен интересĕсене хÿтĕлемелли хушма гарантисем палăртмалла. Ĕç паракансемшĕн пенси умĕнхи çынсене ĕçрен хăтарнăшăн, çынсен çулне кура вĕсене ĕçе йышăнма хирĕçленĕшĕн административлă е уголовлă яваплăх çирĕплетмелле тесе шутлатăп.
Пенси умĕнхи çулсенчи çын хăй ĕçрен каяс кăмăллă, анчах хальлĕхе ĕç тупайман пулсан – çак тĕслĕхре те пирĕн унăн социаллă гарантийĕсене çирĕплетмелле. Пенси умĕнхи çулсенчи çынсене ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособие икĕ хут ÿстермелле – хальхи 4900 тенкĕрен 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 11280 тенкĕ таран. Çак тÿлев вăхăтне пĕр çулталăк тумалла».
Нумай çул ялта ĕçленĕ çынсен пенсийĕ хушăнать
«Çынсен пурнăçĕпе ĕçĕн уйрăм условийĕсене шута илмелле. Шахтерсен, вĕри цехсен ĕçченĕсен, хими производствисен ĕçченĕсен, чернобылецсен, ытти категорин çăмăллăхĕсене упраса хăварассине çирĕплетрĕмĕр ĕнтĕ. Ман шутпа, Çурçĕрти пĕчĕк йышлă тĕп халăхсен çыннисене пенси тÿлес енĕпе халь вăйра тăракан условисене упраса хăвармалла. Пирĕн ял çыннисене те пулăшмалла. Ĕçлемен, ялта пурăнакан, ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçлесе стаж пухнă çынсен страховани пенсийĕ çумне 25 процентпа танлашакан хушма тÿлев парассине пĕрре кăна мар сÿтсе явнă, йышăну та тунă. Анчах çак йышăнăва вăя кĕртессине каяраха куçарнă. Çак укçана 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнченех тÿлеме пуçламашкăн сĕнетĕп».
Стаж виçĕ çул кĕскелет
«Ир ĕçлеме пуçланă çынсемшĕн çулсене кура кăна мар, ĕçлесе тунă стажа тĕпе хурса та пенсие тухмалли май пулмалла. Халь саккун проектĕнче вăхăт çитмесĕрех пенсие кайма ирĕк паракан стажа хĕрарăмсемшĕн – 40, арçынсемшĕн 45 çул шайĕнче палăртнă. Çак стажа виçĕ çул чакарма сĕнетĕп: хĕрарăмсемшĕн – 37 çул таран, арçынсемшĕн – 42 çул таран».
Налук çăмăллăхĕсем кивĕ йĕркепех пулĕç
«Куçăм тапхăрĕнче, пенси тытăмĕнчи улшăнусене вăя кĕртсе пĕтериччен, федерацин 2018 çулччен пулнă мĕн пур çăмăллăхне упраса хăвармалла тесе шутлатăп. Сăмах – куçман пурлăх тата çĕр налукĕсем пирки. Çапла, çак çăмăллăхсене çын пенсие тухсан кăна парасси йăлана кĕнĕ. Анчах пенси тытăмĕ улшăннă, çынсем вара çав çăмăллăхсене шаннă чухнехи условисенче пирĕн вĕсемшĕн уйрăм йĕркепе усă курмаллах, çăмăллăхсене пенсие тухнине тĕпе хурса мар, тивĕçлĕ çулсем çитнине шута илсе памалла. Урăхла каласан, çăмăллăхсемпе хĕрарăмсем унчченхи пекех 55 çул тултарсан, арçынсем 60 çула çитсен усă курма пултарччăр».
Президент çак сĕнÿсене саккун проектне кĕртмелли тÿрлетÿсем пек йĕркелесе çывăх вăхăтрах Патшалăх Думине парасси пирки пĕлтернĕ.